Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ҫав ҫумӑр пӗлӗтӗнчен шыв, ҫумӑр пулса, ҫӗр ҫине ӳкет.

Из туч вода падает на землю.

Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав ҫумӑр пӗлӗтне ҫил тӗрлӗ ҫӗрелле илсе каять.

Тучи гонит ветром и разносит по земле.

Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тӗтре ҫӳлӗрен ҫӳле хӑпарать те ҫумӑр пӗлӗчӗ пулса тӑрать.

Туман поднимается выше, и из тумана делаются тучи.

Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫил пулмасан, шыв пур ҫӗрте ялан ҫумӑр ҫӑвӗччӗ, типӗ ҫӗрсем типсе хытса кайӗччӗҫ.

Если бы ветра не было, то где вода, там бы было больше воды, а земля вся бы пересохла.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫил ҫумӑр пӗлӗчӗсене, тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса, ҫутарса ҫӳрет.

Ветер разносит тучи и поливает землю.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫил пулмасан, пӑс ӑҫтан хӑпарнӑ, ҫавӑнтах ҫумӑр пулса ҫӑвӗччӗ: ҫырмасем ҫине, тинӗссем ҫине, шурсем ҫине ҫӑвӗччӗ; типӗ ҫӗрте — вӑрмансенче, хирсенче — тумлам та ӳкмӗччӗ.

Если бы ветру не было, пары не ходили бы, а собирались бы в тучи над водой и падали бы опять там, где поднялись; над ручьем, над болотом, над рекой, над морем был бы дождь, а на земле, на полях и лесах дождя бы не было.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав пӑс, ҫӳле хӑпарсан, сивӗнет те, ҫумӑр пулса, ҫӗр ҫине ҫӑвать.

Пар этот поднимается выше, и когда остынет наверху, то падает вниз каплями дождя.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнпа калаҫҫӗ те: ҫумӑр хӗвелӗ хӗртсе пӑхать теҫҫӗ.

Так и говорят, что парит.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнпа ҫумӑр ҫӑвас умӗн ӑшӑ пулать.

От них-то и тепло.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл пӑс сивӗнсе ҫумӑр пӗлӗчӗ пулать.

И охлаждаются в тучи.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫумӑр тапраннӑ чух, сывлӑшра пӑс ҫӳрет.

А когда собирается дождь, то в воздухе ходят пары.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫумӑр ҫунӑ чух шыв типсе пӑс пулать те, хӑй ӑшне сывлӑшри ӑшша туртса илет.

Когда идет дождь, то вода сохнет, испаряется и забирает в себя тепло.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫумӑр ҫунӑ чух ҫанталӑк сивӗрех пулать, ҫумӑр умӗн ӑшӑрах пулать.

От этого бывает холоднее, когда идет дождь, и теплее, когда собирается дождь.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кунта та ҫавӑн пекех: пирӗншӗн пулсан ҫумӑр тин анчах тапранать, эрешменшӗн вӑл ҫӑвать.

А одетый не заметит ее, так и для паука идет дождь, когда для нас он только собирается.

Нӳр. I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эрешменӗн ҫумӑр ҫӑва пуҫланӑ ӗнтӗ.

Для паука уже идет дождь.

Нӳр. I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫумӑр ҫумалла пулсан, эрешмен карти варринчен тухмасӑр хӗсӗнсе ларать.

Если паук сидит, забившись в середине паутины, и не выходит,— это к дождю.

Нӳр. I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӑшӑ шыва пӑс туса ҫӳле хӑпартмасан, нихӑҫан та ҫумӑр ҫумӗччӗ.

Оно подняло воду парами вверх, и без этого вода не падала бы книзу.

Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫумӑр пӗлӗчӗсем хускалаҫҫӗ; пӗрре вӗсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ, тепре тӗрлӗ ҫӗрелле саланса каяҫҫӗ, ҫиҫӗм ҫиҫе пуҫлать.

Поднимутся облака, станут сходиться и расходиться,— ударит молния.

Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Юр ӑшӑнса пусӑрӑна пуҫлать, ҫырмари пӑр йӑшса ҫӗкленет, тусем ҫинчен шыв юхса анать, шывран пӑс пулса ҫумӑр пӗлӗчӗ пулать те, ҫумӑр ҫӑвать.

Станет снег осаживаться, станет отдувать лед на реках, польется вода с гор, поднимутся пары из воды в облака, пойдет дождь.

Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Вӑл ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех салхуллӑччӗ, ӑна темскер, пит кӑмӑла килмен япала пӑшӑрхантарнӑ пулмалла.

— Он был мрачен, как туча, и, повидимому, его тревожило что-то весьма неприятное.

XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней