Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Салтаксем (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтаксем, сак ҫине тӑрса ларса, тыткӑна илнӗ нимӗҫпе ним чухлӗ те интересленменни, хӑйсен лӑпкӑ ыйхине татнӑшӑн шеллени Олейника тӗлӗнтерчӗ.

Олейника удивило, что солдаты, поднимаясь на нарах, не проявили к пленному особого интереса и явно жалели, что их оторвали от спокойного сна.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем вӑранма пуҫларӗҫ.

Начали просыпаться солдаты.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл госпитальте выртнӑ вӑхӑтра ҫапӑҫу йывӑрлӑхне пӑхмасӑрах салтаксем хӑйсен вӑйне тата хӑйсем ҫӗнтерессе шанса тӑни ҫав тери ҫирӗпленнипе, вӗсем ҫӑкӑрсӑрах, ҫак вай-хал паракан шанчӑка ӗненсе тӑнипе кӑна пурӑнма пултарассӑн туйӑннӑ.

За время, пока он валялся в госпитале, вопреки всяким его ожиданиям, у солдат, несмотря на тяжесть борьбы, так окрепла вера в свои силы и в свою победу, что они, пожалуй, могли бы жить без хлеба — только одной этой живительной верой.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл нӳхрепӗн стени ӑшне чавса тунӑ вучахха ҫурҫӗрчченех тӑрӑшса вутсыпписем пӑрахкаласа ларчӗ; кунта ӑшӑ каминри пек кӑвартан кӑна сарӑлма пултарать; салтаксем шӳтлесе: ҫӗр чӑмӑрне ӑшӑтиччен, эпир ӑнсӑртран килсе пурӑнма пуҫланӑ хуралтӑра ӑшӑ пулас ҫук, тесе кулчӗҫ.

До полуночи он часто и заботливо подживлял огонь в широкой нише, выдолбленной в стене овощехранилища; тепло здесь могло быть только от углей, как в камине; солдаты шутили, что, пока не нагреешь весь земной шар, в их случайном жилище будет холодно.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак каҫ Дубровка взвочӗнчи салтаксем пурте ӗлӗк пахча ҫимӗҫ усранӑ нӳхрепре тутлӑ та канлӗ ыйхӑпа ҫывӑрчӗҫ.

Все солдаты из взвода Дубровки в эту ночь крепко и спокойно спали в бывшем овощехранилище.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем пурӑнакан кашни хуралтӑрах вут ҫунтарса тӑнипе пӗтӗм передовой ҫийӗн тӗтӗм мӑкӑрланса тӑчӗ.

Во всех солдатских жилищах пришлось поддерживать хороший огонь, — дым несло по всей обороне.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шавлӑн калаҫса, тумтирӗсем ҫинчи юра силлесе, табак тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, салтаксем ҫывхарчӗҫ.

Шумно разговаривая, отряхиваясь от снега, дымя махоркой, подходили солдаты.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра салтаксем ҫул ҫине тухрӗҫ.

Пока они разговаривали, солдаты выбежали к дороге.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем тата хӑвӑртрах утма тытӑнчӗҫ, унтан пӗр харӑссӑн малалла чупса кайрӗҫ, вара вӗсен пӗрле хутшӑннӑ сасси лапам ҫийӗн кӗрлесе кайрӗ.

Солдаты прибавили шаг, а затем дружно бросились вперед, и над низиной загремели их голоса, сливаясь воедино:

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем харӑссӑн тенӗ пекех сиксе тӑчӗҫ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнмасӑр, пынӑ ҫӗртех винтовкисене хывса взвод командирӗ тӑракан ҫӗрелле хӑвӑрттӑн утма пуҫларӗҫ.

Солдаты почти разом поднялись и, не скучиваясь, быстрым шагом пошли по низине, в сторону командира взвода, на ходу вскидывая винтовки.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем ретӗнчен вара: — Ма-лал-лаа! — тени илтӗнсе кайрӗ.

От цепи солдат долетело: — Впере-е-од!

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лапамра, аяккарах, салтаксем хырӑм ҫинче шуса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн юр ҫине кукӑр-макӑр тарӑн йӑрансем юлаҫҫӗ.

Вдали по ней ползла группа солдат, оставляя позади себя в снегу глубокие, извилистые борозды.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫӑва пула салтаксем пурте халтан кайнӑ, хӑранине пула тискерленнӗ; вӗсем таса мар, салхуллӑ, тар шӑрши, ҫӗр шӑрши тата юнпа тӗрле ҫӗрӗк шӑрши ҫапнӑскерсем, хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсенче шукаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗн тунине ӑнланмасӑр, хӑнӑхнине пула ҫеҫ темскер аппаланаҫҫӗ, кашни секундрах хӑйсен пуҫӗ тӑрринче кӗрлеме, кӗмсӗртетме пуҫласса кӗтсе, сехӗрленсех таврари шӑплӑха итлеҫҫӗ…

Все солдаты обессилели от бесконечных боев, одичали от страха; грязные, унылые, пропахшие потом, землей, кровью и разной гнилью, ползают они по своим темным норам, что-то делают по привычке, не понимая существа дела, и с ужасом прислушиваются к тишине, каждую секунду ожидая гула и грохота над собой…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Фронтри шӑплӑха Олейник передовойри ытти салтаксем пек мар, пачах урӑхла ӑнланса илчӗ.

Тишина на фронте была разгадана Олейником совсем не так, как всеми солдатами на передовой.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем каласа панӑ тӑрӑх илсен, чӑнах та, вӗсем ӑнсӑртран кӑна аманнӑ пек пулса тухнӑ.

И действительно, из рассказов солдат выходило, что все они получили ранения случайно.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Аманнӑ салтаксем госпитальте ҫапӑҫура пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен нумай кала-кала панӑ.

В госпитале раненые солдаты рассказывали множество случаев из боевой жизни.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пурте вӗрентӗмӗр: командирсем те, салтаксем те!

Все научились: и командиры, и солдаты!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапла, пуринчен малтан салтаксем ҫинчен шухӑшламалла…

— Да, прежде всего надо думать о солдатах…

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пуринчен малтан, — терӗ вӑл сӑмахне малалла тӑсса, — салтаксем ҫинчен шухӑшламалла.

— Прежде всего, — продолжал он, — надо думать о солдатах.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӑшман тылӗнче пулнӑ разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑшман икӗ эрне хушши пыракан наступленире салтакӗсене тата техникине ҫухатнине, унӑн атакисем кунсеренех вӑйсӑрланса пынине, йышлӑн тыткӑна илнӗ салтаксем хӑйсен чаҫӗсем халсӑрланни ҫинчен ирӗккӗнех каласа панине шута илсе, тӑшман вӑйӗ тата салтаксен хӑвачӗ мӗнле чакса пынине арми штабӗнче тимлӗн сӑнаса пычӗҫ.

Принимая во внимание, что, по данным разведки, находившейся в тылу врага, противник в течение двух недель терял солдат и технику в наступлении, его атаки с каждым днем становились все слабее, солдаты, взятые в плен, свободно рассказывали об ослаблении своих частей, в штабе армии внимательно следили за тем, как силы противника и стойкость солдат снижались.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней