Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулахай сăмах пирĕн базăра пур.
сулахай (тĕпĕ: сулахай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай аллипе ҫаплах йӑранаран тытса, Степан ӑйӑрпа юнашар утма пуҫларӗ.

Все так же держась левой рукой за стремя, Степан пошел рядом с жеребцом.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, сулахай аллипе юбка аркине ҫӗклесе тытса, урам тӑрӑх ула-чӑлан йӑлтӑртатса выртакан лачакасенчен ирткелесе, чиркӳ патне ҫитрӗ.

Придерживая левой рукой подол юбки, обходя перламутровую синь раскинутых по улице лужиц, Наталья дошла до церкви.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӗҫтер сулахай енчен!..

— Обскакивай слева!..

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сулахай енче, хура табун евӗр, казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, сылтӑм енче — хӗрлӗ-кӗрен чечек евӗр хӗрарӑм тум-таврашӗсем.

По левую сторону черным табуном густились казаки, по правую цвела пестрая смесь бабьих нарядов.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кулли унӑн пӗтӗм пичӗ тӑрӑх, хӗссе хунӑ сулахай куҫӗнчен пуҫласа сылтӑм тута хӗрринчен анакан хӗрлӗ ҫӗвӗк таранах, выляна-выляна илнӗ.

Улыбка вытанцовывалась у него наискось через все лицо: от прижмуренного левого глаза до розового шрама, стекавшего из правого угла рта.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Офицерсем юланутпа ӑмӑртмалалла чупнӑ чухне вӑл, учӗ ҫинчен ӳксе, хули калакки тӗлӗнчен сулахай хулне хуҫса пӑрахнӑ.

На офицерских скачках разбился, переломил в предплечье левую руку.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарайӑн сулахай кӗтесси ишӗлсе аннӑ, ӑна икӗ тӗреклӗ чаракпа тӗкӗлесе, ҫине хӑмӑшпа витме шутлать.

Левый угол сарая завалился, надо было поставить две прочные сохи и прикрыть оставшимся камышом.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Станица тӗлӗнче Дон, сылтӑмалла пӑрӑннӑ евӗр, тутар уххи пӗкечийӗ пек кукӑрӑлса илет, унтан Базки ятлӑ хутор тӗлӗнче каллех мӑнаҫлӑн тӳрленет те, тӗл-тӗл сенкерӗн йӑлтӑртатса выртакан симӗсрех тӗслӗ шывне сылтӑм енчи тусен шур чуллӑ хысакӗсем ҫумӗпе те сулахай енчи сайра станицӑсем аяккипе кӑвак тинӗсе — Азов тинӗсне — ҫитех илсе каять.

Против станицы выгибается Дон кобаржиной татарского сагайдака, будто заворачивает вправо, и возле хутора Базки вновь величаво прямится, несет зеленоватые, просвечивающие голубизной воды мимо меловых отрогов правобережных гор, мимо сплошных с правой стороны хуторов, мимо редких с левой стороны станиц до моря, до синего Азовского.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Донӑн хӑйӑрлӑ та сӗвек сулахай хӗрринче тури Дон-ҫи станицисенчен чи ватӑраххи — Вешенская станица тӑсӑлса выртать.

На пологом песчаном левобережье, над Доном, лежит станица Вешенская, старейшая из верховых донских станиц.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл, сулахай аллипе Дон тӑрӑхӗнчи пек ҫӗлетнӗ кӗрӗк аркине кӑштах ҫӗкленӗ те, хирӗҫ шуса килекен лавсем ҫине пӑхать.

Левой рукой придерживая полу донской шубы, она глядела на дорогу, навстречу двигавшимся подводам.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрланӑ тата ҫӗтсе юлнӑ выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен панӑ пӗлтерӗве вуласа тӑракан писарь, «сулахай ури пакӑлчак таран шурӑ», теме ӗлкӗрчӗ те, малалла вуласа пӗтереймесӗрех, кулӑпа чыхӑнса кайрӗ.

