Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана эсӗ икӗ хут та тӑн кӗртрӗн ӗнтӗ.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Чжан Вэйдун икӗ енчен те интересленнине палӑртнӑ, малашлӑх ҫул-йӗрсене палӑртнӑ.

Помоги переводом

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Алевтина Никитична сумлӑ юбилейне паллӑ турӗ, икӗ «5» туянчӗ.

Помоги переводом

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Кузьминсем виҫӗ ачана икӗ ывӑлпа пӗр хӗре кун ҫути парнелесе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлранӑ.

Помоги переводом

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Паянхи куна ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫе икӗ хутчен туса ирттерме ӗлӗкӗрнӗ те ӗнтӗ.

Помоги переводом

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Икӗ виҫӗ ҫултан вӗсемпе йывӑҫ чӗртсе тӑратма кӑмӑл тӑвакан вӑрманҫӑсене те, общество организацийӗсен те, уйрӑм ҫынсене те… туллин тивӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Администраци представителӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлешнин ырӑ кӑтартӑвӗсене уҫӑмлатнӑ хыҫҫӑн ҫынсем икӗ муниципалитет пӗрле пулассипе килӗшнӗ.

Помоги переводом

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Пухӑннисем, хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ муниципалитет пӗрлешессине, ҫӗнӗрен туса хуракан муниципалитет йӗркеленӗвне муниципалитет округӗн статусӗпе «Канаш муниципалитет округӗ» ят парассине ырланӑ — депутатсене хула пухӑвне ҫакнашкал йышӑну тума сӗннӗ.

Помоги переводом

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Икӗ хут ӗҫ тума тивнине кура ӗҫ калӑпӑшӗ, тӑкаксем тата ӳсни каламасӑрах паллӑ.

Помоги переводом

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Икӗ пулеметран тӑрать.

Помоги переводом

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

1972 ҫулта пӗр-пӗрне юратакан икӗ чӗре пӗр ҫемьене пӗрлешнӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Вӑйӑ пуҫланичченех икӗ команди те хӑйсене ҫирӗп тытни, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлни, кашни очкона ҫӗнсе илессишӗн чунӗсене пама хатӗрри курӑнчӗ.

Помоги переводом

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Ури ыратнӑран икӗ ҫул ӗҫлемесӗр пурӑнать.

Помоги переводом

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Пӗчӗк Коля икӗ уйӑхра чухне Пракух салтака каять, Кавказра хӗсметре тӑрать.

Помоги переводом

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Йышӑннин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх икӗ ҫынна шыҫӑ патологине тӗпчеме онкодиспансера янӑ.

Помоги переводом

Усал чирсене вӑхӑтра тӗпчесе палӑртмалла // Н. ФЕДОРОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/us ... palrtmalla

Унӑн професси ҫулӗ икӗ пинмӗш ҫулсенче пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Вӑл хӑйне кирек мӗнле ӗҫпе те интереслентерет: боецсем валли нускисем ҫыхать, тӗрлет, халӗ пахча ӗҫӗпе аппаланать, тата икӗ сысна ҫури туяннӑ.

Помоги переводом

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Нина Дмитриевнан тата икӗ хӗр, 17 мӑнук тата мӑнуксен тӑватӑ ачи пур.

Помоги переводом

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Икӗ хут тӑлӑха юлнӑ Нина Дмитриевна ҫичӗ ачана воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ.

Помоги переводом

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней