Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Саратов облаҫӗнчи пӗр колхозра Ферапонт Головатый текен колхозник самолет илме пӗчченех ҫӗр пин тенкӗ хывнӑ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле ҫын самолет илме пултартӑр?

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ӑҫта унта самолет илме? — тет Михала, — аҫу ав ӗҫсӗр анраса ларать».

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Члена илнӗ чухне каллех ун пек те кун пек калаҫма пуҫлӗҫ, фермӑра ӗҫленине аса илӗҫ, тен, тата члена илме те килӗшмӗҫ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑлтавӗ пулӗ, — ӑна хӑйне тавҫӑрса илме сӗннӗ пек каларӗ Укахви.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сана бригада илме сӗнет тетӗн-и-ха?

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене лайӑх тишкерӗр те, ҫын тӳрӗ кӑмӑллине, Тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗррине курсан, партине илме тӑрӑшӑр.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тата ӑна фронтра хӳтӗлекӗнсем умӗнчи — Хӗрлӗ Ҫар умӗнчи хӑйсен тивӗҫне ӑнланса илме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах бригада илме ман хӑюллӑх ҫитес ҫук, — терӗ Аина Ивановна.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятмана ҫакӑ та кӑмӑлне кайрӗ: хӑй ҫинчен калаҫнине илтсенех, Анна Ивановна тем япала илме каям пек туса тӗпелти пӳлӗме кӗчӗ те унтан мӗн калаҫу пӗтмесӗр те тухмарӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрне вӑл ҫийӗнчех палларӗ, анчах каччине аран-аран уйӑрса илме пултарчӗ, — сӑнӗнчен мар, хулӑн сассинчен.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку пӗрре, — вӑл малалла мӗн каламаллине аса илме сулахай аллинчи хут татӑкӗ ҫине тинкерчӗ, сассине уҫмалла ӳсӗрсе илсе, сӑмахне малалла тӑсрӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, пӳртре манса юлакан япалана шыранӑ пек, унталла-кунталла куҫ хыпрӗ, ним илме аптранипе кӑмака хыҫӗнчи кивӗ шӑпӑрне ярса тытса, алӑкран тухма тӑчӗ.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем ӑна кӗтсе илме ҫыран хӗррине чупрӗҫ, ваттисем вӗсен шуйханӑвне курман пек ӗҫ ҫинчен калаҫма тапратрӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аа, чӑнах та, эс ҫӗҫӗ илме те манман иккен! — тӗлӗнчӗ Михала.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, тӳррипе каласан, Левентее те ытла кӑмалласах каймасть, тепӗр чухне вӑл та ыттисем пек ятласа илме юратать.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл кунта ӳсекен ҫимӗҫсене туса илме пӗлмест.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир хӑйӗн йӗплӗ сӑмахне мӗнле шухӑшпа каларӗ-тӗр, анчах вӑл ӑна пӗр сӑмахпах ҫак чӑнлӑха ӑнланса илме пулӑшрӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна хӑйне алла илме ҫӑмӑл пулмарӗ, — Кабир ку сӑмахсене ытла та ӑнсӑртран тӗртсе хучӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑнччӗ Левентей, Анушка халь ӑна-кӑна итлесе тӑмарӗ, вӑл Левентейрен тем пулсан та хӑйне трактористсен курсне яни ҫинчен справка илме шутларӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней