Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсенче кӗҫех тепӗр майлӑ улшӑну пулса иртет.

В настроении их сейчас же произошел резкий перелом.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эппин, эпӗ те ак, большевиксен партине ҫырӑнман ҫӗртенех, большевик пулса тухатӑп.

Выходит, значит, что и я большевик, хотя в партию большевиков и не записан.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам пире, Калединпа пӗр шутлӑ пулса, пӑвса хума тӑрӑшать?

Кто с Калединым душит нас?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Боговой кулса пӑхакан, анчах ҫӗр тӗслӗ пулса кайнӑ пичӗпе пулемет питӗркӗчӗ ҫумне тӗршӗнчӗ, пӳрнисене затыльник тыткӑчи ҫине хучӗ.

Боговой припал к замку улыбающимся, но землистым лицом, положил пальцы на ручки затыльника.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӑй умӗнче тӑракан хӗр ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ (ку ӗҫ Мускав урамӗнчи пӗр ҫуртра, пулеметчиксене вӗрентме тесе уйӑрнӑ подвалти пӳлӗмре пулса иртрӗ).

Бунчук глянул на стоявшую перед ним девушку (дело происходило в подвальном помещении, в одном из домов на Московской улице, где призводилось обучение).

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Абрамсонпа тӗл пулса калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Бунчук унӑн инҫетри Таганрог урамӗ вӗҫӗнчи хваттерне ҫитрӗ те кӗнекесем хурса тултарнӑ пӗчӗк пӳлӗмре канса ларчӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫирӗ, Абрамсон ҫырӑвне хваттер хуҫи-хӗрарӑма парса, кравать ҫине выртрӗ.

Весь под теплым впечатлением встречи с Абрамсоном он дошел до его квартиры, где-то в конце Таганрогского, отдохнул в маленькой, заваленной книгами комнатке, пообедал, предъявил записку Абрамсона квартирной хозяйке, — прилег на кровать.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов унта пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн Ростов хули Добровольчески ҫар пухса йӗркелемелли центр пулса тӑрать.

С приездом Корнилова туда перенесен был центр организации Добровольческой армии.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Декабрӗн иккӗмӗшӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫура доброволецсен чаҫӗсем Ростов хулине тытса илеҫҫӗ.

2 декабря Ростов был с бою занят добровольческими частями.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурҫӗртен тарса пынӑ офицерсем, ударниксем, юнкерсем, вӗренекенсем, ҫар чаҫӗсенчи этем нӗрне ҫухатнӑ пӑсӑк элементсем, казаксен чи активлӑ контрреволюционерӗсем, тӗрлӗ-мерлӗ хӑрушӑ тамашасем тата — «керенкӑсемпе» тӳлесен те — пысӑкрах шалу шыракан ҫынсем пулас Добровольчески ҫарӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Бежавшие с севера офицеры, юнкера, ударники, учащиеся, деклассированные элементы из солдатских частей, наиболее активные контрреволюционеры из казаков и просто люди, искавшие острых приключений и повышенных окладов, хотя бы и «керенками», — составили костяк будущей Добровольческой армии.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Новочеркасск большевиксен революцийӗнчен тарса кайнӑ мӗн пур ҫынсене хай патне туртса пуҫтаракан центр пулса тӑрать.

Новочеркасск стал центром притяжения для всех бежавших от большевистской революции.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Халӗ эпир Раҫҫей-аннене пуҫ тайса кӑна хӑварнӑ, — Дроздовпа ҫак тӗреклӗ гвардейски батарея казакӗ ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнине пӗлесшӗн пулса, Изварин сӑмахӗсемпе каларӗ Григорий.

— России-матушке мы теперя низко кланялись, — продолжал Григорий пересказ речей Изварина, желая выведать, как отнесутся к этому Дроздов и этот здоровила из гвардейской батареи.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак калаҫу октябрь уйӑхӗн юлашки кунӗсенче пулса иртрӗ.

Разговор этот происходил в последних числах октября.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн кӗҫех Изваринпа иккӗшӗн хушшинче ҫапла калаҫу пулса иртрӗ.

Вскоре после Октябрьского переворота у них с Извариным происходил следующий разговор.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий отпускран таврӑнсан чи малтанхи куннех Изваринпа паллашрӗ; каярахпа вара служба вӑхӑтӗнче те, ахаль чухне те унпа час-часах тӗл пулса сӑмахларӗ, хӑй сисмен-туман ҫӗртенех ун шухӑшӗсем еннелле ҫаврӑнса пычӗ.

С Извариным Григорий познакомился в первый день приезда из отпуска, после постоянно сталкивался с ним на службе и вне службы и незаметно для самого себя подпадал под его влияние.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нумай казаксем тухмарӗҫ хуторта — вӗсене Галици, Буковина, Хӗвелтухӑҫ Прусси, Карпат, Румыни хирӗсенче ҫӗтере-ҫӗтере хӑварнӑ; вӗсем вилесем пулса выртса юлнӑ ӗнтӗ, тупӑсем кӗмсӗртетсе кӗл тунӑ кӗрлевре ҫӗрсе пӗтнӗ; халӗ тӑвансен масарӗсен ҫӳллӗ тӗмескисене хыт хура сырса илнӗ, ҫумӑр пусӑрӑнтарнӑ, кӗрпеклӗ сивӗ юр шӑлса кайнӑ.

Многих недосчитывались казаков, — растеряли их на полях Галиции, Буковины, Восточной Пруссии, Прикарпатья, Румынии, трупами легли они и истлели под орудийную панихиду, и теперь позаросли бурьяном высокие холмы братских могил, придавило их дождями, позамело сыпучим снегом.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирина рубильнике кӗртрӗ, ҫав самантрах вӑйлӑ ҫутӑ тӗттӗмлӗхе сирсе ячӗ, йӗри-тавра кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ пулса тӑчӗ.

Ирина включила рубильник, и в ту же секунду ослепительное зарево раздвинуло темноту, и вокруг домика стало светло как днем.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лагерь кӗр-кӗр кӗрлесе тӑнӑ: кӑштах сыпнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем пухӑнса пӗр ҫаврашка пулса тӑчӗҫ те, арҫын сасси юрӑ пуҫларӗ: «Казакӗ пынӑ улӑх тӑрӑх», ҫавӑнтах юрра вӑйлӑ ушкӑн сасси ярса илет: «Ку-бань уй-хирсем тӑрӑх…», лере, шавлӑ ушкӑн варринче, ухлатса, тӑпӑртатса, ура хуҫса ташланипе ҫӗр чӗтренсе тӑрать.

А лагерь шумел и гудел: там подвыпившие мужчины и женщины собрались в круг, и мягкий тенор запел: «Ска-а-а-кал ка-а-зак чере-е-ез до-о-о-лину», а мощный хор тут же подхватил: «Че-е-ерез куба-а-нские по-о-ля…», там, в шумном собрании, кто-то ухал и выбивал ногами такую частую дробь, выделывал такие колена и присядки, что дрожала земля.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара Тури Кубань тӑрӑхӗнче мӗн пулса иртнине пӗтӗм тӗнче пӑхса тӑтӑр!

Пусть тогда весь мир смотрит, что делается в верховьях Кубани!

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак ӳкерчӗке вӗҫлемех тенӗ пек, ҫӳллӗрех вырӑнта, канал ҫумнерех, ҫӗре чавса лартнӑ, вуншар витре кӗрекен хурансем хуралса тӑнӑ, вӗсем тавра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ҫулӑм явӑннӑ; хурансем патӗнче апат пӗҫерекен хӗрарӑмсем тӗрмешсе ҫӳренӗ, лере, Кубань хӗрринче, мӗн пулса иртни ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхман.

В довершение всего на бугре, невдалеке от канала, чернели пузатые десятиведерные котлы, врытые в землю и охваченные дымом и пламенем; возле них хлопотали кухарки, не обращая никакого внимания на то, что делалось там, на берегу реки.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр вӑхӑта хӗвел ҫӳллӗрех ҫӗкленчӗ те ҫӗре хытӑ пӗҫертсе тӑчӗ, анчах пашник пӗлет, пӗр кӑвакарса, пӗр хуралса, тӳпене сарӑлса кайрӗ те шӗвӗр хулпуҫҫиллӗ бурка евӗр пулса тӑчӗ…

На какой-то час солнце успело подняться выше, паля землю с небывалой силой, но туча-башлык, то синея, то чернея, расползлась по небу и стала походить на огромную, с острыми плечами бурку…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней