Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сарӑ кайӑксем, чекан-каменщиксем лилий тураттисен хушшинче парӑлтатса вӗҫеҫҫӗ, чарлансем пулӑ тытма вӗҫсе анаҫҫӗ те, каллех ҫӳлеллех хӑпараҫҫӗ, сенкер пуҫлӑ попугайсем, асамат кӗперӗн мӗнпур илемлӗхӗпе ялтӑртатаканскерсем, тата пурпур пуҫлӑ та сарӑ мӑйлӑ пӗчӗк рошильсемпе хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ лорисем кӑна камед йывӑҫҫисем ҫинче чарӑна пӗлмесӗр хӑлхана йӑлӑхтаракан саспа шаклаттарса лараҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сулмаклӑ ҫумӑр пӗрчисем шыв ҫине анаҫҫӗ те, ҫиҫӗм ҫуттинче асамат кӗперӗн мӗнпур илемӗпе ялтӑртатакан пӗчӗкҫӗ фонтансем сирпӗтеҫҫӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Дункан» асамат кӗперӗн ҫуттисем ӳкнӗ хумсем тӑрӑх шӑвӑнать, унӑн парусӗсем ҫилпе мар, хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисемпе хӑмпӑланса пыраҫҫӗ тейӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫавӑнтах ҫумӑр ҫуса ярать, асамат кӗперӗ карӑнать, уй-хирти пучахсем тӗшӗпе тулма пуҫлаҫҫӗ.И тут же дождь полил, на небе засияла радуга, и начали поля наливаться урожаем.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш этажсем таран тапаҫҫӗ, асамат кӗперӗ пек курӑнаҫҫӗ, кӑпӑкланаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ те, шыв тусанӗ пулса, иртсе ҫӳрекенсен хаваслӑ пичӗсем, уҫӑ та хӗвелпе пиҫнӗ хулпуҫҫийӗсем ҫине тӑкӑнаҫҫӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пуринчен ытла унӑн асамат кӗперӗ тӗслӗ авкаланчӑк хӳри илемлӗ пулнӑ.И особенно красив стал его радужный, раскинутый лирой хвост.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Чӳречесен пӗр пек мар кантӑкӗсем асамат кӗперӗ тӗслӗ йӑлтӑртатаҫҫӗ.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Вӑл хӑй курнӑ инҫетри ҫӗршывсем, пӗлӗтсенчен ҫӳллӗ тусем, шывсӑр пушхирсем, тинӗс пек юханшывсем, асамат пек чипер чечексем, кайӑксем ҫинчен каларӗ; хӑй ҫитсе курнӑ хуласен, халӑхсен ячӗсене асӑнчӗ… темле юмахри ятсене аса илтерчӗҫ вӗсем.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Хайхи йытта курсан Асамат питӗ савӑнчӗ.
Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.
Анлӑ хирти Алима ҫӑмламас кушак ҫури кирлӗччӗ, Аслӑ шыв хӗрринчи Асамат йытӑ ҫури парнелеме тархасланӑччӗ.
Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.
Ӑна татас пулсан, алла ҫеҫ тӑсмаллаччӗ, анчах Григорий тивмерӗ, чечек чашкипе хутланчӑкӗсем хушшинче ирхи сывлӑмӑн асамат тӗрриллӗ пӗрчисене кӗвӗҫӳллӗн упраса хӑварнӑ хытӑ ҫулҫӑсем ҫине чӗмсӗррӗн савӑнса, ним хускалмасӑр тинкерсе выртрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Минут каярах кӑна асамат кӗперӗ евӗр ҫиҫнӗ сӑрсем туххӑмрах ҫухалчӗҫ, тӗксӗмленчӗҫ.
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине ялт-ҫутӑ асамат кӗперӗ анса выртнӑ та хӑйӗн ним йӗркисӗр пӑтранса кайнӑ чечекӗсемпе ялкӑшса варкӑшать тейӗн ҫав.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анса ларакан хӗвел пайӑркисен ҫутинче ҫатан картасемпе йывӑҫсене тытнӑ кӑвакрах шурӑ пас асамат тӗрриллӗн ҫиҫсе йӑлтӑртатать.Голубоватый иней, опушивший плетни и деревья, сверкал и отливал радугой под лучами закатного солнца.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗтӗм юпи, тӳпере карӑннӑ асамат кӗперне хӑйӗн пуклак вӗҫӗпе кӗҫ-вӗҫ перӗнес пек, питӗ ҫӳле ҫӗкленнӗ.Высоко поднимался лиловый столб дыма, почти касаясь верхушкой распростертой по небу радуги.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Инҫетри пӗверен пуҫласа Дон шарлакӗ таранах курпун пӗкечеллӗ ҫап-ҫутӑ асамат кӗперӗ карӑннӑ.От дальнего пруда до самого Дона перекинулась горбатая яркая радуга.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сайралнӑ пӗлӗтсем хушшинчен кас-кас хӗвел пӑха-пӑха илет, вара йӗри-тавра пурте — пӳрт умӗнчи йывӑҫсен юр витнӗ турачӗсем те, лӑпсӑркка юр ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ юпасем те пӗтӗмпех асамат кӗперӗ тӗслӗ пин-пин хӗлхемпе ялкӑшса, ҫиҫсе тӑрать.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кантӑк ҫинчи щеткӑ пӗр вӗҫӗмсӗр ҫӑвакан ҫумӑра аран-аран шӑлса ӗлкӗрет, урам уяври пек ҫап-ҫутӑ, юхса тӑракан сӑрӑсем асамат кӗперӗн мӗн пур тӗсӗсемпе ялтӑраҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
…Хӗвелӗн икӗ енӗпе асамат тӗрриллӗ ҫутӑ шурӑ юпасем укҫа ещӗкӗ умӗнчи часовойсем пек хытса тӑнӑ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта лере, Хопер шывӗн тепӗр енче, тачка пӗлӗтсен ҫутӑрах шурӑ арки асамат кӗперӗн капӑр пиҫиххийӗпе пиеленнӗ пӑрлӑ ҫумӑра тӑкать, ҫумӑрӗ ҫӗр ҫине чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.