Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сыщиксем ӑна ярса илчӗҫ те, хула хыҫне сиккипе ҫӗмӗрттерсе илсе кайрӗҫ, кӗпер ҫинчен вараланчӑкпа, шапасемпе, сӗлӗхсемпе тата шыв нӑрри хурчӗсемпе тулса ларнӑ кӳлле ывӑтрӗҫ.
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Чалак, арҫын пӑркӑчне туйнипе, тилхепе витӗмне те пӑхӑнма пӑхрӗ пек малтанлӑха, — енчен енне пӑркаланса туртса пӑявӗсене лачӑртаттарчӗ, сӳсмене, йӗнерчӗке лӑскарӗ; ҫирӑп ҫыхманран — хырӑмай чӗнӗ патлатса вӗҫерӗнчӗ, — унтан, капла хӑтланнипе усси-самайӗ ҫуккине кура, тата пӗрре вирхӗнме пикеннӗ ҫуни анаталлах тӗртнӗ-сулӑнтарнӑран, тытрӗ те, тилхепе тимлӗхне хартлатса-пӑрахӑҫласа, сиктере пачӗ сиккипе.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юлашкинчен, Саша кухняран сиккипе чупса тухса карӗ, эпӗ ним тума пӗлмесӗр, чӳрече патне, ҫутӑ ҫӗре кайса хӗсӗнсе тӑтӑм.Наконец Саша стремглав бросился вон из кухни, а я, не зная, что делать, прижался у окна, на свету.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чунсӑр сӗмсӗрсем ҫеҫ тӳрех сиккипе чуптарма пуҫлаҫҫӗ, ҫынсем умӗнче мухтанасшӑн.Только насильники и бессердечные люди сразу ударяют в галоп, хотят перед народом пофасониться.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Куҫакан беседка кӳмене шарт сиккипе хӑваласа ҫитет, Люба вара хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑрать, хӑйне мӗн те пулин питӗ савӑнтарнӑ чух ҫапла тума вӑл нихҫан та манмасть.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чӗри сиксе тухас пек тапать, таҫта инҫетре лаша сиккипе чупнӑ пекех туйӑнать.Сердце у него билось прерывисто и часто, как у мчащейся галопом лошади.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ашак хуҫапа Тӗве куҫран ҫухаличчен кӗтсе выртнӑ та унтан хӑй вырӑнӗнчен тӑрса, мӗнле ҫулне уяса тӑмасӑрах, сиккипе вӗҫтернӗ.
Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Жиренше кустӑрма курӑк хыҫҫӑн сиккипе чуптарнӑ, ӑна хӑваласа ҫитнӗ те сӑнӑпа тирнӗ, ҫапла кустӑрма курӑка сӑнӑпа тирсе пӑртакҫӑ тӑнӑ хыҫҫӑн, каялла таврӑннӑ.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Эпӗ кӗсрене арканпа тытса утланса лартӑм та, тихине хам ума йӗнер ҫине хурса, тинӗс тӑрӑх каялла сиккипе вӗҫтертӗм.Я сел верхом на кобылу за арку и, положив жеребенка в седло, помчался обратно по морю.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Туратлӑ мӑйракисене ҫурӑмӗсем ҫинелле хурса, нӳрлӗ те шупкарах хӗрлӗ чӗлхисене кӑларса, пӑлансем сиккипе ыткӑнаҫҫӗ.Запрокинув на спину ветвистые рога, высунув влажные розовые языки, олени неслись вскачь.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗсем патнелле хӗрлӗармеец сиккипе чуптарса килет.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Артюх-х! — илтет вӑл хӑй хыҫӗнче хӑйӑлтатса чӗнекен сасса, хӑй пӳлӗне-пӳлӗне сывлать, ҫапах та тумтир аркисене ҫавӑрса тытса, туйине хулхушши айне хӗстерсе, хӑвӑртрах та хӑвӑртрах сиккипе чупать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пусма картлашкисем тӑрӑх сиккипе чупса улӑхса, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне сирпӗнсе кӗрсе тӑчӗ, алӑкне ҫӑраҫҫипех питӗрсе илчӗ, кровать пуҫӗнчен ярса тытрӗ те, тарӑннӑн сывласа ячӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Чӗре ҫеҫ тепӗр чух сиккипе чупма хӑтланать, — тет Надежда Константиновна.— Сердце только иной раз примется бежать вскачь, — сказала Надежда Константиновна.
Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑрманлӑ-ҫеҫенхирле Атӑлӑн хайхи, ӑна курса, мӗншӗн сиккипе ӗрӗхтерес — Атӑл вӗт-ха вӑл — сарлакаскер, тарӑнскер, вӑйлӑскер…А Волге-то лесной-степной зачем, глядя на нее, вприпрыжку — она же Волга — широка, глубока, сильна…
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Семилетов хӑйӗн хура тур ӑйӑрӗ ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ, унӑн тулли аякне атӑ кӗллипе тапрӗ те, хӑйӗн бригади еннелле сиккипе вӗҫтерчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпир ку хӗрачана малтан утиялпа чӗркерӗмӗр те Маслаков заставине сиккипе вӗҫтертӗмӗр, унтан вара кунта…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Рязведчиксем хӗвелӗн ҫак маякӗсем тӑрӑх сиккипе пыраҫҫӗ — малалла, малалла…Разведчики шли на галопе по этим вехам солнца — вперед, вперед…
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сиккипе пынӑ хушӑрах пӗр-пӗринпе сӑмах перкелешсе илеҫҫӗ пулин те, разведчиксем тавралӑха тимлӗн сӑнаҫҫӗ.Перебрасываясь на скаку словами, разведчики в то же время внимательно осматривали местность.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эсӗ ӗнтӗ ҫак штабран пур еннелле те сиккипе чуптарса ҫӳрекен юланутҫӑсене, вӑрман хӗрринче боевой маршрутсем кӑтартса паракан хӑйсен комбатне сырса илнӗ танкистсен ушкӑнне нихҫан та манма пултараймӑн.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.