Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хакпа (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
27. Выльӑхӗ таса марри пулсассӑн, ӑна эсӗ хунӑ хакпа каялла тӳлесе илмелле, ҫав хак ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла; каялла тӳлесе илеймесессӗн, ӑна эсӗ хунӑ хакпа сутмалла.

27. Если же скот нечистый, то должно выкупить по оценке твоей и приложить к тому пятую часть; если не выкупят, то должно продать по оценке твоей.

Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗре ҫити тайӑлнӑ; 8. [Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗшетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефронран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха, 9. вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пытармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ.

7. Авраам встал и поклонился народу земли той, сынам Хетовым; 8. и говорил им [Авраам] и сказал: если вы согласны, чтобы я похоронил умершую мою, то послушайте меня, попросите за меня Ефрона, сына Цохарова, 9. чтобы он отдал мне пещеру Махпелу, которая у него на конце поля его, чтобы за довольную цену отдал ее мне посреди вас, в собственность для погребения.

Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла ан пултӑр тесен вӑрах вӑхӑта килӗшӳсем тумалла, ҫулталӑкӗпех пӗр пек хакпа сутмалла.

Помоги переводом

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫапах та вӗсем пахчаҫимӗҫе тата сӗте аванрах хакпа сутса тупӑш илес шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Округри 14 субъектран Чӑваш Енре сивӗ шывшӑн тата пурӑнмалли вырӑнтан хура шыва юхтарса кӑларнӑшӑн тӳлев чи пӗчӗкки, вӗри шыв тӳлевӗпе республика пӗчӗк хаклисен йышӗнче, электричество тӳлевӗпе — 3-мӗшӗнче, пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтнӑшӑн хуракан хакпа — 4-мӗшӗнче.

Помоги переводом

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Аптекӑсене кайса хаклӑ хакпа туянатпӑр.

Помоги переводом

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫавнашкал пурӑнмалли ҫурт-йӗре вӑтам шайра пурӑнакан 5000 яхӑн ҫемье юрӑхлӑ хакпа туянма тата ҫапла майпа хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарать.

Приобрести такое жилье по доступным ценам и улучшить свои жилищные условия смогут около 5 тыс. семей со средним достатком.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ку укҫа-тенкӗ калӑпӑшне 2 шкул е 3 ача сачӗ тума каякан хакпа танлаштарма пулать.

Эта сумма сопоставима со стоимостью строительства двух школ или трех детских садов!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней