Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗн (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах тӗплӗн шутласа палӑртнипе ҫав кабинетра мӗн кирлине пурне те ӳкерсе кӑтартнӑ: малта яланах ҫиеле симӗс пустав витнӗ сӗтел ларать, вӑл кирек епле пулсан та, «Т» буква евӗрлӗ; кӑштах айккинерех сӑран диван, ун патӗнчен пуҫласа икӗ еннӗпе те площаделле пӑхакан икӗ чӳречеллӗ стена ҫумне пукансем лартса тухнӑ; шыв тултарнӑ графин, телефон, район картти тата ытти ҫавӑн пек япаласене те манса хӑварман.

В котором, согласно заранее продуманной сценической композиции, есть решительно все: на переднем плане, как правило, под зеленым сукном стоит стол, формой своей непременно похожий на букву «Т»; чуть поодаль показан кожаный диван, а от него в обе стороны шеренгой выстроились стулья вдоль стены с двумя окнами на площадь; не упущены и такие предметы, как графин с водой, телефон, карта района и т. п.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗтӗмпех тӗплӗн пренире каласа парӑп…

А подробно все изложу в прениях…

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кунта чи кирли акӑ мӗнре: парти руководителӗн председатель ҫул-йӗрне тӗплӗн те тӗрӗс ӑнланса илмелле…

Тут главное, чтобы партийный руководитель глубоко и правильно уяснил линию председателя…

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Юланутҫӑна халех бригадирсене чӗнме ярӑр — тырӑ тухӑҫӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлтерекен сведенисем илсе килччӗр…

Срочно посылайте верхового за бригадирами — пусть являются с полными данными об урожае…

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Савва нумай ҫулхи опытран лайӑх пӗлет: районти активӑн пухӑвне тӗплӗн хатӗрленмелле, калас пулать, пур енӗпе те хӗҫпӑшалланса каймалла.

Из опыта многих лет Савва хорошо знал, что всегда к собранию партийного актива необходимо тщательно готовиться и ехать, как говорится, во всеоружии.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пурнӑҫра ҫакӑ мӗнле пулса пынине Илья калама ҫук тӗплӗн пӗлнӗ пулсан та, — ҫамрӑк чухне ӑна хӑйне те выльӑха туран тӳрем вырӑна хӑваласа анма тивнӗ, — анчах вӑл ку ӗҫ мӗнле пулнӑ пек ҫырма, нихҫан та ту ҫинче пулман тата выльӑха хӑваласа аннине курман вулакана ҫакна пӗтӗмпех курса тӑмалла ҫырса пама пултарайман.

И хотя он хорошо, даже в мельчайших деталях знал, как все это бывает в жизни — в юношестве ему самому приходилось перегонять скот с гор в долину — а вот написать об этом так, как это бывает, и чтобы читатель, никогда не бывший в горах и не видевший перегона скота, увидел все это, Илья не мог.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Фельетон авторӗ Нарыжныйӑн ӑнӑҫсӑр ҫулҫӳревне пур енчен те тӗплӗн пӗлет-мӗн, анчах ун ҫинчен вӑл ытлашши ҫивӗч те ӳстерсе ҫырнӑ пек туйӑннӑ Хохлакова.

Автор фельетона каким-то образом был осведомлен решительно о всех подробностях столь плачевного путешествия Нарыжного и написал об этом, как показалось Хохлакову, слишком ядовито и преувеличенно.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сергей ытлашши сӑмах вакламасӑр ответлерӗ, районти активӑн пухӑвӗнче пурин ҫинчен те тӗплӗн каласа пама сӑмах пачӗ; ҫакӑнтах тата вӑл грузсем Невинномыск станцине кирлӗ хӑвӑртлӑхпа килни, «тӗкекенсем» кирлӗ марри ҫинчен пӗлтерчӗ.

Сергей отвечал скупо, пообещав Льву Ильичу обо всем подробно рассказать на районном собрании актива, тут же сообщил, что грузы идут на станцию Невинномысская нужной скоростью и что «толкачи» не потребуются.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах вӗсем мӗн шутланине тӗплӗн пӗлесчӗ.

Вот только бы точно знать их намерения…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫакӑн ҫинчен ӑс-пуҫпа тӗплӗн шухӑшласа, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Сергей, — эпӗ акӑ мӗн патне ҫитрӗм: ҫитес ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн плана пӑхса тухса, пысӑклатмалла пулать.

— Думая об этом и прикидывая в уме, — продолжал Сергей, — я пришел к тому, что необходимо уже в эту осень заложить питомник по выращиванию лесопосадочного материала.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Секретарь умӗнче хулӑн папка уҫрӗ, электрооборудовани илмелли нарядсен копийӗсене, йӗпсемпе тирсе хунӑскерсене, ӗнер ҫырса хунӑ хут листине кӑларса, Сергей хӑй Мускава епле кайса килни ҫинчен васкамасӑр та тӗплӗн каласа пама пуҫларӗ.

Сергей открыл перед секретарем набухшую папку, вынул сколотые булавкой копии нарядов на электрооборудование, достал лист бумаги со вчерашними пометками и начал подробно говорить о своей поездке.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Исполком секретарӗнчен Сергей районти ҫӗнӗ хыпарсемпе пурнӑҫ ҫинчен нумай та тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ: Марьяновкӑран делегаци килсе кайнипе, гидроэлектростанци ӗҫӗпе, Рагулин патӗнче электричествӑпа авӑн ҫапас ӗҫ мӗнле тӑнипе интересленчӗ, унтан икӗ сехете яхӑн тӗрлӗ хутсене пӑхса ларчӗ…

Сергей подробно расспрашивал секретаря исполкома о новостях и жизни района, интересовался приездом марьяновской делегации, работой гидростанции, электромолотьбой у Рагулина, а затем часа два сидел за столом и просматривал бумаги…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн, молотилка патне пырса, ҫынсене сывлӑх сунас, унтан ҫак двигателе епле туни ҫинчен ҫынсенчен тӗплӗн ыйтса пӗлес килчӗ; пурне те хӑйӗн куҫӗпе курса, алӑпа хыпашласа пӑхас килчӗ; каҫхи тӗттӗмлӗхӗн чиккинчен тухас тесе, вӑл Буланӑя уттарнӑччӗ те ӗнтӗ.

Ему захотелось подъехать к молотилке, поздороваться с людьми, а потом поподробнее расспросить их, как устроен этот двигатель; захотелось самому все осмотреть и руками пощупать, и он уже было тронул Буланого, чтобы выехать за черту ночной темноты.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Евсей хӑйне ҫак кун тӳссе ирттерме тивнӗ икӗ аван мар ӗҫ ҫинчен тӗплӗн каласа парать, Артамашов пӗрре ӑна хӗрхенсе пуҫне суллать, тепре хӑйӗн тусӗ ҫине ачашшӑн пӑхса илет.

Евсей подробно излагает Артамашову обе неприятности, которые пришлось пережить ему в этот день, Артамашов то сочувственно качает головой, то ласково смотрит на своего друга.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пуян казак Кагалдин патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ чухне хӑй ун хӗрне юратни ҫинчен, вара ҫав Кагалдин хӑйӗн ҫуртӗнчен Евсей-каччӑна хӑваласа кӑларса, хӑйӗн хӗрне тӗрмене хупнӑ пек амбара хупса лартса, унта ӑна ҫу каҫах тытни ҫинчен уйрӑмах тӗплӗн каласа пачӗ.

Особенно подробно он рассказывал о том, как влюбился в дочку богатого казака Кагалдина, у которого служил батраком, и как этот Кагалдин выгнал парубка Евсея из дому, а свою дочку посадил в амбар, как в тюрьму, и продержал ее под замком все лето…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Малалла сыхлануллӑрах пулма унӑн халӗ тӗплӗн шухӑшласа пӑхас килчӗ, анчах пуҫра, юри тенӗ пекех, пуш-пушах, хӑй тӳссе ирттернӗ кӳренӳ туйӑмӗ кӑна унтан пӗр минутлӑха та хӑпма пӗлмерӗ.

Теперь ему хотелось еще и собраться с мыслями для того, чтобы предпринять шаг более осмотрительный, но в голове, как назло, было пусто, и только знакомое чувство горечи и обиды не покидало его ни на минуту.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл, мӗскӗн, паллӑ вӑхӑтсене пӗтӗмпех тӗплӗн вӗренсе пӗлнӗччӗ, вӗсене тур кӗнеки пек вулатчӗ, анчах иккӗ илчӗ…

Он, бедный, тщательно выучил все известные даты, чтил их, как Библию, но получил два…

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Кунта тӗплӗн калани кирлӗ…

— Тут нужен подробный рассказ…

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Руле тытса ларса пынӑ чухне епле пулман-тӑман кӑмӑл-туйӑмсем ҫуралнӑ ӗнтӗ, пӑхӑр-ха эсир: кунта хӑйӗн «ҫулҫӳревҫӗ савнине» ытарма ҫук юратакан типтерлӗ хуҫа, хӑйӗн савнийӗ ӑҫта чарӑнса ларассине те, «тӗплӗн юсамалла» текен чире те пӗлмест, ҫӗр пин километра пӗтӗмпех вӑл токарьсемпе слесарьсем патне кӗмесӗрех чупать.

А какие неповторимые и самобытные характеры уже родились за рулем — вы только посмотрите: тут и бережливый хозяин, любящий свою «дорожную подружку» так, что она не знает ни остановок, ни болезни, именуемой «капитальный ремонт», и бегает все сто тысяч километров без захода к токарям и слесарям.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Группенфюрер ҫак ӗҫсене пурне те тӗплӗн тӗпчесе пӗлме тата паллӑ мар ҫынсене шырас ӗҫе пикенсех тытӑнма приказ панӑ.

Группенфюрер приказал тщательно расследовать эти случаи и решительно заняться поисками неизвестных.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней