Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тахҫан Степан Аверкиевич ялта эрех ӗҫмен ҫын пулнӑ, анчах ҫутҫанталӑк панӑ ырӑ туйӑма — хӑй эрех юратманнине — аран-аран ҫӗнтерсе, юлашкинчен алкоголик пулса тӑнӑ, вара, ытти ӗҫлӗ ҫынсем пекех, хӑй тавра йышлӑ мар та, анчах эрехе пуҫӗпех парӑннӑ ҫынсене пуҫтарнӑ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тусӗсем тата хӑйне пӗлекен ҫынсем нимӗн те ӑнланаймарӗҫ; анчах ҫынсем ҫын ӗҫӗпе пит нумаях интересленмеҫҫӗ, вара ют ҫӗршыва тухса кайнӑ чухне Санина чугун ҫул станцине ӑсатма пӗр француз-ҫӗвӗҫ ҫеҫ пычӗ — вӑл та пулин илсе пӗтермен укҫине илесси ҫине шанса кӑна.
XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ ҫав ача выртнӑ ҫӗре пырса ҫитрӗм, анчах ҫын пулӑшмасӑр пульӑна кӑларма ҫук, ачана пӗччен пӑрахса хӑварса ҫын шырама кайма та май килмест — мӗншӗн тесен ачин сывлӑхӗ питӗ начарччӗ, вӑл вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрлансах пычӗ; унтан аташма тытӑнчӗ, мана хӑй ҫывӑхне те ямасть, енчен эпӗ сулӑ ҫине пурӑпа хӗрес лартсан, мана вӗлеретӗп тесе кӑшкӑрать, темӗн те каласа аташать, эпӗ нимӗн тума аптрарӑм; кунта ҫын пулӑшмасӑр нимӗн те тума май ҫук терӗм; ҫав вӑхӑтра таҫтан ҫак негр тухса тӑчӗ те мана пулӑшма пулчӗ, вара мӗн кирлине пӗтӗмпех питӗ хӑвӑрт турӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл тинӗс хурахӗ пулнӑ, вӑтӑр ҫул Инди океанӗнче хурахра ҫӳренӗ, анчах кӑҫалхи ҫуркунне пӗр тытӑҫура унӑн шайкине ҫурри ытла вӗлерсе пӗтернӗ, халӗ вӑл ҫӗнӗ ҫынсем пухма тӑван ҫӗршывне килнӗ, турра шӗкӗр, ӗнер ҫӗрле ӑна ҫаратса, кӗсйинче пӗр цент хӑвармасӑр, пӑрахут ҫинчен антарса хӑварнӑ, ҫакӑншӑн вӑл савӑнать кӑна; унтан ырри нимӗн те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен халӗ вӑл пачах урӑх ҫын, пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут телей куракан ҫын.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗрремӗш ӑшӑхлӑх вӑл — пире ырӑ тӑвас текен ҫын, шыв юххи — тепӗр ҫын, вӑл пире малтанхи ҫынран уйӑрса ярасшӑн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫӳле хуракан, ӗҫчен, хӑйне усӑ тӑвассишӗн хӑйне хӑй хӗрхенмен ҫын пек тыткалакан этем пулас (куратӑн-и, эп тӳр кӑмӑллӑ), анчах вӑл ҫын кӑмӑлне шута илмесӗр пурне те хӑратса хӑй ирӗкне пӑхӑнтарма тӑрӑшакан ҫын.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ акӑ мӗн шутласа хутӑм: пирӗн пӗрлешӳ эсӗ чӑн-чӑн ҫын, пирӗн ҫын пулса ҫитиччен пымалла, эпӗ сана ун пек ҫын тӑватӑпах, апла тӑваймасан, — эпӗ пысӑк пасарти пӗр пусӑн хакне ҫеҫ тӑратӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗрлӗ хыпара часах шанман тата асӑрханса ҫӳрекен майор, халиччен ҫын ҫине шанма хӑнӑхса ҫитменскер, кам пӗлет, тен ҫак ҫын: Айртонӑн сӑмахӗсем ҫын шанӑҫне тивӗҫлӗ-ши тесе ыйтать пуль хӑйӗнчен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пирӗншӗн ҫынсем пурте тӗрлӗ, анчах Травкӑшӑн мӗнпур ҫынсем икӗ ҫын пек кӑна пулнӑ: пӗри — Энтип пичче, тепӗр ҫынни вӑл — Энтип пичче тӑшманӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
«Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисенче» Гоголь ҫак пурте кӳрентерекен «пӗчӗк ҫын» — Поприщин сӑмахӗсемпе чиновникла-дворянла обществӑри ҫынсен танмарлӑхне, ку обществӑри тӗрӗсмарлӑха уҫса парать:
