Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-5. Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм, Эсӗ: «Хам суйласа илнӗ ҫыннӑмпа халал хыврӑм, Хамӑн Давид чурама тупа туса, санӑн вӑрлӑхна ӗмӗрлӗх тӑвӑп, санӑн патшалӑхна сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырӑп» тенӗ чухне Эсӗ ырӑлӑхна ӗмӗрлӗхе никӗсленӗ, Хӑвӑн тӳрӗлӗхне тӳпере ҫирӗплетнӗ.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн халӑхне, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӑнӑҫлӑх сунӗ, анчах вӗсем каллех ан ӑссӑрланччӑр тейӗ.Он скажет мир народу Своему и избранным Своим, но да не впадут они снова в безрассудство.
Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртне тӳпе пек тунӑ, ӑна ҫӗр пек ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ лартнӑ, 70. Давида, Хӑйӗн чурине, суйласа илнӗ, ӑна сурӑх карти патӗнчен, 71. сӑвакан выльӑх патӗнчен Хӑйӗн халӑхне Иакова, Хӑйӗн еткерне Израиле кӗтсе ҫӳреме илсе килнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Ҫӳлхуҫа ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑраннӑ, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ улӑп евӗр тӑнӑ та 66. унӑн тӑшманӗсене каялла хӑваласа янӑ, вӗсене ӗмӗрлӗхе намӑса хӑварнӑ; 67. Иосиф килне пӑрахнӑ, Ефрем йӑхне те суйласа илмен, 68. Вӑл Иуда йӑхне, Хӑй кӑмӑлланӑ Сион тӑвне суйласа илнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Вӑхӑтне суйласа илӗп те — Эпӗ тӳррипе сут тӑвӑп. 4. Ҫӗр те, ун ҫинче пурӑнакансем те чӗтӗреҫҫӗ: Эпӗ унӑн никӗсне тӗреклӗлентерӗп».
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑвӑн авалах суйласа илнӗ ушкӑнна, Хӑвӑн халӑху пулма хӑтарнӑ ӑрӑвна, ҫак Ху вырӑнаҫнӑ Сион тӑвне асна илсемччӗ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑн картишӳнте пурӑнмашкӑн суйласа илнӗ, Хӑв патна ҫывӑхартнӑ ҫын телейлӗ.5. Блажен, кого Ты избрал и приблизил, чтобы он жил во дворах Твоих.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй халӑхсем, пурсӑр та алӑ ҫупӑр, савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр: 3. Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫамӑр, хӑрушӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл; 4. халӑхсене пире пӑхӑнтарчӗ, ӑрусене пирӗн ура айне турӗ; 5. пире хамӑрӑн еткерлӗхе — Хӑй юратакан Иаковӑн илемне — суйласа пачӗ.
Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ.12. Блажен народ, у которого Господь есть Бог, - племя, которое Он избрал в наследие Себе.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сана ҫылӑху ҫапла калаҫма вӗрентнӗ, эсӗ ултавҫӑ чӗлхине суйласа илнӗ.5. Нечестие твое настроило так уста твои, и ты избрал язык лукавых.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ӗнтӗ суйласа илнӗ йӑха пӗтерес вырӑнне ӑна ҫавӑн пек савӑнӑҫ кӳчӗ.Ибо владычествующий над всем Бог, вместо погибели избранного рода, устроил им такую радость.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ аттем тата хамӑн ӑрури тӑванӑмсем ҫапла каланине илтнӗччӗ: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, пур халӑхсем хушшинчен Израиле, пур несӗлсенчен вара пирӗн аттесене ӗмӗрхи еткере суйласа илнӗ, вӗсем валли Хӑв вӗсене мӗн каланине тунӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара хӑйсен хушшинчен ҫӗр ҫын суйласа илсе, вӗсене Иудифьпе унӑн тарҫине сыхласа пыма хушнӑ, лешӗсем вӗсене Олоферн чатӑрӗ патне илсе кайнӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вара хӑйӗн ҫарӗпе тинӗс хӗрринчи ҫӗршыва ҫитнӗ те, ҫӳллӗ хуласене ҫавӑрса илсе, унта хурал тӑратса тухнӑ, ҫав хуласенчен хӑй валли вӑйпитти ҫынсене суйласа илнӗ.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара вӑл Навуходоносор патша ҫитес тӗле хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, суйласа илнӗ ҫуран ҫарпа хупӑрлас тесе пӗтӗм ҫарӗпе ҫапӑҫӑва тапранса тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Олоферн, хуҫи патӗнчен тухсассӑн, хӑйӗн патне пур аслӑ пуҫлӑха, ҫулпуҫсене, Ассири ҫарпуҫӗсене чӗнтернӗ те, 15. хӑйӗн хуҫи хушнӑ пек, вӑрҫӑ вӑрҫма чи вӑйпитти ҫынсене — ҫӗр ҫирӗм пин ҫуран ҫын тата вуникӗ пин ухӑллӑ юланутҫӑ — суйласа илнӗ, 16. вӗсене ҫапӑҫӑва тухакан ҫар евӗрлӗ йӗркелесе тӑратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.