Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тетӗп (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс чӗлхи те хамӑрӑн чӑваш чӗлхи пекех пуян пулнине кашни вӗренекенех туйса илтӗр тетӗп, - палӑртать Валентина Владимировна.

Помоги переводом

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

— Художник ҫырса пачӗ-и? — тетӗп Алевтинӑна.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Вуникӗ килограмм ҫурӑ кӑна сурӗ пулать вӑл паян? — тетӗп канӑҫсӑрланса.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Хамӑрпа пӗрле тетӗп ҫав.

Помоги переводом

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

«Ача-пӑча тени ашшӗ-амӑшӗн ырӑ ятне упрать пулсан — мӗн тери пысӑк телей вӑл. Аслӑ ача-пӑча — пысӑк савӑнӑҫ-ҫке вӑл», — тетӗп.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Пахум, Пахум, тетӗп, — картишне таплаттарса тухать Уҫтук, — ӑҫта кайса кӗтӗн эсӗ?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Мӗнле пуҫтах кӑшкӑрашать-ха унта, тетӗп.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Республикӑри экологсене професси уявӗпе уйрӑммӑн саламлас тетӗп.

Отдельно хочу поздравить с профессиональным праздником экологов республики.

Олег Николаев Эколог кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/05/ole ... em-ekologa

Хӑйсен паха та пуян опытне ҫамрӑк специалистсене паракан отрасль ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп.

Особые слова благодарности ветеранам сферы, которые передают свой опыт молодым специалистам.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Бианка чӑнкӑ ҫыранпа тапӑҫланса хӑпарни е хумсем айӗнчен сирпӗнтерсе тухни, е тата кӑшт вӑрҫсанах пӑшӑрханнӑ-кӳреннӗ пек пӑрӑнса утни куҫ умне килсе тухать те хама хам ҫине-ҫинех, вӗҫӗмсӗр калатӑп: «Мӗн тери хаклӑ иккен эсӗ, пурнӑҫ, мӗн тери илемлӗ! — тетӗп. — Нимӗнле сӑмахпа каласа кӑтартайми юратать сана чӗрӗ чун, пурнӑҫ! Нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук санӑн хакна, пурнӑҫ!» — тетӗп.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пурин валли те кирлӗ-ҫке вӑл, — тетӗп эпӗ, Аннушкина итлесе хытах пӑлханса ӳкнӗскер.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тухӑҫлӑ ӗҫлетӗн эсӗ, — тетӗп эпӗ, Аннушкин хӑйне тиркесерех калаҫа пуҫласан.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эппин, хӑвӑрт тунӑ ӗҫ кӑна киленӳ, ӑнӑҫу кӳрет теме ҫук пулӗ, — тетӗп эпӗ, унпа килӗшсех пӗтереймесӗр.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Мӗн арчасене уҫа-уҫа хупать?» — тетӗп.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мӗн кӑштӑртатса ҫӳрет ку? — тетӗп ирхине.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Завода каймарӑн-им, тетӗп, ма шарламастӑн? — пӗтӗм кӗлеткине хускатса, кантӑк ҫӑвать, шӑпӑр-шӑпӑр шыв юхтарать Укаҫ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Эппин, халь сирӗн бригадир Аликов-ха? — тетӗп эпӗ.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кам мӗнле шутлать те, эпӗ вара поп-музыка тата ытти ҫавӑн йышши асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ ҫамрӑксен чунӗсене шултралантарать кӑна пуль тетӗп, — терӗ Серебряков.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ бетон е урӑх япала бригадӑна график тӑрӑх пырса тӑрасса кӗтетӗп, стройкӑра прогресс саманине тивӗҫлӗ йӗрке пултӑр тетӗп — эсӗ вара, Аликов, пӑшатанран та хӑвӑртрах шӑтарса кӗрес пултарулӑхпа усӑ курса, ман бригадӑна пырас бетона е урӑх япалана маларах ярса илетӗн те мана йывӑрлӑха кӗртсе ӳкеретӗн.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней