Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хулпуҫҫийӗпе Карабас Барабаса, чавсипе Дуремара тӗртрӗ, патакӗпе тилле ҫурӑм тӑрӑх тӑсрӗ, аҫа кушака айккинелле тапса сирпӗтсе ячӗ…
Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Хаяр йытӑсем малтан кайри урисемпе тӑпрана сирпӗтсе тӑма пуҫларӗҫ.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Аап-чхи!.. — терӗ вӑл манкисене сирпӗтсе.
Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Ну, ӗнтӗ сана сирпӗтсе кӑлараҫҫӗ!
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сирпӗтсе кӑларса пӑрахать сире Нӑрӑ-Куҫми!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗрлӗ енчен симӗс ракетӑсем пӗлӗте кукӑр йӗрсемпе ҫурса хӑпарчӗҫ те, хӗлхемӗсене сирпӗтсе, вӑрмансемпе сӑртсен тӗттӗмлӗхӗнче сӳнчӗҫ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пырса ҫапӑннӑ хум алӑка сирпӗтсе кӑларчӗ те трюмалла шарласа кӗчӗ; шыв шӑпӑртатса, кӗтесселле юхса кайрӗ; хыттӑн ҫухӑра-ҫухӑра, хӗрарӑмсем вырӑнӗсем патнелле ыткӑнчӗҫ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Пӑрахут та, кунӗн-ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр океан ҫийӗпе чӗтресе те ахӑрса, шыва кӑпӑклантарса та аҫтаха пек сывласа, ҫӗрле купи-купипе вутлӑ хӗлхем сирпӗтсе пыраканскер, ӑна халӗ шуйттан майлах туйӑнать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Таварсем тиесе ҫӳрекен поезд пушӑ вакунсене халтӑртаттарса, пашлатса та хӗлхемсем сирпӗтсе иртсе кайрӗ.Разбрасывая искры, пыхтя и тарахтя пустыми вагонами, прошел товарный поезд.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вырӑссем ту хушӑкӗпе килнине курсанах сирпӗтсе яма шутланӑ ту хысакӗ хӑй вырӑнӗнчех ларнӑ, наступлени тӑвакансем ҫине пӗр чул татӑкӗ те ӳкермен.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Витязь, ҫӑварӗнчен сурчӑк сирпӗтсе, шӑлне хаяррӑн шатӑртаттарать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл, кустӑрми айӗнчен пӗчӗк чулсене сирпӗтсе, пӑрлӑ кӳлленчӗксем ҫийӗн кӑчӑртаттарса, сӑрталла хӑпарать.Она поднималась в гору, выбрасывая из-под колес мелкие камешки и похрустывая по ледяным лужицам.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӗрсе кайнӑ газсемпе вутлӑ шӗвек лавӑна сирпӗтсе кӑларакан тата ҫавӑн пекех питӗ нумай вӗри ҫӑлкуҫсем тӑвакан вулкансем ҫӗр ӑшӗнчен ҫиеле питӗ нумай ӑшӑ кӑларса тӑраҫҫӗ, ҫав ӑшӑ Ҫӗршӗн ним усӑсӑрах пӗтет; хӗвел пайӑркисем Ҫӗре паракан ӑшӑ ҫӗр хуппи ӑшне темиҫе метр тарӑнӑшне кӑна сӑрхӑнса кӗрет.
2. Тусем – сивӗнекен ҫӗрӗн пӗркеленчӗкӗсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Хӑй йывӑҫ ҫумӗнче пӗр пытанмасӑр тӑрать, патронсем ҫитменнипе юр ҫинче автоматсемпе ҫӑмӑл пулеметсенчен ҫулӑм сирпӗтсе выртакан хура мӗлкесем ҫинелле пӗрерӗн-пӗрерӗн перет.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл ӗҫ биржине вут тӗртсе ҫунтарсан, ударлӑ ушкӑнпа бензин цистернине сирпӗтсе ярсан кӑна ҫак паллӑ мар кукша ҫын, атӑ-пушмак ӑсти кам пулнине ӑнланса илнӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑмакан шурӑ эрешӗсем хушшинчи тӗнӗ шӑтӑкӗн хупӑлчи те, сап-сарӑ ҫутӑ йӑлтӑрккисене сирпӗтсе, йӑлтӑртатса, вӑр-вӑр-вӑр ҫаврӑнса тӑнӑн туйӑнать.В белых изразцах печи сверкал отдушник и тоже как будто кружился, бросая жёлтые лучи.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Э-эсӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл ҫилли тӑвӑнтарнӑ сассипе, сӗлехисене сирпӗтсе.— Т-ты! — крикнул он придушенным злостью голосом и брызгая слюной.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Пӗтрӗм, — терӗ Ильсеяр, — халех сирпӗтсе ярать.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сирпӗтсе хӑварӗ тата…
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗтӗм хӑвӑртлӑхпа пыракан пӑрахут хӗрлӗ бакена шӗвӗр сӑмсипе сирпӗтсе ячӗ, темиҫе утӑм малалла кӗмсӗртетсе пычӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе илсе, чавса лартнӑ пек, тӑп чарӑнчӗ.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.