Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл сӑнран пӑхма ҫирӗм пиллӗксенчи сарӑ арҫын пулчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем хыҫҫӑн пӗр арҫын пырать иккен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй кӑмӑла питех каймасан та, ҫавнашкал чипер арҫын ҫапла тимлени ял хӗрарӑмне кама килӗшмӗ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Паллаймарӑн-и мана? — кулкаларӗ арҫын.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта ҫӳллех мар, пӑлатна та сарлака кӗлеткеллӗ арҫын тӑрать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сан пек тутлӑ хӗрарӑм чӗнсен, унашкал арҫын таҫта ҫитӗ, — лӑх-лӑх кулчӗ те Калюков Машука пиҫӗ пилӗкӗнчен чӗпӗтсе илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арҫын хӑюлӑхӗ, юмахри сарпике илемӗ, сунар кайӑкӗн ҫине тӑраслӑхӗ пурччӗ ҫав тӗне кӗмен чӑваш хӗрарӑмӗнче Сӑпанире.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун хӑй шыракан Волков ӑҫта пурӑннине ыйтрӗ те, ӑна пӗр арҫын тӳрех ҫул кӑтартса ячӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗннисенчен хуҫа виҫӗмкун сӑнласа панӑ пекки пӗр арҫын ҫеҫ кунта…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑна ҫурчӗн хуҫи Волков, вӑтам пӳрен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех, сарлака та пӑлатна, аллӑсене ҫитсе пыракан арҫын, интеллигент пек тумланма юратаканскер, Валета лайӑх паллать пулас, унран та, Калюковран та документ ыйтмарӗ, килен-каянсен кӗнекине суйса каланӑ хушаматсем ҫырса хунипех ҫырлахрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кам унта? — ахӑртнех, ирех ҫывӑрма выртнӑскер, тутлӑ ыйхӑран вӑраннипе хӑйӑлтӑкрах тухакан сасӑпа ыйтрӗ шалтан арҫын.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах виҫӗ арҫын витере урай хӑмисене сирчӗҫ те, ик аршӑн тарӑнӑш шӑтӑк алтса, тимӗр арчана унта ярӑнтарчӗҫ, ҫиелтен лайӑх витсе таптарӗҫ, урайне каллех сарса хучӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн кирли пурте пур унта, — хыттӑнрах каласа хучӗ килнисенчен пӗри, Валет пекех сарӑ, анчах унран кӑшт пӗчӗкрех те хытанкарах ҫирӗп арҫын.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эс вара… ы-ый, арҫын тен хӑвна…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, вӗсен килӗнче ют арҫын ҫук…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех пӳрт алӑкӗ, каярах — хыҫалти хапха калинкки чӗриклетни илтӗнчӗ, уйӑх ҫутинче сенӗк тытнӑ арҫын курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет текенни, ҫирӗм пиллӗксенчи яштака сарӑ арҫын, яшт! сиксе тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан тем пулчӗ ӑна: те ҫӗҫҫе арҫын аллинчен туртса илме ӑнтӑлчӗ, те ӑна пӑрса ярса, кӗрсе тарасшӑн хӑтланчӗ: «Кӑраву-ул!» — тесе хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ те Антун ҫине сике пачӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, кӑвайчӗ чиперех ҫунма тытӑнчӗ курӑнать те, арҫын хайхи аттине илсе айккине пӑрахрӗ, сӑмавар ҫине Г саспалли пек кукӑр мӑрье тӑхӑнтартса лартрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах ҫинҫе алӑллӑ, арҫын ачалла тумланнӑ хӗр ача сӑнлӑ юнгӑпа «Ансельм» шхуна Дубельт портӗнчен Марселе ҫул тытрӗ.

Вскорости из порта Дубельт вышла в Марсель шхуна «Ансельм», увозя юнгу с маленькими руками и внешностью переодетой девочки.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней