Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксем яла юлма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫемье чӑмӑртаса ача-пӑча ҫуратса ӳстереҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Паллах ӗнтӗ, хӑна-вӗрлене яланах юратса пӑхма тӑрӑшаҫҫӗ, мӗнпе те пулин интереслентерме, тӗлӗнтерме пикенеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

«Тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача. Килти ӗҫсене яланах пурнӑҫлать, таса та тирпейлӗ ҫырать. Вӗренӳре малтисен йышӗнче пырать. Сӑн-питӗнче яланах кӑмӑллӑ кулӑ. Ачасем ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн питӗ хисеплеҫҫӗ, яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — ҫапла ҫырнӑ ун пирки 1-2-мӗш классенче ертсе пынӑ учитель.

Помоги переводом

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те яваплӑ участоксенче тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен пархатарлӑ ӗҫӗпе ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Фашистла организацисем вара ҫавӑн йышши «люмпенсенчен» хӑйсене валли айӑпсӑр ҫынсене вӗлерме пулӑшакан кадрсем хатӗрлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Этими «люмпенами» фашистские организации старались пополнять свои кадры погромщиков.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑвӑртрах ремеслана вӗренме ӗмӗтленекен пӗрремӗш класри ачасем пуринчен ытларах унпа пӗрле ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Первоклассники из тех, что стремились побыстрее обучиться ремеслу, старались попасть в помощники именно к нему.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, вӑл хӗрсе калаҫнинчен Урсэкие пек мӑшкӑласа кулма пикенекен ҫамрӑксем те тупӑнкалаҫҫӗ, анчах ҫапах та ыттисем ӑна сывламасӑр тенӗ пекех итлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Были, правда, зубоскалы вроде Урсэкие, которые посмеивались над его страстными речами, но остальные слушали, затаив дыхание.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республикӑра, ҫавӑн пекех муниципалитет округӗнче те ҫынсене чир-чӗртен сыхлассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ: больницӑсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫаҫҫӗ, пуррисене юсаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Патӑрьел муниципалитет округӗнче асӑннӑ ыйтӑва татассипе сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ял ҫыннисем «Труд» кооперативра, «Агрофирма «Шанс» пӗрлешӳре тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

— Пӗрре те ҫынсен арҫыннисем пек мар-ҫке эсӗ, вӗсем чӑн-чӑн упӑшка пекех ҫемьешӗн хыпса-ҫунса тӑрӑшаҫҫӗ, — пӑсӑрлантарать арӑм, — Апполон, ав, паян ӗҫрен килнӗренпех сарайӗнче тӑрмашать, арӑмне кӗрепле туса пачӗ, ачинне велосипедне юсарӗ.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Вӑл тӗрленӗ сурпан-масмака пурте ӑмсанаҫҫӗ, унран вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, анчах никам та ҫав кӑткӑс ӗҫе Лисук пек пултараймасть…

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ашшӗне кура вӗсем те картинӑсем ӳкерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӗрӗсрех каласан, унта пӗр машинӑна икӗ машинӑшӑн ӗҫлеттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Заводра ӑна хисеплеҫҫӗ, пурте унпа ырӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Преступлени пулсан ӑна тӗпчеме, айӑплисене ҫийӗнчех йӗрлесе тупса палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.

Помоги переводом

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Пурте асӑрханӑ ӗнтӗ, ҫынсем вакуна кӗрсенех, чӳрече умне вырнаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Мана йӑпатма тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен группине хӑнана чӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑрӑ-хурахсем уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, Лаврский йышши ваккатсем унӑн пуянлӑхне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ, полиципе казаксем унӑн ӗҫне ӗҫлеме халӑха хӗҫпе те пӑшалпа юнаса, ирӗксӗрлесе хӑвалаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней