Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑрать пек; 2. акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ; 3. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ; 4. начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; 32. унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7. вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе выртнӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеонпа Левий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ; 26. Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе касса вӗлернӗ; Динӑна Сихем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пырса вырӑнаҫнӑ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара хӗрарӑм тарҫисемпе вӗсен ачисем, ҫывӑха пырса, ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ; 7. Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ӳксе пуҫҫапнӑ; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ӳксе пуҫҫапнӑ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗрӗ] пырса ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак выльӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иаков Исаак патне, хӑйӗн ашшӗ патне, пырса тӑнӑ, ашшӗ ӑна хыпаласа пӑхнӑ та каланӑ: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫав кунах Исаак чурисем пырса ӑна хӑйсем алтакан пусӑ ҫинчен хыпар тунӑ, вӗсем ӑна: эпир шыв тупрӑмӑр, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исаак Герара пырса вырӑнаҫнӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ.17. И побежал раб навстречу ей и сказал: дай мне испить немного воды из кувшина твоего.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫитнӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ тунӑ, вуттине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун патне пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп; 22. васка, ҫавӑнта тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, тапӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ.И очень приступали к человеку сему, к Лоту, и подошли, чтобы выломать дверь.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ.1. И пришли те два Ангела в Содом вечером, когда Лот сидел у ворот Содома.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.