Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3. анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, ҫулпуҫӗ ҫакӑн ҫинчен халӑха пӗлтерсессӗн, пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ: вӗсем калаҫу ирттерме килӗшнӗ, 21. хӑҫан пӗрле пуҫтарӑнмалли кунне палӑртса хунӑ, ҫав кун ҫитсессӗн кашнийӗ валли уйрӑм пукан лартса тухнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Менелай ӗнтӗ, Андроник пӗччен чухне май тупса, ӑна Онияна вӗлерме ыйтнӑ; лешӗ, Ония патне пырса, тупа туса алӑ парса, ӑна ултавлӑн ӗнентернӗ, хӑйне шанман пулин те, вӑл Онияна тарса пытаннӑ ҫӗртен тухма ӳкӗте кӗртнӗ, вара намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫавӑнтах вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑншӑн вӗсене пысӑк инкек ҫитсе ҫапнӑ, хӑйсемшӗн тӗслӗх вырӑнне хунӑ, пур тӗлӗшпе те ҫавсем пек пурӑнма тӑрӑшнӑ ҫынсем вӗсен тӑшманӗсем, вӗсене хӗн кӑтартаканӗсем пулса тӑнӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ саккунӗсене хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрсе пурӑнни хасасӑр иртмест, кайран вӑхӑт ҫакна хӑех кӑтартса парать.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл кӑрал тытнӑ ҫынсемпеле мул управӑшне кӗрсессӗн, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пур вӑя та Тытса Тӑракан, хӑватлӑ паллӑ кӑтартнӑ, Илиодорпа пӗрле кӗме хӑйнисем Турӑ хӑватӗнчен хӑранипе хавшанса сехӗрленсех ӳкнӗ: 25. вӗсене ӗнтӗ хӑрушӑ юланутҫӑ утланнӑ урхамах, илемлӗ вителӗкпе витнӗскер, курӑннӑ: вирхӗнсе пырса, вӑл Илиодора малти чӗрнипе амантса хӑварнӑ, ун ҫинче ларса пыраканни вара ылтӑн кӑрал тытнӑ пек курӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах пӗри Газара хулине Иоанн патне маларах пырса ҫитнӗ те унӑн ашшӗпе тӑванӗсене вӗлерни ҫинчен, Птоломей ӑна хӑйне те вӗлерме ҫынсем яни ҫинчен пӗлтернӗ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Антиох патша Дора хулине пур енчен те тапӑнса пырса, хӳме ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем туса лартса тепӗр хут хупӑрласа илнӗ, ҫапла Трифона кӗрейми-тухайми хӗссе лартнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Антиох Дора хули патне ҫӗр ҫирӗм пин ҫар ҫыннипе сакӑр пин юланутҫӑ ертсе пынӑ та 14. хулана ҫавӑрса илнӗ, тинӗс енчен унӑн карапӗсем пырса ҫитнӗ, ҫапла вӑл хулана пур енчен те хӗссе тӑнӑ, никама та тухма-кӗме паман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫитмӗл тӑваттӑмӗш ҫулта Антиох хӑйсен ашшӗсен ҫӗрне пырса кӗнӗ те, ун патне пӗтӗм ҫар пухӑннӑ, ҫапла вара Трифонпа пӗрле юлнисем нумаях пулман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах Арсак — Персипе Миди патши — Димитрий унӑн ҫӗрне пырса кӗни ҫинчен илтсессӗн, пӗр ҫарпуҫне ӑна чӗррӗн тытса килме хушса янӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вара вӗсем Симона килӗшӳ тумашкӑн тархасланӑ, Симон килӗшнӗ, анчах вӗсене унтан хӑваласа кӑларнӑ та ирсӗрлентернӗ кереме тасатнӑ, 51. вара ҫӗр ҫитмӗл пӗрремӗш ҫулхи иккӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче Симон кереме Турра мухтаса, пальма турачӗсем тытса, кӗслепе цитра каласа, кимвал ҫапса, псаломсемпе юрӑсем юрласа пырса кӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн питех те вӑйлӑ тӑшманне салатса тӑкнӑ вӗсем.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав вӑхӑтра Трифон Иудея ҫӗрне пырса кӗмешкӗн Птолемаидӑран пысӑк йышлӑ ҫарпа хӑпарнӑ; унпа пӗрле хурал аллинчи Ионафан та пулнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Птоломей ӗнтӗ Антиохие пырса кӗнӗ те икӗ патшалӑхӑн — Азипе Египетӑн — патши пулса тӑнӑ.13. И вошел Птоломей в Антиохию и возложил на свою голову два венца - Азии и Египта.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн?
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ионафан, Птолемаида хулине чаплӑн тухса пырса, икӗ патша умне тӑнӑ, вӗсене хӑйсене те, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те ылтӑн-кӗмӗл, темӗн чухлӗ парне парса савӑнтарнӑ, ҫапла вӑл пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вара Птоломей хӑй тата унӑн хӗрӗ Клеопатра Египетран тапранса тухнӑ та ҫӗр утмӑл иккӗмӗш ҫулта Птолемаидӑна пырса ҫитнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ионафан, хулара хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, пӗчӗк кӑна йышпа хула тулашне тухнӑ, 66. вӑл Одоаарринпа унӑн тӑванӗсене тата Фасирон ывӑлӗсене хӑйсен чатӑрӗсенчех пӗтерсе тӑкнӑ та хулана тапӑнакансене вирлӗн пырса ҫапнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшман ҫарӗ тапӑртан тапранса тухнӑ та вӗсене хирӗҫ пырса тӑнӑ; утлӑ ҫарӗ икӗ ушкӑна уйӑрӑлнӑ, ҫар умӗнчен чулравҫӑсемпе ухӑҫӑсем, вӑйлӑ та хастар ҫар ҫыннисем пынӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.