Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Битт-Бой калпакне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле хыпаланса утса кайрӗ.

Встав, Битт-Бой махнул шапкой и быстро пошел к выходу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пӗлтерӗшлӗ те чечен ҫак ятпа салам сӑмахӗ илнӗскер хытах хӗрелчӗ, алӑк патӗнче чарӑнчӗ те кулса ячӗ, пуҫне тайса сывлӑх сунчӗ, унтан капитансен сӗтеле патнелле утрӗ.

Тот, кого приветствовали таким значительным и прелестным именованием, сильно покраснев, остановился у входа, засмеялся, раскланялся и пошел к столу капитанов.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пурте алӑк еннелле ҫаврӑнчӗҫ, нумайӑшӗ калпакӗпе сулкалашать, хӑшӗ-пӗри кӗрсе тӑнӑскере хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Все обернулись к дверям, многие замахали шапками, некоторые бросились навстречу вошедшему.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Хупах тулсах ларнӑ: унта — шавлаҫҫӗ, унта — юрлаҫҫӗ; хаваслӑха ӑсне ҫухатичченех кӗрсе ӳкнӗ пӗр-пӗр ҫын, алӑк еннелле вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӗнкӗлтетнӗ май, ҫулӗ ҫинчи пукансене ывӑта-ывӑта хӑварать; чашӑк-тирӗк шакӑртатать, — ҫак шавра Дюк икӗ хутчен «Битт-Бой» ятне илтрӗ.

Трактир был полон; там — шумели, там — пели; время от времени какой-нибудь веселый до беспамятства человек направлялся к выходу, опрокидывая стулья на своем пути; гремела посуда, и в шуме этом два раза уловил Дюк имя «Битт-Бой».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Кӗнӗ ҫын, алӑк умӗнче тӑраканскер, тӗнчене хӑйӗнпе хупласа хучӗ; вара пуҫӗнче чан ҫапнӑран Энниок картах тайӑлчӗ, ҫак сӑна унччен тахҫан мӗнле пулнӑ ҫапла уҫӑмлӑн-уҫӑмлӑн курчӗ.

Вошедший, стоя у двери, наполнял собой мир — и Энниок, пошатываясь от бьющего в голове набата, ясно увидел это лицо таким, каким было оно прежде, давно.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Мард алӑк патне пычӗ, ӑна чӑтӑмсӑррӑн тӗртрӗ те ҫил ҫӳлелле ыткӑнтарнӑ шлепкине аран-аран тытса ӗлкӗрчӗ.

Мард подошел к двери, нетерпеливо толкнул ее и удержал взмытую ветром шляпу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.

Ропот водяных струй, обливающих корпус яхты стремительными прикосновениями; топот ног вверху; заглушенный возглас, долетающий как бы из другого мира; дребезжание дверной ручки; ленивый скрип мачт, гул ветра, плеск паруса; танец висячего календаря на стене — весь ритм корабельного дня, мгновения тишины, полной сурового напряжения, неверный уют океана, воскрешающий фантазии, подвиги и ужасы, радости и катастрофы морских летописей, — наплыв впечатлений этих держал Гнора минут пять в состоянии торжественного оцепенения; он хотел встать, выйти на палубу, но тотчас забыл об этом, следя игру брызг, стекавших по иллюминатору мутной жижей.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Шухӑшне вӗҫлемесӗр вӑл Гнора пуҫӗпе сӗлтрӗ, пӗрремӗш юрату чечекленӗвӗнче хӗрарӑм ҫеҫ пӑхма пӗлекен куҫсемпе ӑна тӗсеме чарӑнмасӑр — алӑк умнелле чакса тӑчӗ, анчах ҫийӗнчех каялла таврӑнчӗ, чӳречен тусанлӑ ҫутинче йӑлтӑртатакан рояль патне пычӗ те клавишсене пусрӗ.

Не договорив, она кивнула Гнору, продолжая смотреть на него тем взглядом, каким умеет смотреть лишь женщина в расцвете первой любви, отошла к двери, но возвратилась и, подойдя к роялю, блестевшему в пыльном свете окна, тронула клавиши.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Алӑк тулашӗнче хӑрушла йынӑшу, пырӗнчен ярса тытнӑ чух асар-писер ҫухӑрнӑ евӗр сасӑ янӑраса кайрӗ — пурте картах сикрӗҫ.

За дверью раздался такой стон, такой исступленный вопль схваченной за горло души, что все вздрогнули.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Алӑк леш енче негр йӗрӗнӳллӗн чӑхлатрӗ.

Негр за дверью презрительно фыркнул.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Стерс револьверне тытрӗ те сӗтеле куҫарчӗ; баррикадӑланӑ алӑк халӗ ҫӑра шӑтӑкӗнчен каютӑн пӗр пайне — ун варринчи пичкене — курма май парать.

Стерс взял револьвер и отодвинул стол так, что, баррикадируя дверь, позволял теперь видеть в замочную скважину часть каюты с бочонком посередине ее.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Алӑк патнелле траппа анакан негр хӑвӑрт сывланине тата чарӑннине илтсе вӗсем тӑнлама пуҫларӗҫ.

Услышав быстрое дыхание негра, спустившегося по трапу к двери и остановившегося, стали прислушиваться.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Алӑк патне лартнӑ сӗтел ҫинче икӗ револьвер выртать.

На столе, приставленном к двери, лежали два револьвера.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Боцман ыйтуллӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Стерс мӗн пирки каланине ӑнланса вун пилӗк баллон кӗрекен юман пичкене сарлака ал лапписемпе ярса тытрӗ, Стерс койки патӗнче каҫхи сӗтел пек ларнӑскере алӑк ҫумнех вырнаҫтарчӗ.

Боцман вопросительно оглянулся, затем, поняв, о чем говорит Стерс, схватил широкими своими ладонями дубовый бочонок, вместительностью пятнадцать галлонов, стоявший у койки Стерса в виде ночного столика, и переставил его поблизости двери.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Анчах тимӗр сӑлӑппа питӗрнӗ алӑк хускалмасть те.

Но дверь, заложенная железными засовами, не поддавалась.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.

Она отбежала шагов десять в мокрую тьму кустов и остановилась, слушая всем своим существом: неистовый лай, выстрел, второй, третий; два крика; сердце Гелли стучало, как швейная машина в полном ходу; в полуоткрытую дверь выбрасывались тени, быстро меняющие место и очертания; спустя несколько секунд звонко вылетело наружу оконное стекло и наступила несомненная, но удивительная в такой момент тишина.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫакӑ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, тытӑҫнине курас мар тесе алӑк уратинчен васкаса каҫнӑ Гелли кӑшкӑрма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ.

Это произошло так быстро, что, поспешно переступая порог, чтобы не видеть свалки, Гелли успела только проговорить:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл алӑк патнерех куҫрӗ.

Она придвинулась к двери.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Алӑк леш енчен темӗн ҫинчен шухӑшланӑн, хуллен ҫывхаракан ҫын утнӑ сасса Гелли те илтрӗ.

Звук медленных, за дверью, шагов, приближающихся как бы в раздумьи, был слышен и Гелли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гутан алӑк патне пычӗ, калаҫнӑ май ӑна тачӑ хупрӗ:

Гутан подошел к двери, плотно прикрыл ее, говоря:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней