Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юнашарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Евсей Антоныч, эсир — управленири партбюро членӗ, анчах мӗнле-ха хӑвӑрпа юнашарах Шамраевпа Акчуров япӑх ӗҫленине тӳсетӗр?

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку участокпа юнашарах, ак кунта, ӗнер «безостая 1» сортлӑ тулӑ вӑрлӑхне акса пӑхрӑмӑр.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Клубпа юнашарах урамалла ултӑ чӳрече кӑларнӑ, крыльцаллӑ, шифер ҫи виттиллӗ шатрун ҫурт ларать.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кунта шывӗ те юнашарах, вырӑнӗ те хӳтӗ, пӑр сӑмсаран вӗрекен ҫилсем ҫапаймаҫҫӗ тата — хӗвел пичӗ, — терӗ ҫамрӑк агроном.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кунта юн… чӗрӗ суран… куҫ умӗнчех ҫӗрекен ӳт… юнашарах вилӗм…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑтӑнса юнашарах пуль утрӗҫ Юратупа каварлӑ уйрӑлу…

Помоги переводом

Каварлӑ уйрӑлу // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 66 с.

Алексеевпа юнашарах Иван Тимофеевич Шурбин лесничий ларать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юнашарах, квартал хӗррипе, шултра йывӑҫсем курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унпа юнашарах хӑйӗнчен те сарлакарах, самаях хулӑнлана пуҫланӑ хӗрарӑм утать.

Помоги переводом

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Ӑна «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗпе юнашарах вырнаҫтарнӑ.

Она размещена рядом с федеральной дорогой «Волга» М-7.

Кӳкеҫре электрозаправка уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33925.html

Унпа юнашарах тепӗр ҫамрӑкӗ параппан ҫапать.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнашарах сурӑхсене хупмалли карта.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӗсем, санпа юнашарах тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳрен утпа юнашарах хӑли пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вӑл Ленинпа юнашарах ларатчӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахартан лаша туяннӑ чух вӑл унпа мӑкӑричне те юнашарах ларса ӗҫнӗччӗ, ҫывӑх ҫынпа сӑмахланӑ пекех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫул ҫинчи ҫынна ҫывӑхрах, юнашарах пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем, тепӗр чухне алӑ тӑссан та алӑ ҫитмелле пек, анчах ҫук ҫав, чип-чипер куҫсемех улталаҫҫӗ иккен сана.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа юнашарах икӗ путекне ертнӗ, ҫурла пек майракаллӑ лӑпсӑркка хура качака пырать.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнашарах йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳллӗ тимӗр кравать.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах кунта лӑпкӑ пулнӑ тееймӗн – юнашарах вӑрҫӑ пынӑ, афган халӑхне боевиксенчен хӳтӗлесе совет офицерӗсемпе салтакӗсем паттӑррӑн кӗрешнӗ, хӑйсене шеллемесӗр пуҫӗсене хунӑ.

Помоги переводом

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней