Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑл сăмах пирĕн базăра пур.
йӑл (тĕпĕ: йӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Яланах ҫӗтӗлекен хаяр ҫын пулас ку», — тесе шухӑшларӗ Григорий, пиччӗшӗ еннелле йӑл кулса тата есаулӑн вырнаҫуллӑ ҫирӗп кӗлеткипе ун айӗнчи курпун сӑмсаллӑ учӗ ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илсе; вӑл утланнӑ ут калмык учӗсен ӑрӑвӗнчен пулас.

«Хрипатый, должно, и злой», — подумал Григорий, улыбаясь брату и оглядывая мельком крепко подогнанную фигуру есаула, горбоносого коня под ним, калмыцкой, видно, породы.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗр, пиртен ҫӗленӗ юбкине аллипе тытса, кӗрен урисемпе лачака урлӑ лачлаттарса каҫрӗ, ҫӑра куҫхӑрпаххи ӑшӗнчи кӑвак куҫӗсемпе йӑл кулса, Крючкова патйине пачӗ.

Девка, придерживая рукой холстинную юбку, прошлепала по луже розовыми ногами; улыбаясь серыми, в густой опуши ресниц, глазами, подала бадью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ухмахла чӗлхӳне вылятнӑ ан пултӑр, атту… хӑлхуна касса илӗпӗр, — йӑл кулчӗ Дубок — ют взводри казак.

— Дуру не трепи, а то… ухи отрежем, — улыбнулся Дубок — казак чужого взвода.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман ку вырӑнта йӑл кулса ячӗ те, следователӗ, калаҫӑва кӑштах урӑхлатса, хӑй сӑмахне виҫерен тухми ҫилӗллӗн пӗтерчӗ:

Штокман в этом месте улыбнулся, и следователь, роняя разговорную нить, докончил со сдержанной злобой:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Фрося хӗвелҫаврӑнӑш хуппине ывӑҫӗ ҫине сурса кӑларчӗ те йӑл кулса илчӗ.

Фрося, выплевывая в руку подсолнечную лузгу, улыбнулась:

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лутака кӗлеткеллӗскер, пӗтӗмпе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер (аллисем ҫинче те-ха унӑн кӑвак тӗксем пулнӑ), ача чухнех чукмарпа ҫапса лапчӑтса лартнӑ сӑмсаллӑскер, вӑл яланах пӗчӗк ача пек ӑшшӑн ейӗлсе, йӑл кулса ҫӳренӗ, кулнӑ май хӗрлӗ пӗркеленчӗклӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗри-тавралла уҫӑ кӑмӑллӑн пӑхнӑ.

Низенький, весь в зеленой седине (на руках и то рос седой волос), с носом, расплюснутым еще в детстве ударом чекмаря, вечно улыбался он голубой детской улыбкой, мигая на окружающее простодушными, в красных складках, глазами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Арӑму? — ыйтрӗ сотник, йӑл кулса, ҫута ӳкнипе кӗренленнӗ куҫхаршийӗсене ҫӗклентерсе.

— Жена? — спросил сотник, улыбаясь, поднимая розовые от света брови.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ун ячӗпе ӗҫме юрать, — йӑл кулчӗ Штокман, тӗтӗмпе саралса кайнӑ мундштукӗн ункисене вылянтаркаласа.

— За него следует выпить, — улыбнулся Штокман и поиграл колечком костяного обкуренного мундштука.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, йӑл кулса илчӗ те, пӑрӑнса тӑчӗ, тупанӗ ҫук пирки чалӑшса кайнӑ ҫуни ҫине пырса ларчӗ.

Аксинья, улыбаясь, посторонилась, присела на скособоченные, без полоза сани.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла, сӑмахран илсен, — Авдеич, йӗрӗнчӗклӗн йӑл кулса, аттипе сурчӑк ҫине пусрӗ, — сӑмахран илсен, мана пӗрре Вешенски станицинче вилнӗ ҫынсен шӑммисене курма тӗл килчӗ, вӑт пулнӑ казаксем, пулнӑ-тӑк пулнӑ.

Так, словом, — и, презрительно улыбаясь, придавливал валенком плевок, — мне довелось в станице Вешенской поглядеть на мертвые костяки, вон было казачество — это да!..

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Палламан ҫын именчӗклӗн, анчах та пӗр хӑрамасӑр, йӑл кулса ячӗ, шлепкине хыврӗ те нимпе танлаштарма ҫук уҫӑ кӑмӑллӑн хускалса, ҫамкине шӑлса илчӗ; хӑйӗн куллипе вӑл пурин ҫиллине те сирсе ячӗ.

Человек улыбнулся смущенно, но без боязни, снял шляпу, жестом беспримерной простоты вытирая лоб, улыбкой обезоружил вконец.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья вара кашни тӗл пулмассеренех именчӗклӗн йӑл кулать, куҫ шӑрҫисене тӗксӗмлетсе, сӑмахпа питлесе илет.

А Аксинья при встречах смутно улыбалась, темнея зрачками, роняла вязкую тину слов:

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тупатӑп, — йӑл кулчӗ Митька.

— Найду, — улыбнулся Митька.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Кӑмӑллӑ», ответлерӗ Григорий, куҫӗсемпе тата тутипеле йӑл кулса.

— «Славная», — ответил Григорий глазами и улыбкой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑй патӗнчен чупса иртекен Аксинья ҫине йӑл кулса пӑхрӗ.

Она, улыбаясь, оглядела бежавшую мимо Аксинью.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Дуняшка йӑл кулчӗ те, пиччӗшӗ ҫумне пырса ларса, унпала халапланма тытӑнчӗ, анчах калаҫу темӗншӗн майлашса пӗтмерӗ.

— Дуняшка улыбнулась, подсаживаясь к брату, заговорила с ним, но разговор как-то не плелся.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.

— Митька дрожащей от пережитого волнения рукой похлопал по шее жеребца и, деревянно улыбаясь, глянул на Григория.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвак шуҫӑмла, ӗнесене сума вӑрансанах, унӑн тутисем йӑл кулаҫҫӗ, унтан вӑл, мӗншӗн ҫапла иккенне чухламасӑрах, аса илет:

На заре, просыпаясь доить коров, она улыбалась и, еще не сознавая отчего, вспоминала:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сӳпелтететӗн те ҫак эсӗ, Христоня! — тӳссе тӑраймарӗ Петро, унтан, йӑл кулса, мӑйӑхне пӗтӗрсе илчӗ.

— Ну и брешешь ты, Христоня! — не вытерпел Петро, улыбаясь и дергая ус.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, йӑл кулса, мӑйӑхӗ вӗҫне ҫӑвара пӗтӗрсе чиксе, тапчам кӑкӑрлӑ батареецӑн мекӗрленнипе тӑнлавӗнчи тымарӗсем епле кӑвакарни ҫине пӑхать.

Улыбаясь, заправив в рот усину, смотрит Петро, как у грудастого батарейца синеют от усилия узелки жил на висках.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней