Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак паха костюм тӑхӑннӑ, шухӑшлӑн пӑхакан ҫынна хӑй ӗлӗкрех ҫӳҫрен тытса лӑсканине аса илме кулӑшла тата темле аванах мар пулчӗ; ку чӑнахах та ҫавӑн пек пулнине ӗненес те килмерӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Гимназист блузине тӑхӑннӑ сарлака та мӑнтӑр Яков ытларах ун евӗрлӗ пулнӑ.Яков, широкий и толстый, в блузе гимназиста, был больше похож на себя.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӳлӗме ҫӳллӗ, кӗрнеклӗ, кӑвакрах ҫӑмлӑ пиншакпа шӑлавар тӑхӑннӑ, начарланса кайнӑ хурарах пичӗ ҫинче уҫҫӑнах палӑрса тӑракан мӑйӑхлӑ ҫын кӗрсен, Петр Артамонова вӑл хӑйӗн ывӑлне хӑвӑртах палласа та илеймен пек туйӑнчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шурӑ абажур айӗнчи пысӑк лампа сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗксемпе кӗмӗл япаласене, ҫамки ҫине симӗс козырек тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрачан яп-яка тураса якатнӑ хурарах пуҫне сӗт тӗслӗ ҫутӑпа ҫутатса тӑрать; хӗрача умӗнче тетрадь выртать, вӑл ҫинҫе кӑранташпа ӳкерчӗксем тӑвать, хӑй амӑшӗн тикӗс те лӑпкӑн юхакан сӑмахӗсене итлеме кансӗрлемесӗр, хуллен мӑкӑртатса юрлать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Акӑ Артамонов, хӑйне тӑп тытса тӑракан ют тумтир тӑхӑннӑскер, хускалма хӑраса, тӗлӗкри пек, ӑшӑ пӳлӗмре, сӗтел умӗнче, типӗ те кӑмӑллӑ тӗттӗмрех ҫӗрте именсе ларать; сӗтел ҫинче никельпе витнӗ сӑмавар чашкӑрать, чейне ҫӳллӗ, хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ, тӗксӗм те сарлака кӗпе тӑхӑннӑ ҫинҫешке хӗрарӑм тултарса парать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн кивӗ хура ряса тӑхӑннӑ кӗлетки креслон тӗксӗм сӑранӗпе пӗрлешсе кайнӑ пек курӑнать, ҫав тӗксӗм тӗсре унӑн пичӗ ҫеҫ шурӑрах палӑрса тӑрать; тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗсем ҫинче ирӗлнӗ юр тумламӗсем кӗленче тусанӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑй вӑл сайра та вӑрӑм сухалне, яланхи пекех, хӑйӗн шӑмӑллӑ чышкипе чӑмӑртаса тытнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Анне, мана тӗрткелеҫҫӗ! — ӳпкелешрӗ кӗрен пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ ҫап-ҫаврака Яков.— Мама, меня толкают! — жаловался Яков, одетый в рубаху розового шёлка, шарообразный.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах сасартӑк ҫак хӑмач кофта тӑхӑннӑ хӗрарӑм сиксе тухса ҫаврӑнма тытӑнчӗ те пӗтӗмпех пӑсса ячӗ, ӑна пула ҫынсем чарусӑр шӑхӑрма, йӗркесӗр кӑшкӑрса юрлама пуҫларӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья хура пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ, хулпуҫҫисене те, ҫаннисене те тӑрӑхла шӑрҫасемпе илемлетнӗ вӑрӑм кӗпе — тальма тӑхӑннӑ, хура-кӑвак калпакӗ унӑн кӑпӑшка хӗрлӗрех ҫӳҫне илемлӗн витсе тӑрать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫук, юрату пирки мар, хӑй чӑлах пулнипе мӑйкӑч тӑхӑннӑ вӗт вӑл.Так ведь это он не от любови, а от убожества своего в петлю полез.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Каҫхи кӗпе тӑхӑннӑ арӑмӗн алӑсӑр пек курӑнакан шап-шурӑ кӗлетки хумханса, кӗҫех ирӗлсе куҫран ҫухалас пек, чӗтренсе тӑрать.Белая, в ночной рубахе, безрукая фигура жены трепетала и струилась, угрожая исчезнуть.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ватӑ ткач Борис Морозов, кӑн-кӑвак сухалӗ ӑшне пытаннӑ ӑвӑс пек сарӑ питлӗ, пӗчӗкҫӗ те имшеркке старик, шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ тата вилнӗ ҫынна ҫунӑ пекех ҫуса тасатнӑскер, хӑйӗн аслӑ ывӑлӗн — пӗр утмӑл ҫулхи старикӗн хулпуҫҫийӗнчен уртӑнса, ура ҫине тӑчӗ те, пӗр ӳтсӗр типшӗм аллипе сулкаласа, каҫса кайсах кӑшкӑрчӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем Ватаракша кӗперӗ тӑрӑх утса пынӑ чух кӗпер ҫинче ыйткалакан евӗрлӗ ҫын карлӑкран тытса тӑнине курчӗҫ, хӑй вӑл хӗрлӗрех кивӗ халат тӑхӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫӗнӗ ҫуртран шурӑ пир кӗпе, кӑвак йӗм тӑхӑннӑ Алексей тухрӗ те, ҫӑмӑллӑн, сывлӑшра вӗҫсе пынӑ пек утса, шыва кӗме кайрӗ, тетӗшне ура айӗнчи ҫункавсем кӑштӑртатнипе вӑратасран хӑранӑ пек, ун тӗлӗнчен асӑрханса иртрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем хушшинче, чечексем хушшинчи вӗлле хурчӗ пек, ылтӑн тӗслӗрех пурҫӑн кӗпепе плисран ҫӗленӗ шӑлавар тӑхӑннӑ Алексей, ӳсӗр пек, шавлӑн та савӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса ҫӳрет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫураҫнӑ хӗр ҫухинчен пуҫласа арки вӗҫне ҫитиех ылтӑнланӑ тӳмесемлӗ кӗмӗл парчаран ҫӗленӗ йывӑр сарафан тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ылтӑн парчаран ҫӗленӗ шушун уртса янӑ, ҫивӗтӗнче — шурӑ та сенкер хӑюсем; вӑл малти кӗтесре пӑр пек хытса ларать, тарланӑ питне тӗрленӗ тутӑрпа шӑлкаласа, янӑравлӑн сӑвӑ калать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Акӑ Баймаковӑн тирпейлӗ ҫуртне хӗрӗн тантӑш-юлташӗсем, хулари чи лайӑх ҫемьесенчи хӗрсем пырса тулчӗҫ; вӗсем пурте парчаран ҫӗленӗ авалхи капӑр сарафансем тӑхӑннӑ, сарафан ҫаннисен вӗҫӗсене пурҫӑнпа мӑкшӑлла тӗрленӗ, шӑтӑкласем тыттарнӑ, урисенче — сарӑ ҫемҫе сӑран пушмаксем, вӑрӑм ҫивӗтсене хӑюсем янӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сарлака хулпуҫҫиллӗ, пысӑк сӑмсаллӑ ҫын урам тӑрӑх, хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче утнӑ пекех, ҫирӗппӗн пусса утать; вӑл паха пуставран ҫӗлетнӗ кӑвак сӑхман, пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ атӑ тӑхӑннӑ, аллисене кӗсйине чикнӗ, чавсисене аяк ҫумне таччӑн хӗстернӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй вӑл тӗреклӗ арҫын, унӑн самаях кӑвакарнӑ сарлака сухалӗ ункӑн-ункӑн пӗтӗрӗнсе тӑрать, цыганӑнни евӗр кӑтра та хура, ҫӑра ҫӳҫӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пекех курӑнать, сӑмси пысӑк, кӑшт кӑвакрах куҫӗсем ҫӑра куҫхаршисем айӗнчен чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, ҫынсем тата, вӑл аллисене аялалла уссан, унӑн сарлака ывӑҫ тупанӗсем чӗркуҫҫисене сӗртӗннине те асӑрхарӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ватник тӑхӑннӑ рабочисем чуллӑ сӑрт пек хытса ларнӑ шӑннӑ ҫӗре лумсемпе те киркӑсемпе чаваҫҫӗ.Рабочие в ватниках долбили ломами и кирками мерзлую, твердую, как скала, землю.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.