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Вӑл ҫирӗп характерлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ; кӑшт тӳрккес пек те туйӑннӑ, ҫиелтен пӑхсан, хӑйне хаяр та мӑнкӑмӑллӑ ҫын пек тытнӑ, ҫынсене ытлашши айӑпламан, ҫав вӑхӑтрах тӳрӗ каланӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник пулнӑ, художник ӗҫӗн правилисемпе законӗсене учительсӗр, шкулта вӗренмесӗр, хӑй тӗллӗн, хӑйӗн чунӗпе кӑна пӗлсе ҫитнӗ, ӗмӗрех картинӑсене лайӑхрах тӑвас кӑмӑлпа пурӑннӑ, хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗр чӗри кӑтартнӑ ҫулпа малалла пынӑ; вӑл хӑй тӗллӗнех ӗҫлеме вӗреннӗ тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗри пулнӑ, ун пеккисене хӑйсен ӗмӗрӗнче пурӑнакансем «ним пӗлмен ҫын» тесе вӑрҫаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсене хурланӑшӑн тата ӗҫ ӑнманнишӗн кӳренсе тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑйпа тата хавхаланарах ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, чӗрисемпе вара «ним пӗлмен ҫын» тесе хурлама май панӑ произведенисенчен нумай аякрине кураҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Эпӗ урасӑр, алсӑр юлнӑ пулсан, кунран лайӑхрах пулатчӗ; хӑлхасӑр юлам, ку начар ӗнтӗ, ҫапах та чӑтса ирттерме пулать, анчах сӑмсасӑр ҫын… шуйттан кӑна пӗлет вӑл кам пулнине: кайӑк тесен, кайӑк мар, ҫын тесен, ҫын мар, ил те ӑна чӳречерен пӑрах!
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Йӗркесӗр те илемсӗр ҫын аскӑн пурнӑҫпа пурӑнни нимех те мар-ха, анчах хитре ҫын, ҫамрӑк та хитре ҫын… вӑл тасалмалла мар, вӑл таса пулмалла, ҫапла шутлатпӑр эпир.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Анчах та пушӑ стенасем, чӳрече каррисӗр чӳречесем кунта тирпейлӗ хӗрарӑм ҫуккине кӑтартса тӑраҫҫӗ; мӗскӗн хӗрарӑмсен ывӑнса ҫитнӗ пичӗсем вӑл чӑнах та тӗп хулара ҫын нумайран тата ячӗшӗн ҫеҫ пӗлӳ илнӗрен аскӑн пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ ҫынсен ирсӗр хваттерне лекнине ӗнентереҫҫӗ; ҫак хӗрарӑмсенчен пӗри, ун умнех пырса, ӑна ют ҫын платьи ҫинчи вараланнӑ вырӑна пӑхнӑ пекех лӑпкӑн пӑхса ларчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
700 ҫын ҫинчен — арнаутсем, албансем, грексем, булгарсем тата ытти тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ ҫынсем ҫинчен, ҫар искусствине пӗлменскерсем, турксен вунпилӗк пинлӗ утлӑ ҫарӗ хӗснине пула, каялла чакакан ҫынсем ҫинчен шутласа илӗр-ха.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
— Кама мӗнле-тӗр ӗнтӗ: пӗриншӗн хаваслӑ ҫын эпӗ, теприсем мана ҫиленекен ҫын вырӑнне хураҫҫӗ, эпӗ мӗнле пулнӑ ӗнтӗ хам, ҫавӑн пекех ахаль ҫын.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫӗпрел районӗнче «Мухтав орденӗсен» кавалерӗсем нумай, пӗр ҫын Раҫҫей Геройӗ, ултӑ ҫын Совет Союзӗн Геройӗ, сакӑр ҫын ӗҫ ҫитӗнӗвӗсемпе паттӑрлӑх кӑтартса «Социализмла Ӗҫ Геройӗ» ятсене тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.
Ӑна мӗнле вӑй эртельти ӗҫсенчен пӑрса янине Корней хай те сиссе юлайман, вара вӑл кашни вак-тӗвекшӗн тӑрӑшакан ҫынран: маншӑн пурпӗрех, тесе пӑхса тӑракан, ҫын хушнине ҫеҫ пӗр сӑмахсӑр туса пыракан ҫын пулса тӑнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ефим ӗҫе питӗ пӗлекен ҫын иккен, Рагулин сайра хутра ҫеҫ кӗвӗҫме пултарнӑ ҫын, — хӑй чӗринче кӗвӗҫӳ туйӑмне сиссе илчӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ ӑслӑ та питӗ аван ҫын тесе шухӑшларӗ…
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.