Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах эпӗ профессор мар, эсир шутланӑ тӑрӑх, эпӗ ача; апла пулсан, астӑвӑр: ачасенчен пӑрӑнмаҫҫӗ.Но я не профессор, я дитя, по вашим понятиям; но от детей не отворачиваются, помните.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шутланӑ кӑна ҫав…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мускава илме шутланӑ тата!
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Паганель ӑна adorder (пырса ларас) текен француpла глаголӑн пайӗ пулӗ тесе шутланӑ, вӑл Табор утравӗн, хӗн-хур курнисемшӗн хӳтлӗх пулса тӑнӑ утравӑн ячӗ пулнӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Айртон, пикенсех чӗмсӗрленме шутланӑ ҫын пек, пуҫне силлерӗ.Айртон покачал головой с видом человека, твёрдо решившего молчать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫакӑн пек калама хыҫҫӑн вӑл Гленарван хӑйӗнчен текех ыйтмӗ тесе шутланӑ пулмалла.Он, очевидно, предполагал, что, получив такой ответ, Гленарван прекратит допрос.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Айртон, — терӗ Гленарван, — эсир Бен Джойс шайкинчи каторжниксен аллине пама шутланӑ «Дункан» ҫинче эпир каллех санпа тӗл пултӑмӑр!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Витӗр пӑхсан та нимӗн курӑнман ҫак тӗксӗм Паганель тума шутланӑ ӗҫе пурнӑҫлама питех те аван пулмалла.Беспросветная чернота неба служила великолепным фоном для фейерверка, задуманного Паганелем.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑй тума шутланӑ ӗҫе ҫак аслати сасси татах та ӗнентермеллерех тума тивӗҫлӗ.Она должна была только придать ещё большую убедительность затеянному им спектаклю.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку ҫӗршывран хӑйӗн тусӗсемсӗрех каяс мар тесе, вӑл ҫавӑнта кӗрсе пытанма шутланӑ.Он решил искать на ней убежище, не желая покинуть страну без своих друзей.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Джон, ҫак шӑпа тухнӑ самантпа хӑюлланса ыйтатӑп эп сиртен: эсир мана хӑвӑрӑн пулас арӑму вырӑнне шутланӑ вӗт?Джон, в эту роковую минуту я смело спрашиваю вас: разве вы не называете меня в душе своей невестой?
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Мистерпе миссис Гленарван, — терӗ вӑл, — асапсемпе мӑшкӑлран хӑтарас тесе, упӑшки арӑмне вӗлерме пултарсан, качча илме шутланӑ хӗрпе те унӑн упӑшки пуласси ҫавнах тума пултарать тесе шутлаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Англин регулярлӑ ҫарӗсене хирӗҫ тӑрса нимӗн те тӑвайман, ҫитменнине хӑйӗн салтакӗсенчен нумайӑшӗ аманса тата вилсе пӗтнӗ хыҫҫӑн маориецсен ҫулпуҫӗ шалалла чакса кӗме шутланӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Правительство хушнине вӑл лайӑх пурнӑҫланӑ, вара унӑн кӑтартӑвӗсемпе хӗрӗх миль тӑрӑшшӗне ҫул хывнӑ; кун хыҫӗнчен Говит Кристчерча тавӑрӑннӑ та, хӗл ҫывхарса килнине пӑхмасӑрах, ӗҫсене малалла тӑсма шутланӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вайкатона илсен, акӑлчансем Таранаки провинцине кайма шутланӑ, унта Вильям Томисон Матантав крепоҫӗнче питӗрӗнсе ларнӑ пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вырӑнти националистсем маориецсен ватӑ ҫулпуҫне Потатауна король тӑвасшӑн пулнӑ, ҫӗнӗ королевствӑн столицине вара вӑл пурӑнакан, Вайкатопа Вайпа шывӗсен хушшинче ларакан ялта тума шутланӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫӗр патне ҫитме тепӗр вӑтӑр-хӗрӗх миль тесе шутланӑ вӑл, ҫӗре унӑн сӑмси айӗнчех пулнӑ иккен.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Матроссене вӗсем вӗсен начальникӗ вилни ҫинчен пӗлтерсе хӑратма шутланӑ, анчах, мӗн иккенне пӗлсен, матроссем урса кайнӑ та чут ҫеҫ дикарьсем ҫине сиксе ӳкмен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пурте ӑна платниксен мастерскойне кӗрсе ҫавӑнтах ҫӗр каҫма шутланӑ пуль тесе шутланӑ.Все решили, что он, должно быть, зашёл в плотницкую мастерскую и остался там ночевать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Голландин тинӗсҫӳревҫи асӑннӑ утравсене Вутлӑ Ҫӗртен хӗвелтухӑҫнерех выртакан утравсемпе пӗрлешӗнсе каяҫҫӗ тесе, тата «кӑнтӑр тинӗсӗсен пысӑк континентне» тупрӑм тесе шутланӑ, вара вӑл ҫакӑн пирки пӗрре те иккӗленсе тӑман.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.