Писарь, читавший объявления о пропавшем и приблудившемся скоте, споткнулся на фразе: «левая нога по щиколку в чулке».

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хулсӑр Алексей калиткере такам пырса пӑрахнӑ тилхеперен чӑлханса ӳкрӗ; сиксе тӑчӗ, татӑк сулахай хулӗн пушӑ ҫаннине хырӑмӗ ҫумне хӗстерсе тытса, пӗрлешсе ларнӑ урапа туртисем урлӑ сике-сике каҫрӗ.

Безрукий Алексей упал в калитке, запутавшись ногами в брошенных кем-то вожжах; вскочил, запрыгал через сомкнутые дышла повозок, прижимая к животу холостой левый рукав.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пепельници, урайӗнчен сиксе ӳксе, Митькӑна сулахай урин чӗркуҫҫи чашкинчен пырса тиврӗ.

Пепельница рикошетом ударила Митьку в чашечку левой ноги.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платоновичӑн сулахай куҫхаршийӗ чӗтреме тытӑнчӗ, тата шал енчи хӑмӑр-хӗрлӗ ӳтне кӑтартса, ҫӳлти тута хӗрри таврӑнса, шӑртланса кайрӗ.

У Сергея Платоновича дрожала левая бровь и топырилась, выворачивая бордовую изнанку, верхняя губа.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хӗре сулахай аллипе ыталаса тытса ҫӗклерӗ те шыв ӑшшӗн кимӗ еннелле шӑмпӑлтаттарса утса кайрӗ.

Митька левой рукой обнял ее ноги повыше колен и, легко приподняв, зашлепал по воде к баркасу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Питех те вӑхӑтра пуҫласа янӑ Сергей Платонович ҫак пусма тавар сутас ӗҫе, мӗншӗн тесен казаксем Донӑн сулахай енчи чуллӑ та тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ, тыр пулман шанкав тӑпраллӑ ҫӗр ҫинчи станицӑсенчен, ҫар тытӑмӗ хушнипе, хуторӗ-хуторӗпех сылтӑм енне куҫса ларма тытӑннӑ.

Вовремя начал Сергей Платонович мануфактурное дело, из левобережных станиц, где бесплодна и жестка песчаная с каменным суглинком земля, на правую сторону Дона по распоряжению войскового правительства стали переселяться казаки целыми хуторами.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лукинишна аллисене пилӗке тытрӗ, сулахай аллинче — пит тутри.

Лукинична уперла руки в боки, в левой — утирка.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗрӳ кӗрнӳкерӗ — Петро — хура сюртукпа, лампассем тытнӑ кӑвак шӑлаварпа; сулахай ҫаннине икӗ шурӑ тутӑрпа туртса ҫыхнӑ, шурӑ тулӑ пек мӑйӑхӗсем айӗн ҫирӗппӗн тӑрӑхласа кулкалать.

Дружко — Петро — в черном сюртуке и голубых с лампасами шароварах, левый рукав его перевязан двумя белыми платками, под пшеничными усами постоянная твердая усмешка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий учӗ ҫине калмӑкла, кӑшт кӑна сулахай еннелле чалӑшарах, ларнӑ та саламачӗпе шуххӑн хӑмсаркаласа пырать.

Григорий сидел по-калмыцки, слегка свесившись на левый бок, ухарски помахивая плетью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— И-и-и, савнӑ чунӑм, — пӳлчӗ ӑна Ильинична, сулахай аллипеле питҫӑмартине тӗкӗлесе, сылтӑммипеле сулахаййин чавсинчен тытса, — миҫе хут каламан-тӑр эпӗ ӑна, анчӑк ҫурине!

— И-и-и, моя милушка, — перебивала ее Ильинична, левой рукой подпирая щеку, а правой поддерживая под локоть левую, — до скольких разов гутарила ему, сукиному сыну!

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней