Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кӑштах кая юлтӑмӑр, — терӗ Галеран нимӗҫ карчӑка; хайхискер алӑка уҫрӗ те килнисене пуҫне чарӑнмасӑр сӗлте-сӗлте кӗтсе илчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хайхискер укҫа вӑрланине тунман.
Арҫын кафене кӗрсе кассӑри укҫана вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31499.html
Афанасьев ҫурӑмӗнчен ҫирӗп чӗн хӑюпа Бельги фирмин штуцерне ҫакса янӑ — вӑл пӑта ҫапса ҫирӗплетнӗн сулланмасть; Благодатский вара винтовкине малалла кӑнтарнӑ, кӗлетки халь-халь персе яма хатӗр евӗр, — вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хавхаланчӑк сунарҫӑ; Мордкин, никама та шанман ҫын, шомпол пӑшалне хул айӗпе сӗтӗрсе пырать, тӗмсене ҫине-ҫинех лекнӗрен кӗпҫи ума кансӗрлет; тӑваттӑшӗнчен юлашкин питӗнче ҫур сӑмах каласанах аптӑраса ӳкекен ҫын сӑнӗ яланлӑхах йӗрленсе юлнӑ тейӗн — хайхискер хӑйӗн пӑшалне пачах та канӑҫ памасть: пӗрре пеме хатӗрленет, тепре ҫӗрелле усать, унтан хул пуҫҫи ҫине хурать, хӑйӑвӗнчен йӑтса сӗтӗрет, сулахай аллинчен сылтӑммине куҫарать те каллех ылмаштарать; вӑл — Гадаутов — чи хыҫалта, шӑхӑра-шахӑра кӗвӗ ӗнӗрлет, чӗлӗмне ҫине-ҫинех паклаттарать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Эпӗ ӑна хамӑн пулӑшӑва сӗнесшӗнччӗ, тенкел ҫинчен тӑнӑччӗ те ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра вӑл паллакан ҫын, савнийӗ пулас, Эмиль ятлӑскер, курӑнса кайрӗ; хайхискер хӗрарӑма лӑплантарать, унӑн ашшӗ таврӑнни, амӑшӗ сывални пирки евитлет; вара вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче чуп турӗҫ; шӑп ҫак самантра хайхи йӗксӗк — эпӗ ӑна сӑнасах лараттӑмччӗ — пистолетне йӑпӑр-япӑр кӑларчӗ те Эмиле персе пӑрахрӗ, унтан, тӑнне ҫухатнипе ӳкекен хӗре ярса тытса, ӑна сӗтӗрсе каясшӑнччӗ, анчах эпӗ хӑвӑрт кӑна тӗллерӗм те йӗксӗке уринчен кӗрӗслеттертӗм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Акӑ чаршав уҫӑлчӗ, кӗвӗ янӑраса кайрӗ те пысӑках мар площадка ҫине сӑн-пичӗпе чӑн-чӑн йӗксӗк сиксе тухрӗ; хайхискер пӳрт кӗтесне пытанчӗ, такама кӗтет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Хайхискер кӗскен сывласа ҫаврӑнчӗ те аллине уҫӑмсӑррӑн хускатать; аллинче пӑшал силленет.Коротко вздохнул и сделал рукой неопределенный жест; в руке качалось ружье.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
— Пырать хайхискер утса, никам ҫине те, нимӗн ҫине те пӑхмасть.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Ягдин хаҫатсем тӑтӑшах ҫыракан Н. сӗрме купӑсҫӑ ҫинчен каласа кӑтартрӗ; хайхискер ҫуртсен картишӗсенче классика произведенийӗсем каласа ҫӳрет-мӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
— Йӑнӑшатӑн! — тухрӗ те хайхискер мансардӑна иртрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
— Салам! — ӗренкесӗр, ҫӗтӗк шлепкине сулкалашса кӗмсӗртетсе хайхискер.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
— Ӑна кӗтрӗҫ, анчах вӑл ҫав кунах станцирен ҫырса пӗлтерчӗ: палланӑ ҫынпа тӗл пулнӑ иккен те — хайхискер ӑна ҫийӗнчех пысӑк пайта кӳрекен ӗҫ сӗннӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Ура сасси хулленрех те хулленрех илтӗнет, юлашкинчен ҫын утма чарӑнчӗ — Анни патнех пырса тӑчӗ; йӑл куллине сирмесӗр Аннипе юнашарах тӑрать; хайхискер яланах кунта пулнӑ, кунта тӑнӑ тейӗн, — Анни шартах та сикмерӗ, каялла та чакмарӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Энниок самантлӑх куҫне хӗсрӗ, уҫрӗ, тарӑннӑн сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шара аялтан мӗн пур вӑйпа тӗкрӗ; шар ҫиҫкӗнчӗ те инҫетрине чанклатса перӗнчӗ; хайхискер пӗкӗ пек айккинелле ыткӑнчӗ; малтанхи вара бумеранг евӗр каялла хӑвӑрттӑн кустарчӗ, лӑпкӑн сывланӑн, ҫӑмӑллӑн, майӗпен кусса тепӗр шара пырса лекрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хайхискер сывлӑшра хыттӑн авкаланчӗ те Нок тавра каруҫҫель евӗр ҫиҫсе ҫаврӑнчӗ, унтан шыва ҫатӑлтатса ӳкрӗ.Запрыгал в воздухе и, закружившись вокруг Нока наподобие карусели, шлепнулся в воду.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Скоррее курсанах хайхискер чӗлпӗрне туртнӑ та ҫухалнӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Хайхискер паян суйласа палӑртнӑ тема — мулшӑн ҫунма юраманни ҫинчен.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Хайхискер шыв хӗррине пырать те сивӗ шыв ӗҫет.
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
Шлюпка шхуна ҫумӗнчех; шхунӑн тахҫанах пере-пере шӑтарнӑ вараланчӑк борчӗ тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет; мачтӑсем, штагсем тӗлӗреҫҫӗ, иллюминатор кантӑкӗсем ыйхӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ватӑ карапӑн чӗриклетекен, кахал шӑплӑхӗ тунсӑхлӑ канӑҫлӑхпа, ҫул ҫӳревҫӗн пӗчченлӗхӗпе сывлать, хайхискер вара юхӑнтарса янӑ ҫӗр ҫулхи садра канать тейӗн, — унта хуҫӑк саксем мӑкпа витӗннӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шӑматкун хайхискер тӳсеймерӗ, тулта пӗрремӗш ҫил-тӑман алхаснине пӑхмасӑр, пултӑрӗ патне тухса утрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ну, Сӑпани, чунӑм! — хайхискер, вӑл кравать ҫумне, паҫӑр хӑй персе аннӑ вырӑна, чӗркуҫленсех ларчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.