Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлисем Вешенскине хӗвелтухӑҫ енчен хупӑрласа илме талпӑнас-мӗн пулсан, сулахай фланга ҫирӗпленме тата Татарскипе Лебяжински сотнисене тӑшмана тытса чарма пулӑшма тесе, вӑл Ерински хуторне виҫҫӗр хӗҫ (юланутлӑ казак) кӑларса ячӗ: Базки хуторӗн сотнине хӗвеланӑҫ енчен, Дон тӑрӑх анатарахран, пулӑшма Вешенски станицӑн иногородни (казак мар ҫынсенчен йӗркеленӗ) дружинипе Чир станицин пӗр ҫуран сотнине ячӗ; хӑрушӑрах участоксене сакӑр пулемет вырнаҫтарса тухрӗ те, тул ҫутӑласса кӗтсе илме тата хӗрлӗармеецсене утлӑ стройпа тапӑнма тесе, ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет ҫитес умӗн икӗ юланутлӑ сотньӑпа Ҫунӑк вӑрман хӗррине пырса вырнаҫрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав вӑхӑтра Вешенскинче сулахай ҫырана каҫнӑ чаҫсене пӗтерсе тӑкас пирки васкавлӑ мерӑсем йышӑнчӗҫ.Но в Вешенской уже принимались спешные меры для ликвидации прорыва.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулахай ҫыранра казаксен ҫыпӑҫусӑр юррисемсӗр пуҫне пӗр пилӗк минута яхӑн ним сасӑ та илтӗнмерӗ, унтан ҫавӑнтах алӑпа ывӑтмалли гранатӑсем шартлатса ҫурӑла пуҫларӗҫ, пулемет шӑтӑртатса кайрӗ, пӑшалсемпе тӗлли-паллисӗр пеме тапратрӗҫ, унта та кунта: «Урра-а-а! Урра-а-а! Урра-а-а!» — тесе кӑшкӑрнӑ сасӑсем инҫетелле кассӑн-кассӑн юхса саланчӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья пушмакне хыврӗ те, сулахай аллипе юбка аркине ҫӗклесе тытса (вӑрманти курӑксем ҫинче халӗ те сывлӑм типмен), курӑкпа мӑкланнӑ ланкашкаллӑ вӑрман ҫулӗпе ҫӑмӑллӑн утса пычӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл инҫетрен вӑйкӑнса килнӗ, ҫӗр хута кӑштах ырнӑ, анчах ир еннелле ҫав-ҫавах Каспи леш енчи пушхирсен вӗри сывлӑшне варкӑштарса ҫитернӗ те, сулахай ҫыран айлӑмӗнчи ҫаранлӑха ҫаврӑнса ӳксе, сывлӑма типӗтнӗ, тӗтрене сирсе салатнӑ, Дон ҫумӗнчи шурӑ чуллӑ сӑртсен юпписене хӗрлӗрех тӗслӗ пӑчӑ янкарпа пиелесе кӗптенӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрта, Донӑн сулахай ҫыранӗнче, повстанецсен икӗ дивизийӗ траншейӑсенче тымар янӑ пек ҫирӗпленсе ларнӑ, хӗрлӗармеецсен йышлӑ батарейисем хӑйсем ҫине пӗр вӗҫӗм тенӗ пек хаяррӑн персе тӑнӑ пулин те, вӗсене шыв урлӑ каҫма паман; ытти виҫӗ дивизийӗ повстанецсен территорине хӗвеланӑҫӗнчен, ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчен хӳтӗленӗ, пур ҫӗрте те, уйрӑмах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ участокӗнче, вышкайсӑр пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, ҫапах та каялла чакман, Хопер округӗн чиккисенчех тытӑнса тӑнӑ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Аникей патнех ҫитрӗ те сасартӑк кулма чарӑнчӗ, сивӗрех хура куҫӗсене Аникей ҫине ҫӗклесе, ҫамкине пӗркелентерсе, сулахай куҫне хӗсрӗ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени Коробина хӑй куҫӗ умне илсе тухрӗ: халӗ вӑл ҫамкине пӗркелентернӗ, сулахай аллине трубкӑ тытнӑ, сылтӑм аллипе пӗр-пӗр хут татки ҫине ҫыркалать, тута кӗтессисене усӑнтарнӑ, куҫӗсемпе ҫутӑ ҫине хӗссе пӑхать.