Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Венгрин Раҫҫейри посольстви, 1945 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗ пирки интервью хатӗрлеме шантарнӑскер, ҫак пулӑм пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме хатӗр пӗр ҫын та /!/ тупса параймарӗ.

Венгерское посольство в РФ, пообещав помочь с интервью на тему 13 февраля 1945-го, не нашло ни одного человека (!), желающего прокомментировать это событие.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

1942 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнче венгр-салтаксем Брянск облаҫӗнчи Светлово ятлӑ ялӑн 350 ҫыннине «партизансене пулӑшнӑшӑн» персе вӗлернӗ.

28 мая 1942 г. венгерские солдаты расстреляли в деревне Светлово Брянской области 350 человек - «за помощь партизанам».

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Паллах, венгрсем Ҫӗнтерӗве еплерех хакласси ҫине 1956 ҫулхи халӑх пӑлхавӗ /ӑна сирӗн ҫарӑр юн ӑшне путарнӑ/ витӗм кӳнӗ.

Но, конечно, на отношение венгров к Победе сильно повлияла обида - за народное восстание 1956 г., утопленное в крови вашей армией.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

1945 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗнче нимӗҫ фашисчӗсенчен Будапешта тасатнӑ.

13 февраля 1945 года был освобождён Будапешт.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

- Патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсем продукци пахалӑхне шута илмесӗрех сӗт пухакансене «хӗстерсе» сутлӑх хака 2014 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахинчен ӳстерӗҫ тесе ан ӗмӗтленӗр - ун пек пулмӗ.

Помоги переводом

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» курав Шупашкар хулин музейӗнче 2015 ҫулхи февраль-март уйӑхӗсенче ӗҫлет, кӑмӑл пуррисем унпа пурте паллашма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Ларура «Хыпар» вулаканӗсене кӑсӑклантаракан тепӗр информаци - пӗчӗк ӗҫ укҫи паракан организацисен шучӗ иртнӗ ҫулхи 4 уйӑхринчен 48 процент ӳсни.

Помоги переводом

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Майӑн 1-мӗшӗ тӗлне НДФЛран социаллӑ ҫӑмӑллӑхшӑн тата пурлӑхшӑн тытса юлнӑ укҫа иртнӗ ҫулхи 4 уйӑхринчен 1,3 хут хушӑннӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫи иртнӗ ҫулхи 4 уйӑхринчен 1,9 процент ытларах панӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

2014 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗччен вӑл 520 млн тенкӗ пулнӑ».

Помоги переводом

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Паллах ӗнтӗ, 1842 ҫулхи ҫураки вӑхӑтӗнче Чӑваш ҫӗрӗнче пӑлхав ҫӗкленме пултарасса, кӗпӗрне хулинче Хусанта ҫеҫ мар, Российӑн тӗп хулинче Питӗрте те малтанах сиссе-туйса тӑнӑ-мӗн: ҫар губернаторӗпе патшалӑх пурлӑхӗсен палатин управляющине васкаса улӑштарнӑ.

Разумеется, о том, что в Чувашии весной в 1842 году назрело восстание, знали не только в Казани, но и в самой столице — Питере, а потому были срочно заменены на своих постах военный губернатор и управляющий палатой государственного имущества.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫитменччӗ, шалти пӳрт алӑкӗнче ҫич-сакӑр ҫулхи кӳпшек ача курӑнчӗ.

А тут еще откуда-то выкатился розовощекий карапуз лет шести-семи.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавсем хыҫҫӑн «ҫӗнелнӗ» Григорьев 1812 ҫулхи Ваҫука тӗл пулас пулсан, тен, сасартӑках палласа та илеймӗччӗ?

После всего свершившегося в 1812 году «обновленного» Васюка Григорьева и самого можно было узнать не сразу,

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1814 ҫулхи пуш уйӑхра (мартра).

В марте 1814 года.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чикме уезд исправникӗ Головкинский 1842 ҫулхи майӑн 9-че Хусан ҫар губернаторӗ Шипов патне ҫапла ҫырса янӑ:

Исправник Козьмодемьянского уезда Головкинский писал Казанскому военному губернатору Шилову 9 мая 1842 года:

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икӗ ача ашшӗ пулса тӑнӑ вӑй питти йӗкӗте салтака 1812 ҫулхи сентябрӗн ҫирӗм ҫиччӗмӗшӗнче илсе кайнӑ.

Стал отцом двух детей и 27 сентября 1812 года был забран в царскую армию.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш ҫӗрӗнчи 1842 ҫулхи вӑйлӑ пӑлхавӑра, чи юнлӑ ҫапӑҫу Шурча ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑран, халӑх хушшинче Шурча вӑрҫи тенӗ.

А поскольку самые ожесточенные схватки в 1842 году происходили близ села Акрамова, то в народе она и получила название Акрамовской войны.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7:

От 7 мая 1842 года:

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1842 ҫулхи ҫуркунне.

Весна. 1842 год:

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев В. отставкӑна тухни ҫинчен калакан указра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: вӑл — аллӑра, салтака ӑна 1812 ҫулхи сентябрӗн 27-че илнӗ, килне 1838 ҫулта янӑ…

В указе об отставке Григорьева В. было записано следующее: ему пятьдесят лет, в солдаты был призван 27 сентября 1812 года, домой отпущен в 1838 году…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней