Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эвтибида ҫине чи чаплӑ та пуян патрицисем хапсӑнса пӑхаҫҫӗ-ҫке, анчах вӑл хӑй ку таранччен вӗсенчен нихӑшне те савман; вӑл гладиатора хӗрӳллӗн юратать те, лешӗ вара ун юратуне йышӑнмасть иккен.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ах, эпӗ ӑна палларӑм… вӑл лешӗ!..
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Ман шухӑша пӗлнӗ пекех хӗвел пӑр катӑкне пӳрт тӑрри ҫумӗнчен уйӑрчӗ те, лешӗ ҫӗре ӳксе чӑл-пар саланчӗ, тепӗр самантрах вӑл ӳкнӗ ҫӗрте пухӑннӑ ҫурхи шыв лаптӑкӗ пысӑкланчӗ ҫеҫ.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
— Ҫук, эпӗ те пыратӑп! — тет ҫине тӑрсах Костя; куккӑшӗ ҫине тархасласа пӑхать вӑл, лешӗ текех хирӗҫ пулмасть, вӗсем вара иккӗшӗ каяҫҫӗ.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Чӗлӗм туртса ярасчӗ, — тет лешӗ.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ кӳренет, тепӗр чух йӗрет те, анчах вӑл кӳренни хӑвӑрт иртсе каять, вара вӑл каллех Костя ҫумне ҫыпӑҫма пуҫлать.Она обижается, иногда даже плачет, но обида скоро проходит, и она опять липнет к нему.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ уҫланкӑ тавра утса ҫаврӑнчӗ, пӗр тӗм айӗнче темӗнле шӑтӑк тупса, унта пӑхма тӑрӑшса хырӑмӗ ҫине выртрӗ.Тот, обойдя поляну, нашел под кустом какую-то норку, лег на живот и старается в нее заглянуть.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Егорка ӗненмесӗр чалӑшшӑн пӑхать, унтан Елена Ивановна ҫине пӑхать — лешӗ чӗнмест.Егорка недоверчиво косится, потом поглядывает на Елену Ивановну — она молчит.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ тапаҫланать, аллисемпе кӗсменсенчен, ларкӑчран ярса тытать, анчах Тимахви ҫиллессӗн унӑн пӳрнисене вӗҫертет те хӑйне ҫыраналла сӗтӗрсе тухать.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Егорка пӗр хирӗҫлемесӗрех Нюра хыҫҫӑн пырать, лешӗ мӗн лартса панине йӑлтах ҫиет.Егорка беспрекословно идет следом и ест все, что подставляет ему Нюра.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Эсӗ мӗн? — тет ӑна Костя пӗшкӗнсе, анчах лешӗ куҫӗсене чарать те хирӗҫ чӗнмест.— Ты чего? — нагибается к нему Костя, но тот выпучивает глаза и не отвечает.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ, ҫав-ҫавах пӑхса, чылайччен шӑпах тӑрать, куҫӗсене чарать те, сӑмахсене хӑйӗнчен чӑмӑртаса кӑларнӑ пек, каласа хурать:Тот долго молчит, продолжая разглядывать, потом надувается, выпучивает глаза и выдавливает из себя:
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ ҫав-ҫавах тупӑнмасть, каҫхи апат ҫиме каймалла, унтан ҫывӑрма выртмалла пулса тухать.Оно так и не отыскивается, приходится идти ужинать и ложиться спать.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ну, лешӗ… сирӗн учительница.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костьӑна килӗшет кунта, ҫавӑнпа та ҫав пӗчӗкҫӗ тыткӑчсемпе лампӑсем мӗне кирлине пӗлмесӗр каясшӑн мар вӑл, анчах чӗнмесӗр ларакан Федор Павловичран вӑтанать, — лешӗ тӗрлӗ пралуклӑ темле шӑрт пек япалапа чакаланса ларать.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ вара пуҫне ҫеҫ пӑркалать, «анне» тесе те калаймасть, минӑран та уйрӑлмасть.А он только голову поворачивает и «мама» сказать не может и не отрывается.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лешӗ пулӑ ҫунаттисене васкамасӑр та пӗлсе хуҫать, унӑн пырши-пакартисене кӑларса пӑрахать, унтан тепӗрне тасатма пуҫлать, ҫапла вӑл, Нюра ҫӑрттанпа тӑрмашнӑ вӑхӑтра, кӑртӑшсене пӗтӗмпех тасатса пӗтерет.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл ҫӑрттан ҫӑварне йӑмра туратти чиксе ярать, лешӗ хаяррӑн шӑлӗсемпе шаккаса илет, Тимахви вара мунчаланнӑ патак вӗҫне кӑтартать:
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ну, хыпсах каяймӗҫ, — тесе тавӑрать те ӑна хирӗҫ лешӗ, ҫыран еннелле ҫаврӑнать.— Ну, не утащат, — спокойно отзывается он и поворачивает к берегу.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Нюра ӑна аллинчен туртать те, лешӗ шыва лаплатать.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.