Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, арҫын ачана ҫаннинчен вӗҫертмесӗр, каснӑ ҫӗртех купаланӑ йывӑҫ стенасене сӑнать, вӗсене пурне те сӑмсисене сӑрласа янӑ ҫара уран Жаннӑсем пек сӑнарлать.

Машинально держась за рукав мальчика, смотрела она на раскинутые по вырубке стены дров, представляя, что все это босоногие Жаны с раскрашенными носами.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Унӑн арҫын туйӑмӗ — «хӗр ачасем» тӗлӗшпе йӗрӗнӳ ҫӑл куҫӗ, — сӑмсинчен чӑмӑр лекнӗрен тӗшӗрӗлсе ӳксе пӗтнӗ.

Его мужское чувство, источник презрения к «девчонкам», было опрокинуто и уничтожено ударом кулака в нос.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Вӑл тетӗшне кӗпинчен ҫатӑрласа тытнӑ, арҫын ача хӑй тӗллӗнлӗх пирки ас туса вӗҫерӗнме хӑтланнӑ кашни самантрах хӗр ача ӑна тӗрте-тӗрте малалла уттарать.

Уцепившись за братнину рубашку, девочка резко дергала ее каждый раз, как только мальчик, вспоминая о мужской самостоятельности, начинал вырываться крича:

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Вӑл минресе кайса ӳкмерӗ, анчах, юн юлми шуранкаскер, стенаран темиҫе самант хушши ал тупанӗсемпе тата ҫурӑмӗпе тӗревленсе тӑчӗ; унтан шӑлне ҫыртса арҫын ача патне пычӗ, ӑна хваттертен йӑтса тухсан суллана-суллана алӑка питӗрчӗ.

Она не упала в обморок, но, бескровно побледнев, стояла несколько мгновений, упираясь ладонями и спиной в стену; затем, стиснув зубы, подошла к мальчику, вынесла его на площадку и, шатаясь, заперла дверь.

V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

— Кӳп, Машук, кӳп, — шухӑшлӑн калаҫать арҫын, — кайран хуҫуна тӑрантарма пуҫлӑн.

— Лопай, Машенька, — вдумчиво говорил он, — потом хозяина кормить будешь.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Арҫын хунар тытнӑ, сухалне ирӗклӗ аллипе шӑлкалать.

Мужчина держал фонарь, поглаживая свободной рукой бороду.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Картишсенчен пӗринче тӳрӗ-кӳпчек сӑнлӑ тӗреклӗ арҫын тӑнӑ та — каткари апата лачӑлтаттарса ҫиекен шупка хӗрлӗ хӑлхаллӑ сыснине сӑнать.

На одном из дворов плотный мужчина с уравновешенно-жирным лицом смотрел на розовую ушастую свинью, хлюпавшую пойло из кадки.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Арҫын хӗрарӑма аллинчен тытрӗ.

Он, взяв ее руки.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Унпа юнашарах, ҫурӑмӗ ҫинче, — Полина, вӑл пуҫне кӑштах арҫын еннелле пӑрнӑ; Шамполиона Полина куҫӗсем хупанкисем витӗр сисӗни-сисӗнми ҫиҫнӗн туйӑнчӗҫ.

На спине же, рядом с ним, лежала Полина, слегка повернув к нему голову, и ему показалось, что сквозь тени ее ресниц блестел взгляд.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Арҫын хӗре кӑкӑрӗнчен ҫӑмӑллӑн, кӗскен, тӳрккессӗн чышрӗ, — нимӗн шухӑшсӑр, хытӑ хупнӑ алӑка тӗкнӗн.

Он легко, коротким и равнодушным ударом толкнул ее в грудь, — просто, как отталкивают тугую дверь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Урамсем тӑрӑх арҫын ачасен ушкӑнӗсем ҫил пек кумаҫҫӗ.

Через улицы словно ветром переносило стаи мальчишек.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Унӑн пиншак кӗсйине йӑмӑкӗ ирсерен мӑн бутерброд чиксе хурать, арҫын тӑкакӗсем валли вунӑ цент парать те — туйипе сулкалаша-сулкалаша Комендант порт ӗҫне «тӗрӗслеме» ҫул тытать.

Утром сестра засовывала в карман его пиджачка большой бутерброд, давала десять центов на самочинные мужские расходы, и, помахивая тросточкой, Комендант начинал обход порта.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

— Мӗн шӳчӗ! — терӗ вӗсем патне пырса тӑнӑ Кутгей аслӑ кочегар — сарлака хул пуҫҫиллӗ, шӑнӑрлӑ арҫын.

