Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Шалалла кӗнӗҫемӗн снарядсемпе арканнӑ йывӑҫсем, тарӑн шӑтӑксемпе йывӑҫ хӑйпӑкӗсем ытларах тӗл пула пуҫларӗҫ, тӗттӗм ҫӗрте пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑтӑксене йӑванма тытӑнчӗҫ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хураллама тӑратнӑ темиҫе салтак вӗсене пысӑк йывӑҫ патне илсе кайрӗҫ, вӗсем ҫинчен куҫӗсене илмесӗр йывӑҫ патӗнчех чарӑнса тӑчӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Умри чӑрмавсене епле пулсан та ҫӗнтерсе илес тесе вӑл кимӗ тума тытӑнчӗ: лиансемпе сарлака йывӑҫ хупписене ҫӗлерӗ те вӗсене вӑл йывӑҫ каркас ҫине туртса ҫыхрӗ, ҫапла халтӑр-халтӑр кӑна кимӗ пулса тӑчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вильсонпа Мюльредин пӗрре ҫеҫ мар пӗр ҫӗрте йывӑҫ ӳснӗ тӗме йывӑҫӗсене касса ҫул уҫмалла пулчӗ.Не раз Вильсону и Мюльреди приходилось топорами прокладывать просеки в густых зарослях кустарника.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Алӑсемпе тытмалла мар яка та ытама кӗмелле мар хулӑм вулӑллӑ йывӑҫ тӑррине упӑте мӗнле хӑпарассине ҫулҫӳревҫӗсем тавҫӑрса илме те пултараймаҫҫӗ, анчах ҫав самантра тӗлӗнмелле чӗрчун темӗнле пуртӑ евӗрлӗскерне туртса кӑларчӗ те, йывӑҫ вуллине каса-каса, тӑррине ҫитичченех питӗ хӑвӑрт улӑхса кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑна итлекенсем ытармалла мар банкси йывӑҫӗ ҫумне вырнаҫрӗҫ, сигар тӗтӗмӗсем сывлӑшра ункӑланса шуралаҫҫӗ; вӗсем ҫӳлелле явкаланса хӑпараҫҫӗ те ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем хушшинче ҫухалса каяҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта кенгурусен малтипе кайри урисем тан мар, кунта сурӑхсем сысна пек сӑмсаллӑ; кунта тилӗсем пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе ҫӳреҫҫӗ; кунта акӑшсем хура; кунта йӗкехӳресем йӑва ҫавӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Таҫта аякра, кӑнтӑртан ҫурҫӗр еннелле, тымарӗпе кӑкланса тухнӑ йывӑҫ вуллисем, хуҫӑлнӑ туратсем, таҫти ранчоран хӑйпӑнса тӗпленнӗ улӑм ҫивиттисем, чӗрчунсен виллисем, саладеросӗнчен юхса тухнӑ юнлӑ тирсемпе выльӑх тушкисем шыва май юхаҫҫӗ, ҫавсемпе пӗрлех пӗр йывӑҫ вулли ҫинче ягуарсен ҫемьи харкашса пырать, вӗсем ҫав черчен сулӑран чӗрнисемпе тармакласа тытнӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫав пакша евӗрлӗ пӗчӗкҫӗ чӗрчун йывӑҫран йывӑҫ ҫине епле ҫӑмӑллӑн сиксе ҫӳренине пӑхса тӑма та кӑмӑллӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӑрман пултӑр тесен, йывӑҫ кирлӗ, кунта йывӑҫсем ӳсмеҫҫӗ.— Для того чтобы был лес, необходимы деревья, а деревьев здесь тоже нет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӑхатӑп — пӗр кайӑк йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине сике-сике ларать.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Шурӑ аяклӑ чакаксем ҫеҫ пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.И только белобокие сороки бестолково скакали с дерева на дерево.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Ҫил йывӑҫсене пусса анать, вӗсен кашласа улакан сассине тӗрлӗ еннелле илсе каять, уншӑн кам улани пурпӗрех: йывӑҫ улать-и, этем тусӗ — йытӑ-и, е этемӗнчи усал тӑшманӗ — кашкӑр-и — улатӑр ҫеҫ.
VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл йывӑҫӑн чи тӑррине, хыр турачӗпе чӑрӑш турачӗсем икӗ йывӑҫ хушшинче кӗпер пек пулнӑ вырӑна вырнаҫнӑ.Он сел на самом верху, где сук сосны и сук ели сложились как мостик между двумя деревьями.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫапла эпир Мускав ҫывӑхӗнчи тайгана ноябрь уйӑхӗнче кӑнтӑрла вунпӗр сехетрен тата икӗ сехетрен пуҫласа каҫчен пакшасем тытма ҫӳретпӗр, ҫав сехетсенче пакшасем хыр икеллисем ҫиеҫҫӗ, туратсем ҫинче ярӑнаҫҫӗ лайӑхрах апат шыраса пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе лараҫҫӗ.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Пакша курӑнасса кӗтсе тӑрас тесе, эпӗ ватӑ йывӑҫ айне тӑтӑм, вӑл йывӑҫ тиркӗ ӑшӗнчи пек пысӑк та ҫаврака шӑтӑкра ларать.Старое дерево, под которым мне пришлось дожидаться, и стоит в широкой круглой яме, как в блюде.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Ҫӗр ҫине тата йывӑҫ тӗмӗсем ҫине тунӑ йӑвасем те ҫаплах ҫухалмаҫҫӗ: йывӑҫ тӗмӗсем ҫинчен ҫӗре ӳкнӗ кӑҫатӑ ҫӑмне шӑшисем тупаҫҫӗ те хӑйсен ҫӗр ӑшӗнчи йӑвисене илсе кӗреҫҫӗ.
Асатте кӑҫатти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.
Атӑлӑн анлӑ сарӑлнӑ шывӗ ҫинче шыв илмен ҫӗрсем укҫа ҫаврашкисем пек курӑнаҫҫӗ, вӗсенчен пӗрисем ҫап-ҫара, теприсем ҫинче йывӑҫ тӗмӗсем е ҫӳлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.
Кӑткӑ ӗҫне пӗлес тесен нумайччен сӑнаса тӑмалла хӑйсен йӑви ҫумӗнчи йывӑҫ тӑрӑх кӑткӑсем чупса ҫӳренине эпӗ вӑрманта нумай курнӑ, анчах эпӗ ӑна тимлӗн сӑнаман: мӗне кирлӗ вӑл кӑткӑ йывӑҫ тӑрӑх мӗншӗн чупни, ӑҫта кайни!
Кӑткӑсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 73–74 с.