Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир ҫак каҫ, тӑхӑр сехет ҫапсан, ҫав ҫул ҫӳреве, Фрионшӑн ирттернӗ ҫул ҫӳреве, иккӗмӗш хут тухса кайсан — малтан калаҫса татӑлнӑ пекех икӗ ҫуллӑха — эпӗ сире Фрион выляса янӑ укҫана та, хамӑнне те тӳлесе тататӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Юлнине ӑҫта тӳлесе татасси пирки калаҫса килӗшрӗҫ те уйрӑлчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Кунта тӗл пулма вӗсем ҫур ҫул каяллах, Рен суккӑрланичченех, геологин черетлӗ экспедицине нимӗнле синкер туйӑмӗсӗр кайичченех, калаҫса татӑлнӑччӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Чи ҫивӗччисем ҫаксем – строительство ӗҫӗнчи, энергетика инфратытӑмӗнчи, юридици сӑпачӗсен харпӑрлӑх правине шута илнӗ чухнехи калаҫса килӗшмелли процедурӑсен вӑхӑтне тата шутне чакарасси; электронлӑ майпа паракан пулӑшу ӗҫӗсен шутне ӳстересси; тӗрӗслевпе асӑрхав органӗсен административлӑ хӗсӗрлевне чакарасси; пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшасси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Министрсен Кабинечӗн членӗсен тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен умне малтанлӑха калаҫса килӗшнӗ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме хатӗрлесе ҫитерме тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Галеранпа Консуэло кун пуҫланасса кӗтме кайрӗҫ; ирхине сакӑр сехет тӗлнелле Француз больницинчен санитар каретине, унпа пӗрле вара Покетри чи лайӑх хирурга Кресс врача чӗнсе килме калаҫса татӑлчӗҫ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак каҫ ун патне яланхи йӳтӗмпе виҫҫӗн кӗрсе тухрӗҫ: надзиратель арӑмӗ табак пачкипе карт тӗркемӗ туянчӗ; хаҫат валеҫӳҫӗ — ӳсӗрскер, Стомадор ӑна нимӗн хирӗҫлемесӗр кивҫенле эрех парасса пачах кӗтменскер, — ҫавна кура чунне уҫса калаҫса ларас кӑмӑлӗ те пурччӗ унӑн, анчах хуҫа ӑна татӑклӑнах кӑларса ячӗ; тата кӳршӗ пахчаҫӑ — мӗн тума килнине маннӑскер.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Калаҫса пӑхатӑн, — Ботредж саккӑрмӗш патака кӑларчӗ, тӑххӑрмӗшпе йӑнӑшрӗ.— Я поговорю, — Ботредж снял восьмую палочку, а на девятой ошибся.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Дан Тергенспа калаҫса пӑхсам.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӗҫ-пуҫ ӗренкелӗхӗпе, Тиррей хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӗсем ҫинчен кӗскен каланипе Галеран ҫав ҫынсене, вӗсен Ван-Конет ҫумӗнчи рольне кӑштах чухлать темелле; вӑл пӗлет: ҫав тери пӑсӑк ҫын та, енчен те ун патне унӑн лайӑх туйӑмӗсене кӑтартас шанӑҫпа пырсан, калаҫса кайма, хӑйне улӑштарма мехел ҫитереет.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак тӗллевпе манӑн Баркетпа, унӑн хӗрӗпе тата Петронийӑпа пӗр чӗлхе тупмалла; Сногденпа тата Лаура Мульдвейпа калаҫса пӑхни те ытлашши мар тен…
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр эрнерен, хӑйӗн еркӗнӗпе вӑрттӑн калаҫса татӑлса, Покета Лаура Мульдвей, унтан вара Сногден килсе ҫитрӗҫ; Ван-Конета хӑй хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗркине малалла та тытса пымашкӑн Сногденсӑр йывӑр тиветчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Альфред рыцарь… — васкаса калаҫса кайрӗ Вилли ас манӑҫӑвӗ урлӑ сиккипе чупса каҫасса шанса.И рыцарь Альфред… — быстро заговорил Вилли в надежде, что с разбега перескочит сопротивление памяти.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сирӗн аҫӑра ҫав ӗҫ пирки эпир малтан калаҫса татӑлнӑ пӗлтерӗшпе эпӗ ҫеҫ евитлеме пултарнӑ, ҫав ӗҫ ӑнӑҫасса шанатпӑр, ҫав ӗҫе лӑпкӑн тата питӗ тӗплӗн туса ирттермелле.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Петвек калаҫса татӑлнӑ пек паллӑ пачӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Баркет мӗншӗн шарламасть — пӗлместӗп, — хуравларӗ Давенант Сногден тилӗрӗвне пачах асӑрхаманла, Ван-Конетпа калаҫса, — мӗнех, ашшӗ чӗнмест тӗк — уншӑн эпӗ калатӑп.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Стомадор ҫуртне тепӗр ҫынна панин ӗҫ-хӗлӗ пачах та вӑрттӑнлӑх мар; шӑпах ҫавӑн ҫинчен калаҫса кайрӗ Гравелот Гертона таврӑнакан Баркетпа — кӑтартмӑшсен сӑнарлӑ ӳкерӳҫипе.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Мӗншӗн сана? — тесе ыйтрӗ вӑл, ҫилленнӗ пек пулса, ӳчӗ ҫине тӗрлесе пӗтернӗ ҫирӗп матроспа калаҫса тӑнӑ ҫӗртен чарӑнса.— Что тебе? — недовольно спросил он, прерывая разговор с крепким растатуированным матросом.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсем ушкӑн-ушкӑнӑн пӗрле пухӑнса хыттӑн калаҫса шавлаҫҫӗ, ятлаҫкалаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, илтӗнмелле хаҫатсем вулаҫҫӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.