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Отставкӑна кӑларма ыйтатӑп, — терӗ Бахолдин шӳтлӗн, анчах ун сулахай пит ҫӑмарти сасартӑк вашаклӑн туртӑнкалама пуҫланинчен ӑна шӳт тума ҫӑмӑл пулманни курӑнчӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров ун сулахай пит ҫӑмартипе ҫӑра куҫ хӑрпӑкӗ кӑшт витнӗ хура куҫне анчах курчӗ.Мажаров видел лишь левую часть ее лица и чуть притушенный густыми ресницами темный глаз.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл сулахай куҫне хӗснӗ те тутине чаплаттарса илсе:
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шурӑ ҫи витти ҫинче сарӑлса выртакан хаҫат ҫине пӑхсан, Корней тӳрех пысӑк ӳкерчӗк курчӗ: варринче унӑн арӑмӗ Пелагея ларать; вӑл, именчӗклӗ те телейлӗскер, Корней ҫук чухне ҫакӑн пек шут тытнӑшӑн унран каҫару ыйтнӑ пек туйӑнать; унпа юнашар Корней ашшӗ, кӗреҫе сухаллӑ Иван мучи юпа пек хытса тӑнӑ; сылтӑм енче, савӑнӑҫлӑн кулса, Роман тӑрать, сулахай енче — пусӑрӑнчӑк Никодим, ун ҫумне, хӑйне хаҫат валли ӳкернипе тӗлӗнсе-савӑнса кайнӑ пек, чи кӗҫӗнни — вун сакӑр ҫулти Васенӑ вырнаҫса ларнӑ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ хӑй пӗччен маррине курса, спекулянт сасартӑк сулахай аллипе Мажарова кӑкӑртан ҫапнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун ҫамкипе ҫӳлти тути ҫине тар тапса тухрӗ, сулахай пит ҫӑмарти валли юн ҫитмен пек, сылтӑм пит ҫӑмартине кӑна чирлӗ ҫыннӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан писевӗ тухрӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, уксахлакаласа, темиҫе утӑм турӗ те, туратлӑ туя ҫине таянса, сулахай урине урайне пусмасӑр чарӑнса тӑчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов куҫне хӗсрӗ, сулахай куҫ хупанки усӑнса аннипе куҫне кӑшт ҫеҫ хупласа хумарӗ, ҫӳхе тутисем чутах кулса яратчӗҫ.Пробатов сощурился, левое веко наползло и почти прикрыло глаз, тонкие губы задержали легкую усмешку.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Таҫта сулахай флангра Христоня кӑшкӑрчӗ:
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Теплерен пӗрре ҫеҫ, окопран пуҫне кӑларса пӑкакан сӑнавҫӑ ҫинелле кӗске черетсем ӑсатса, сулахай ҫыранра пулемет шӑтӑртатса каять, унтан каллех таврара чылай хушӑ шӑп пулса килет.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сулахай ҫыранӑн кимӗрчекленсе ларнӑ чӑнкӑ шырланӗ хӗрринче хӑйсене пытанса выртмалӑх пӗчӗк окопсем чаврӗҫ, вӑрманта ҫӗрпӳртсем турӗҫ.На хрящеватом обрывистом яру левобережья вырыли окопчики для лежания, а в лесу поделали землянки.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сулахай ҫырана каҫса килнӗ казаксем позицилле ҫапӑҫусене хатӗрленчӗҫ: васкасах траншейӑсем чаврӗҫ, тирек, хӗрлӗ ҫӳҫе, юман йывӑҫӗсене касрӗҫ, пӑчкӑсемпе татрӗҫ, блиндажсем турӗҫ, пулеметсем валли тарӑн мар шӑтӑксем чаврӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.