Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ан та шухӑшла эпӗ урӑххине куҫ хывма пултарасси ҫинчен.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
— Ҫитет, куҫ умӗнчех ан тунса тӑр.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Миҫе ҫул иртрӗ ӗнтӗ унтанпа, анчах ҫав кун йӗлтӗрпе ярӑнни халӗ те куҫ умӗнче.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Йӗлтӗрӗ ҫӗнӗччӗ ҫав унӑн, ҫавӑн пек ӳкерчӗкри евӗр йӗлтӗр куҫ умӗнче тӑнӑ чухне камӑн чӗри чӑтса тӑтӑр?
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑрӑш куҫ умӗнчех улшӑнса, ҫӗнелсе пычӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тепӗр пилӗк-ултӑ метртан нихӑҫан тавӑрайми хӑрушӑ авари, йывӑр трагеди пуласси куҫ умӗнчех.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Куҫ умӗнчех пӗр уйпа тепӗр уй ылмашӑнса пырать.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫывӑрма выртсан та, ирхине тӑрсан та, сан ятна аса илетӗп, сӑнна куҫ умӗнче тытатӑп.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Мӗншӗн пирӗн ялта хӗрсем сахалланса юлчӗҫ тетпӗр, ак ӑҫта иккен вӗсен патшалӑхӗ, ай-яй-яй, юрамасть, юрамасть ун пек, хӗрсем, сире каччӑсем куҫ пек кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, эсир пур хӑнк та тумасӑр ват ҫынсем пек пӳлӗмре пӑчӑхса ларатӑр, — чӗлхе-ҫӑвара вылянтарма пуҫларӗ пӗр каччи, таҫтан татса килнӗ чечеке сӗтел ҫинчи вазӑна вырнаҫтарса.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Хам та ҫакна калатӑп мар-и, халех ан тӑр тетӗп, вӑл пур мана та итлемерӗ, кӑвак шуҫӑмлах мунча хутса хатӗрлерӗ, кукӑльсем унаса пӗҫерсе кӑларчӗ, — ӑшшӑн калаҫрӗ Таиҫ аппа, кукӑль касакан хӗрӗ ҫине куҫ туллин пӑхса.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Манӑн чӗре чул татки мар вӗт, куҫ умӗнчех савнӑ ҫынпа урӑххи ташлать, урӑххи ӑна ыталать пулсан, такам та чӑтса тӑраяс ҫук.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ну, хӗрсем, ташлаттаратӑп та ӗнтӗ пӗрре, — купӑсне тӑсса ячӗ те хӗрсем еннелле пӑхса куҫ хӗссе илчӗ Толя.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пурте хӗрсех ташлакан килӗшӳллӗ мӑшӑрсене куҫ туллин пӑхса лараҫҫӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл тӳп-тӳррӗн, куҫ сиктермесӗр.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑйне ҫӗршер куҫ витерсе пӑхнине чӑтаймасӑр, халӑха хирӗҫ мар, шап-шурӑ стена ҫинчи плакатсене тӗлсӗррӗн пӑхкаларӗ.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кун пек пулсан, ӗҫрен кӑларса сирпӗтесси те куҫ умӗнчех.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ваня вӗҫӗмсӗр Лена ҫинчен, ҫак ӑшҫунтармӑш хура куҫ пирки шутларӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ака вӑл — мӑнаҫлӑ Атӑл, куҫ тулли сарӑлса выртать.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, ҫынна вилӗм аллинчен туртса илес тесе, унӑн кашни хусканӑвне куҫ пек сыхласа ларнине?
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗп-хӗрлӗ помидорсем те, илӗртӳллӗ купаласа хунӑ хӑярсем те, пӗчӗкрех улма пысӑкӑш тӗлӗнтермӗш виктори те — пӗтӗмпех куҫ умӗнче.