Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
Ку тӗлте Онега урлӑ каҫас тесен урӑх нимӗнле май та ҫук, ҫавна май ҫынсен ирӗксӗрех тӳлеме тивет.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
Выляма чарӑнаҫҫӗ, Кунсгеррин спектакль харама кайнӑшӑн туллин тӳлеме тивет.Представление оборвалось, и Кунсгерри уплатил крупную неустойку.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл кӑнтӑрла ҫывӑрма тӑрӑшать, ҫапла сахалрах туртать, мӗншӗн тесен форточка умӗнче тӑнӑран чӗр куҫҫи каллех сӳлетсе ыратнипе тӳлеме тивет.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Паллах, Сногден ҫак сценӑна Ван-Конета каласа параймасть, анчах вӑл ӑна Баркетпа унӑн хӗрӗ килӗшесшӗн пулманнине, тарӑхнине питех те ӗненмелле калаҫупа сӑнласа кӑтартрӗ; юлашкинчен Сногден тӑкаксене шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑнхи суммӑпа паллаштарчӗ, суя Готлиб Вагнера, пысӑк пайташӑн нумай тума килӗшекен тӗттӗм этеме, пуринчен те ытларах тӳлеме тивнӗ-мӗн.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла пулса иртрӗ, пурте ҫак килӗшӳ патне пырса тухрӗҫ: хаклӑ тиеве ҫӑлассишӗн хыттӑн пеме пуҫларӗҫ, тата, паллах, ку кӗтмен ҫӗртен пуҫланчӗ, ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗри ӳкӗнет те ахӑр, ара, чӗрӗ юлакансен пенӗшӗн ҫав тери хаклӑ тӳлеме тивет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унсӑрӑн, енчен те ҫав ҫын килӗшӗве пӑсать тӗк — ултӑ уйӑх ӗҫленӗ пулин те — ҫур ҫул иртсен тӳлеме тивӗҫлӗ укҫаран ӑна пӗр пус та лекмест».
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Вӗсемшӗн, тен, мӗн пур пурнӑҫпа тӳлеме те юрать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
— Эпӗ тӳлеме яланах хатӗр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Апла тӑк… — вӑл кӑштах хӗрелни сисӗнет, — ҫитмен укҫана, ҫирӗм тенкӗ, сирӗн тӳлеме тивет.В таком разе, — он слегка покраснел, — доплатите недостающие двадцать рублей.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тӳлеме курӑкӗн чечекӗнче ырӑ шӑршӑпа тутлӑ сӗткен туллиех.
Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.
Выҫӑхнӑ вӗлле хурчӗсем, кӑмӑлсӑр пулса килнелле вӗҫме тытӑннӑ чухне, пӗр тӗм айӗнче тӗксӗм кӑвак чечек курах каяҫҫӗ: чечекӗ тӳлеме курӑкӗ пулнӑ мӗн.
Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.
Ҫак пӗтӗм хакланӑва, паллах, лавккана тавар туянма килнисен тӳлеме тивӗ.Все это подорожание, конечно же, придется оплатить тем, кто придет в магазин за товаром.
Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html
Троллейбусра проезднойпа ҫӳреме кӑмӑллакансен асӑннӑ билета туянма уйӑхсерен 1135 тенкӗ тӳлеме тивӗ, студентсемпе шкул ачисен – 820 тенкӗ.
Шупашкарта ҫул ҫӳреме хакланӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31204.html
Ӑна сутсан та банка тӳлеме укҫа ҫитмӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Налогсене те тӳлеме вӑхӑт, унсӑрӑн пенисем ӳсеҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ халиччен чӗнмесӗр ларнӑ бухгалтер, Галина Васильевна Егорова.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ултав схеми ансат: вӗсем хӑйсене вентиляци шахтисене тӗрӗслекенсем тесе пӗлтереҫҫӗ, хваттерте пурӑнакансен шанӑҫне кӗреҫҫӗ те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫав ӗҫшӗн тӳлеме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар администрацийӗ вентиляци пӑрӑхӗсене тӗрӗслекенсенчен сыхланма ыйтать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30621.html
Манӑн завода ӗҫе ямалла, анчах рабочисене шалу тӳлеме укҫа ҫук.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эрехшӗн вӑл лайӑх тӳлеме те шантарать.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Промышленноҫпа суту-илӳ кунта япӑхланса кайнӑ, халӑх ҫине тӳлеме вӑй ҫитейми куланайсем хунӑ та, халӑх пит чухӑн пурӑннӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.