— Чего шутить! — сказал, подходя к нему, Кутгей, старший кочегар, человек костлявый и широкоплечий.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Арҫын хӗрарӑма асӑрхануллӑн — ҫав вӑхӑтра сывлама та хӑраса тӑтӑм, — шутсӑр асӑрхануллӑн пуҫӗнчен тытрӗ те тутинчен ҫепӗҫҫӗн-ҫепӗҫҫӗн чуп турӗ.

Мужчина взял голову женщины— осторожно, так осторожно, что я боялся дохнуть, и поцеловал в губы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Чул тахҫанах шӑпланнӑ ӗнтӗ, вӗсем вара, пӗр сӑмахсӑр, пӗр сасӑсӑр йӑл кулса-ҫиҫсе, ҫав-ҫавах пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ; унтан арҫын аллине тӑсрӗ, вара хӗрарӑм та — вӑраххӑн-хуллен — хӑйӗнне тӑсса пачӗ, ҫапла вӗсене алӑсем пӗрлештерчӗҫ.

Камень давно стих, а они все еще смотрели, улыбаясь без слов, без звука; тогда он протянул руку, и она — медленно — протянула свою, и руки соединили их.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Ку — йӑрӑс пӳллӗ арҫын, вӑтӑр ҫултан аслӑ мар, вӑтам пӳллӗ, сӑнӗ кӑмӑллӑ, уҫӑ, унра вӑйпа ҫепӗҫлӗх палӑраҫҫӗ.

Это был стройный человек, не старше тридцати лет, небольшого роста, с приятным открытым лицом, выражавшим силу и нежность.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫав самантрах кивӗ ҫурт хыҫӗнчен пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе тухрӗ; малта авкаланса-хӑлаҫланса, патаксемпе сулкалашса турӑ ҫынни-ҫапкаланчӑксем кускалаҫҫӗ; ик айккипе арҫын ачасен пӗлӗчӗ сӗнкӗлтетет; чӗнтӗрлӗ вӑрӑм патаксем ҫинче пӗчӗк хунарсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсем, амӑшӗн варӗнчи хаяр пит-куҫне пӗркелентернӗ тискер пепкесене аса илтерекен хура йӗрӗхсем силленеҫҫӗ-хуҫкаланаҫҫӗ; вӗсен тавра ҫухӑрашса тата ӗсӗклесе ҫурма ҫутӑ пуҫсен тинӗсӗ тӗркӗшет; ылтӑнланӑ йывӑҫ тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать; тимӗр хоругвисем пӗр-пӗрне лексе чӑнкӑртатаҫҫӗ.

Тотчас же из-за старого дома высыпала густая толпа; впереди, кривляясь и размахивая палками, сновали юродивые; туча мальчишек брела сбоку; на высоких резных палках качались маленькие фонари, изображения святых, скорченные темные идолы, напоминавшие свирепых младенцев в материнской утробе; полуосвещенное море голов теснилось вокруг них, вопя и рыдая; блестела тусклая позолота дерева; металлические хоругви, задевая друг друга, звенели и дребезжали.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫав самантрах сад ассӑн сывланипе тата чӑштӑртатупа тулса ларчӗ, — вара мана майӗпен суккӑр вун виҫӗ арҫын ҫавӑрса карталарӗ, вӗсем курман куҫссемпе тӗсенине туятӑп.

Тогда вздохи и шорохи наполнили сад, и тринадцать слепых мужчин медленно окружили меня, всматриваясь слепыми глазами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Суринэн ҫулӑмлӑ юратӑвне вӑл суйласа илнӗскерӗн пахалӑхӗсемпе ӑнлантарма юрамасть-тӗр, мӗншӗн тесен Пьер хитре мар, ҫилпе ҫуркаланнӑ пичӗ, чеччепе вӑйлах нӗрсӗрленнӗскер, портри ватӑ юххасене те, пылак «арҫын ачасем» пирки пулма пултарайман ӗмӗтпе, хӑнӑхнӑ йӑлапа ҫунакансене, пач та килӗшмест.

Пламенную любовь Суринэ едва ли можно объяснить качествами избранника, так как Пьер не был пригож, и обветренное лицо его, сильно попорченное оспой, не нравилось даже старым портовым шлюхам, лелеющим, по традиции, несбыточную мечту о жантильных «мальчиках».

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

— Манӑн ҫывӑрма юрамасть, — терӗ Нок, — ыйха путас тӑк ыран мана, йӑлтах вӑйран кайнӑскере, мундир тӑхӑннӑ патвар арҫын ҫеҫ мар, айван кушак та пӑркӑчлаять.

— Я не должен спать, — сказал Нок, — если засну, то завтра, совсем обессилевшего, меня может поймать не только здоровенный мужчина в мундире, а простая кошка.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней