Поиск
Шырав ĕçĕ:
Футроз килӗнчи савӑнӑҫлӑ каҫ ӑна таҫтан шалтан туклатса аса илтерет-ха, анчах ҫав туйӑм кӗҫех ҫухалчӗ; ашшӗ таврӑнни сутӑнчӑкла ытла та хытӑ пырса ҫапрӗ, шыва чышса ӳкернӗскер ҫакнашкал лару-тӑрура ҫыран хӗрринче уҫӑлса ҫӳренин савӑнӑҫӗ пирки мар, ҫӑлӑнӑҫ пирки кӑна шухӑшлать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унтан вӑл Давенантран пӳлӗм ҫинчен, Галеран ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, каччӑна туслӑн сӑнаса пиншакӗн мӗн пур тӳмине ҫаклатма сӗнчӗ, капмар кресло-ниша ҫине лартрӗ, — ҫав вырӑнтан, пушӑлӑхран тейӗн, кӗнеке шкапӗсем, каҫӑн мрамор кӳлепи, шалтан кулса тинкерекен Футроз курӑнаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл шалтан парӑнтаракан куҫӑма пӑхӑнса ӑнтӑлать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫуртӑн чылай чӳречине шалтан ҫутатман, таса мар пусмасенче картлашкасене хыпашласа тупма тивет, тепӗр чух — шӑрпӑк ҫутсах.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл та ылтӑн тӗслӗ, янкӑрах мар ҫутӑпа витӗннӗ, шалтан темиҫе миля таран курӑнать; ку — ҫуркунне, пӗтӗмпех ашкӑрса ешӗлленнӗ-чечекленнӗ вӑхӑтра; вулӑсем, йывӑҫ хуппин чӗлкемӗсем, лӑсӑ йӗпписем, ҫулҫӑсем, чечексем, чи пӗчӗккисем те — булавкӑран шултра мар, чи черчен те ҫӳхе тунасем, — ҫаксем пурте эпӗ халиччен курман уҫӑмлӑхра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӳсеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Гольц унӑн лапки ҫинчи ҫӑмартана тытрӗ, ӑна ҫӗмӗрчӗ те шалтан ылтӑн укҫа туртса кӑларчӗ.Гольц взял у нее с лотка яйцо, разбил его и вытащил из скорлупы золотую монету.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Вӑл шалтан та, тултан та ҫыхӑнса ларнӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Робод хӑйне чылай вӑхӑт шалтан тимлӗн тӗпчет тата чӗри хусканӑвӗсене йӑнӑшмасӑр тӗшмӗртме хӑнӑхрӗ.он, так долго смотревший внутрь себя и научившийся безошибочно понимать движения своего сердца.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Ӑна шалтан темӗн кӑшлать.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Чавсипе тӗревленсе вӑл койка ҫине саркаланса выртрӗ; унӑн тыткаларӑшӗнченех темӗн ирӗклӗскер, тӗрмене шалтан аркатаканскер сисӗнет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Клаусон шыва чыхӑна-чыхӑна ҫӑтать, хӑйне ҫӑмӑлрах пулнӑран йӗнине те асӑрхамасть, ҫав вӑхӑтрах ӑшӗ пӑтранать, мӗншӗн тесен вар-хырӑмӗ, сивӗ шӗвекӗн пысӑк калӑпӑшӗнчен писнӗскер, нумай нӳрӗк йышӑнасса шалтан хирӗҫлет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Вӑл хӑй патне аяла анчӗ, каюта алӑкне шалтан питӗрчӗ, кресло ҫине ларчӗ, куҫӗсене хупрӗ те — хускалмасть.Он ушел вниз к себе, запер изнутри дверь каюты, сел в кресло, закрыл глаза и не шевелился.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗсенчен пӗри суккӑр пулас, мӗншӗн тесен ҫаврӑнӑҫусӑррӑн, хыпашла-хыпашла утать, куҫӗсем хупӑ; шалтан тӗттӗмлӗхпе карнӑ сӑн-пичӗ илемсӗр, тунсӑхлӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Акӑ унӑн тӑррине шалтан икӗ ҫын тухса тӑчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Урамри алӑкран шаккарӗ; шалтан чӗнмерӗҫ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Вӑл хӗр патне тертлӗн туртӑнать: асапланаканскер, савӑнса тӗлӗннӗскер — вӑл шалтан кӗтмен ҫӗртен тапса тухнӑ вӗрилӗхе пула куштӑрканӑ тутипе темӗн пӑшӑлтатать; пир пек шап-шурӑ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Мӗншӗн шӑп? — хыттӑн каларӗ те вӑл ӑшӗнче кулса — шалтан тӗсерӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян койка патӗнчех; чӗнмест; унӑн шалтан ҫуталакан куҫӗсем тытӑнкӑллӑ ҫӗкленӗве пӗтӗмӗшле сӑнарлаҫҫӗ, ҫак ҫӗкленӳ кӗтмен ҫӗртен сасӑ кӑларма, хӑйӗншӗн паллӑ мар сӑмах пӗлтерме, ку ҫеҫ мар — ал тупанӗ ҫинчи евӗр уҫӑмлӑ пулса тӑмашкӑн хӗрӳллӗн евитлеме хистет-ыйтать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кашни кӑнтӑрлах дюнӑсен вӗри хӑйӑрӗ ҫине вырнаҫать, шалтан — хурҫӑ трос пек ҫирӗпрен те ҫирӗп ромпа, тулашран вара хӑйӑрпа тата хӗвелпе хӗрсе-ӑшӑнса ларать; пӑрҫана ҫу ҫинче ӑшаланӑ евӗр — пуҫ мимине вӗриленнӗ спирт пӑсӗпе вӗретсен Пэд кӑмӑлӗ ӳсӗрӗлӳ пек тилӗрчӗк, ҫӗкленӳллӗ тӑрӑма куҫать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Чи кӗске вӑхӑтра, «Моряксен тӗл пулӑвӗн» алӑк уратине ҫурӑмсене кӑтартнӑ самантран пуҫласа, эпӗ хама пӗтӗмпех кӑларса хутӑм, минтер пичӗ тейӗн — шалтан та, тултан та; хамӑн мӗн пур вӑрттӑнлӑхӑма каласа кӑтартрӑм, халиччен пытарнӑ япаласене ҫӑмӑлттайла сарса уҫрӑм, пӗтӗм иккӗленӗве пӗлтертӗм, темӗн чухлӗ шухӑшӑма силлесе сапаларӑм — вӗсем хӑшне-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫитме тивӗҫлӗ.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.