Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗвеланӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗвеланӑҫ (тĕпĕ: хӗвеланӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Испаньола» пӗрре ҫурҫӗрелле, тепре кӑнтӑралла, е хӗвелтухӑҫнелле, е хӗвеланӑҫ еннелле ишет, хӑй пӑрахса хӑварнӑ вырӑна каялла ҫитсе тӑрать.

«Испаньола» плыла то на север, то на юг, то на восток, то на запад, хлопая парусами и беспрерывно возвращаясь к тому курсу, который только что оставила.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Унтан вӑл ытларах та ытларах хӗвеланӑҫ еннелле пӑрӑнма пуҫларӗ, ман пуҫа вӗсем мана асӑрхӗҫ те карап ҫине илесшӗн пулӗҫ тенӗ шухӑш пырса кӗчӗ.

Затем она все больше и больше стала отклоняться к западу, и мне пришло в голову, что я уже замечен и что меня хотят подобрать.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ Сильвер сӑмахӗсене, Мул утравӗн хӗвеланӑҫ енчи пӗтӗм ҫыранӗ тӑрӑх ҫурҫӗр еннелле каякан юхӑм пур тенине аса илтӗм.

Я вспомнил слова Сильвера о том, что вдоль всего западного берега Острова Сокровищ есть течение, которое направляется к северу.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ хама шкуна ҫинчен ан асӑрхаччӑр тесе, хӑйӑрлӑ кукӑрӑн тинӗс енчи хӗррипе каяс шутпа тӳрех утравӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ патне чупрӑм.

Я направился прямо к восточному берегу острова, так как не хотел идти по обращенной к морю стороне косы, чтобы меня не заметили со шхуны.

ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хӗвелтухӑҫпе хӗвеланӑҫ енчен пӗрер хут ҫеҫ пенӗ.

С востока и запада выстрелили только по одному разу.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ виҫӗ вут ҫулӑмне — иккӗшне юнашар тата тепӗрне инҫетрех, хӗвеланӑҫ енче куртӑм.

Я видел две вспышки — две рядом и одну дальше, к западу.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Джойс тусӑм, хӗвеланӑҫ енчине йышӑн.

Джойс, друг мой, бери западную…

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пуран икӗ кӗске стенисем ҫинче — хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ енче икшер бойница ҫеҫ.

В двух узких стенах сруба — в восточной и западной — было только по две бойницы.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Грэй — хӗвеланӑҫ енне.

Грей — западную.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пуринчен уҫҫӑнрах куҫа, утравӑн ҫурҫӗр пайӗнче икӗ вырӑнта, ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ пайӗнче пӗр вырӑнта хӗрлӗ чернилпа тунӑ виҫӗ хӗрес паллисем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Резче всего бросались в глаза три крестика, сделанных красными чернилами, — два в северной части острова и один в юго-западной.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хӗвеланӑҫ енчи хапхаран тухсан, урапасем чӑрӑшпа хитрелетсе пӗтернӗ арка айне чарӑнчӗҫ.

Миновав западные ворота, телеги остановились под аркой, украшенной еловыми ветками.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Урапасем хӗвеланӑҫ енчи хапха патнелле хускалса кайрӗҫ.

Телеги двинулись к западным воротам.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Самооборона отрядӗнчи боецсем кунӗпех чӑрӑш касса турттарчӗҫ, хӗвеланӑҫ енчи хапха патӗнче илемлӗ ҫул турӗҫ.

Бойцы отряда самообороны целый день рубили елки и сооружали у западных ворот деревни зеленую арку.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах пуху пӗтнӗ хыҫҫӑн вӑл сиккипех килнелле вӗҫтерчӗ, урапа ҫине хӑйӗн тимӗрҫӗ япалисемпе килӗнчи ӑнӑр-тапӑрсене тиерӗ, вӗсене ялӑн хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан тӑван мар аппӑшӗ патне турттарса кайрӗ.

Но когда собрание кончилось, он бегом пустился домой, свалил на телегу свои кузнечные инструменты и домашний скарб и все это свез к двоюродной сестре, живущей на западной окраине деревни.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑмсем валли хӗвеланӑҫ енчи пӳлӗмре хатӗрленӗ.

Для женщин стол накрыли в западной комнате.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗвеланӑҫ енчи стени ҫинче, ӗлӗк йӑхран йӑха куҫса пыракан таблица вырӑнӗнче Мао Цзе-дун, Чжу-Дэ тата Линь Бяо портречӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

На западной стене, где прежде обычно помещались таблицы предков, висели большие портреты Мао Цзе-дуна, Чжу Дэ и Линь Бяо.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хай хӑй хӗвеланӑҫ енчи пӳлӗме йышӑнчӗ.

Го Цюань-хай расположился в восточной комнате.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗвеланӑҫ енчи пӳлӗмне ватӑ Тяньпе карчӑкӗ йышӑнчӗҫ: пысӑк ҫуртра пурӑнма расхочӗ те пысӑк кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем кунта куҫрӗҫ.

Западную комнату заняли старики Тянь: жизнь в большом доме требовала больших расходов на топливо, и они решили перебраться сюда.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ватӑ Тянь, сӑмахран, икӗ лаптӑк илнӗ: пӗри хӗвеланӑҫ енчи хапха патӗнче, тепри — ҫырма леш енче.

Старики Тянь, например, получили два участка земли: один у западных ворот, другой за речкой.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лайӑх лашасемпе ӗнесене картишӗн хӗвеланӑҫ кӗтессине кӑкарнӑ.

Лучшие лошади и коровы привязаны в западном углу площадки.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней