Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫанталӑк, сире кӑҫал уяр вӑхӑтпа ытлашши нумай савӑнтартӑм тенӗн, нӳрӗ тӗлӗшпе парӑма хӑвӑртрах татасшӑн тӑрӑшать: миҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр вӗҫӗмсӗр лӗшлетет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эппин, ҫанталӑк уяр тӑрасса.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах ҫурҫӗр ҫилӗ алхасакан кунсем — кашнинче тенӗ пекех — Лонгрена пӗчӗкҫӗ ӑшӑ пӳртрен илӗртсе кӑлараҫҫӗ, ҫак ҫанталӑка вӑл тинӗспе Капернӑна уяр чух сывлӑш ылтӑнӗн чатӑрӗпе карса ытамлакан хӗвелрен те ытларах кӑмӑллать-тӗр.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫийӗнчи тӳпе яланах тӑнӑҫ та уяр пултӑр!Пусть небо над нашей Родиной всегда будет мирным и безоблачным!
Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767
Халиччен ҫын япалине тытман Сашӑшӑн ку хыпар уяр кунта аслати ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Эппин, ыран уяр ҫанталӑк пулмалла.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Станицӑна тӗтӗм тата вӗри тусан хупласа тӑрать, уяр тӳпере пӑхӑр ҫаврашки евӗрех кӑнтӑрлахи хӗвел ҫакӑнса тӑрать.Дым, жаркая пыль застилали станицу, медным шаром висело над ней полдневное солнце.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫанталӑк ирхине ҫилсӗр, уяр тӑчӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫанталӑк ҫапах уяр тӑрать-ха.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Вӑл хӑйӗн опытне пула вӑрҫӑ тактикине лайӑх пӗлекен, лӑпкӑ та нимӗнле шав-шав та ҫук фронт хыҫӗнчен сасартӑк хаяр тӑшман сиксе тухассине пӗлсе тӑракан, ҫав тӑшман вара уяр ҫанталӑкри аҫа-ҫиҫӗм евӗрлех килсе ҫапассине пӗлсе ӑнланакан полководецсенчен пӗри пулса тӑнӑ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Уяр ҫанталӑкра ӑвӑ ҫӑмӑллӑнах тивнӗ.При сухой погоде зажигание трута происходило довольно легко.
Вутпа перекен палица // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Сасартӑк пачах уяр, пӗлӗтсӗр кун Хӗвеле ырӑ мара систерекен хура мӗлке хупӑрласа илет.И вдруг в совершенно ясный, безоблачный день на Солнце начинает надвигаться черная, зловещая тень.
Хӗвел тӗттӗмленни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уяр каҫ уҫӑ вырӑна тух та пӗлӗте сӑна.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уяр каҫ пулсан, сехете тӗрӗслемелле, тет.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Сӑнаса тӑракан ҫын аяккалларах та аяккалларах куҫса пырать пулсан, Хӗвел ӑна уяр тӳпери ҫӑлтӑр евӗрлӗ кӑна курӑннӑ пулӗччӗ.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӗрпе Хӗвел хушши 150 миллион километр пулин те, Хӗвел пире чӑтма ҫук ҫутӑ ҫаврашка пек туйӑнать; уяр кун ун ҫине пӗр-икӗ минут пӑхса тӑрас пулсан, суккӑр юлма та пулать.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уяр каҫ тӗнче енӗсене компассӑр та палӑртма пулать, тӳпере Поляр ҫӑлтӑрне кӑна тупмалла.
Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Коперник ҫапла вуншар ҫул хушши кашни уяр каҫ — ҫу вӑхӑтӗнчи шӑрӑхра-и, хӗллехи шартламара-и — Фромборк ятлӑ пӗчӗк хулари чиркӳ башни тӑррине улӑха-улӑха пӑхнӑ.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫынсем вара Хӗвеле сӑнанӑ: Хӗвел тӳпене ҫӳлӗрех улӑха пуҫласан, ҫанталӑк ӑшӑтать, эппин, часах хӗллехи сивӗсем иртеҫҫӗ, ҫурхи ӑшӑ уяр кунсем ҫывхараҫҫӗ.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уяр ҫанталӑкра ҫӗрлехи тӳпе куҫа илӗртсе ҫав тери илемлӗ курӑнакан пулать.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.