Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмӑллӑ та вӑраха тӑсӑлакан хутшӑнусем йӗркелеме лайӑх вӑхӑт.Наступило отличное время для построения гармоничных, длительных отношений.
17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне… Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова».
Халӑх юратакан кӗнекесене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34861.html
Пӗтӗмпех тепӗр чӗлхе ҫине куҫиччен халӑх чылай вӑхӑт хушши икӗ чӗлхепе калаҫать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Паллах ӗнтӗ, малашне художествӑллӑ пултарулӑхӗ анлӑн сарӑлса пымалла, — ӗҫ кунӗсем кӗскелнӗ май, ӗҫ халӑхӗн кайма тата хӑйсен пултарулӑхне, хӑйсен талантне пур енлӗн сарса яма пушӑ вӑхӑт хутшӑнсах пырать.
4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Ӗнтӗ магазинсем хупӑнмалли вӑхӑт та ҫитсе иртсе кайнӑ…
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑхӑт шурӗ.
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, темелле, анчах эп каялла ҫаврӑнса пынӑ тӗле машина ҫукчӗ ӗнтӗ, кайнӑччӗ…
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
— Пичет пустарса тӑма вӑхӑт пулмарӗ пирӗн.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Сирӗн ҫырӑвӑра эпӗ госпитальре выртнӑ чух илсе вуланӑччӗ, анчах ун хыҫҫӑн хуларан хулана куҫса ҫӳренипе ответ ҫырма вӑхӑт тупаймарӑм.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Пӗлтӗр ҫак вӑхӑт тӗлне пӗр гектар та ӗҫе кӗртмен.
Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883
Ҫӗр ҫинче ӗҫлекенӗн паян ларса-тӑма вӑхӑт ҫук.
Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883
Киле килме вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйпе пӗрле кедр хунавӗсене илсе таврӑннӑ, вара Ҫӗпӗр йывӑҫне Чӑрӑш Туҫара хӑй пахчинче ӳстернӗ.
117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548
Вӑхӑт майӗпен хӑйӗн ӗҫнех тӑвӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӑҫан та пулин пенсие тухас вӑхӑт ҫитессе пӗлсех тӑнӑ-ха вӑл, анчах хальхинчен ытларах вӗҫме ӗмӗтленнӗ, аллӑ ҫула ҫитичченех самолет штурвалӗ умӗнче ларма хавхаланнӑ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Анкартине мунча лартсан аслӑ ывӑлне Татти инке авланма вӑхӑт ҫитни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — вӑрман ҫине икӗ ҫӑхан ҫӗкленчӗҫ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Калаҫмалли татах пур та, анчах вӑхӑт ҫук.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ерҫӳллӗ вӑхӑт тупса пирӗн енне килейместӗр-ши?
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Анчах вӑхӑт кирек хӑҫан та — хурлӑх-и сан е савӑнӑҫ — малалла ыткӑнать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.