Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шалти пӳлӗме таҫтан, ҫӳлтен чавса тунӑ шӑтӑкран, хӗвел ҫути ӳкет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Урӑлтаркӑч кӗркунне уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34624.html
«Искра» СОБР сотрудникӗсем 2022 ҫулта Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансене тӗрлӗ оперативлӑ мероприятисене ирттерме пулӑшнине каланӑ.
Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat
2022 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӑл айӑпланнӑ пӗр ҫынна, лешӗ шалти йӗркене пӑснӑ пулин те, явап тыттарман.
Юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхне тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34615.html
Палӑк тӑвас ӗҫе шалти ӗҫсен пайӗн ветеранӗ Юрий Александров пуҫарнӑ.
Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/
Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, «вӗри точкӑсенче» тата служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене халалланӑ.
Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/
Шофер шалти ҫутта сӳнтерчӗ те машинине тапратрӗ.
Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.
Хӑй пӗртен-пӗр аллипе шалти кӗсйинчен хутсем кӑларать.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ хамӑн шалти иккӗленӗве ҫӗнтертӗм!
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ҫав патшалӑхӑн политика системине йӗркелес, ун экономикине, оборона хӑватне ӳстерес, ӑна тулашри тата шалти тӑшмансенчен хӳтӗлес ҫӗрте Сталинӑн тӳпи, паллах, вышкайсӑр пысӑк пулнӑ…
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пӗлетпӗр-ха, атте, ӑш-пиллӗ, уҫӑмлӑ, ҫынна яланах тарават, сӑмах-юмах та шӳт маҫтӑрӗ, темле кӳренсен е тарӑхсан та пули-пулми луш ҫинченех хӑйӗн шалти вӗчӗхӗвне, ҫиллине чӑшт-чаштах пӗрхӗнтерсе ямасть, анчах та…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Эпир Кӗркури пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе ҫӑвартан сурса пӑрахасса кӗтрӗмӗр, вӑл вара ӑна, куҫне пирӗн тавра ансухла, таракан пек чуптаркаласа, шалти мӗнпур вӑйне пухса, пырне хыртара-хыртара, йӗклене-йӗклене, куҫҫуль тумлата-тумлата, лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ те ячӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Арҫен аллине пиншакӗн малти шалти кӗсйине йӑпӑш-япӑш чиксе ячӗ ҫеҫ, Кӗркури, куҫне мӗлт-мӗлт сиктеркелесе, пуш аллипе тӑванӗн кӑкӑрне хупласа хучӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Урӑлманкин кивӗ, юрамине тухнӑ пиншакӗн шалти кӗсйинчен сӑмакун пулштухне кӑларчӗ те ҫӗр ҫине тӳнклеттерсе лартрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Кивӗ, шупкарах хӑмпӑлчӑ пиншакӗн шалти кӗсйинчен ҫур литр кӗленчи туртса кӑларчӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урӑлманкин, ӗҫ мӗн ҫинчен пынине тинех тавҫӑрса илсе, тӑруках ырӑланса, хӑюлланса кайрӗ, чунӗ-чӗри катаччи чупӑвне ҫӗкленчӗ, ҫуланчӑк куҫӗнче чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх пӗр-пӗрне ал лапписемпе ҫапса илчӗҫ, шалти хаяр кӳренчӗк вучӗ самант пӑлтлатса сӳнчӗ, йӳҫӗ чуста пек йӳҫенкӗ сӑн-пичӗ тутлӑн-ҫуттӑн йӗлпӗрӗнчӗ, сарӑхнӑ капан шӑлӗ пӳлӗмре каллех тӗксӗм ҫутӑ ҫутрӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Милиционер, сехре хӑпартнӑ хыпар тӗрӗсе тухманнипе кӑмӑлӗн лӑш картне ларнӑскер, шалти сӑнчӑрӗнчен пачах хӑтӑлса, хӗрӗнкӗ Урӑлманкин каласа панине итлесе тӑчӗ-тӑчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ, вара хулӑн, сарлака ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине татах та сарса, йӳҫен чусталантарса ячӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫавӑн пек авӑксенче пуҫланнӑ та ӗнтӗ унӑн чун-чӗрине ыраттарса, пусарса тӑракан шалти хӑйӑрлӑ чула симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗпе ирӗлтерсе шӗветесси.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӑйӗн килӗн кӗҫӗн хапхи умӗнче кӗвенте пек кукӑрӑлса тӑракан тӗксӗм кӗрче питлӗ, кӑвакал аминни пек сӑмсаллӑ, туяллӑ хӑшӑлти карчӑк пӗчӗк тӑхтав турӗ, вара, шалти «кантри-ҫипписене» лӑнчах ярса, тулашран татӑлса ӳкмеллех пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырлине ҫаврӑнса, сӑмахне малалла юхтарчӗ: «Ма «пакунсӑр милиционер» тесе калаҫҫӗ тетӗр-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.