Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрӑх (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мария Александровна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кашни ҫемьере — расна лару-тӑру.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мария Александровна сӑнанӑ тӑрӑх, садикре кашни ушкӑнрах кунашкаллисем пур.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр управленире суд йышӑнӑвне пурнӑҫламалли 13 пин ытла производствӑна шута илнӗ.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ача шухӑшӗ пулман унӑн! Кафе, мунча, пляж тӑрӑх арҫынсемпе сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл!» — ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарчӗ Володя.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Сана Марина Карягина пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккуклӑ сехет» ҫӗнӗ спектакльте тӗп роле шаннӑ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ку енӗпе ҫитӗнӳсемпе савӑнтарать.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ачасем ял тӑрӑх «Кино пулать, кино! Паян кино кӑтартаҫҫӗ!» тесе йыхравласа ҫӳретчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Комсомольскинче пурӑнакансем аса илнӗ тӑрӑх, вӗсем 2000 ҫулта юлашкинчен «Титаник» фильма курса киленнӗ.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нина аппа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫре вӗсем мӑшӑрӗпе, Дмитрий Петровичпа, 38 ҫул тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Кӗлеткене сулахаялла авмалла, сулахай алла ун тӑрӑх хул айӗсем патнелле шуҫтарса хӑпармалла.

Помоги переводом

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Юлашки кӑтартусем тӑрӑх, унта 2 пине яхӑн чӑваш тӗпленнӗ.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пичче каланӑ тӑрӑх, Крым республики Раҫҫей шутне кӗнӗ хыҫҫӑн вӗсен пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланнӑ, ҫакӑ кашни кун ытларах та ытларах сисӗнет-мӗн.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧР Строительство министерствин информацийӗ тӑрӑх, 4301 тӑваткал метр пурӑнмалли лаптӑка хута янӑ Шупашкар районӗ чи пысӑк строительство калӑпӑшӗпе палӑракан муниципалитетсен йышӗнче.

Помоги переводом

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмран пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсене районта I тата II ушкӑнри 1900 инвалид илме пултарать, вӗсен йышне сусӑр ачаллӑ 190 ҫемье те кӗрет.

Помоги переводом

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӑҫал вӗри шыв ыйтӑвне татса парасса ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ шантарсах каларӗ – апла пулатех пулӗ.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пурӗ 26 млн тенкӗ кирлӗ, хальлӗхе ял тӑрӑх администрацийӗ 11 млн тенкӗ палӑртнӑ, ӑнлантӑр ӗнтӗ, ку кӑна ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ыйтӑва пӗр ҫулта кӑна татса пама май килмӗ.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ял тӑрӑх пуҫлӑхне панӑ тепӗр ыйту вӗри шывпа ҫыхӑннӑ, «Советская» урамра пурӑнакансем хутса ӑшӑтакан сезон вӗҫленсенех вӗри шывсӑр аптӑрама пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗнчен Александр Ивановран, райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнчен Борис Романовран, Кӳкеҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗнчен Владимир Вершининран, надзор ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн дознавателӗнчен Геннадий Димитриевран йӗркеленнӗ ушкӑн Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулчӗ.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней