Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫ пуласпа пӗр темле пӗчӗк пристаньрен пирӗн пароход ҫине хӗрлӗ сӑн-питлӗ арӑм тата сарӑ тутӑрлӑ та ҫӗнӗ шупка кофтӑллӑ хӗр ларчӗҫ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
…Шупка чей хутӗнчен касса кӑларнӑ шӑтӑкласемпе, тӑхлан хутсемпе, йывӑҫ ҫулҫисемпе тата темӗскерсемпе те маччари папкасене эрешлесе, эпӗ, калмӑксем ҫул ҫинче юрланӑ пек, хама мӗн аса килнӗ — пурне те чиркӳ юрри кӗввисемпе юрласа лараттӑм:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шупка чӗлхине кӑларса, манпа юнашар йытӑ чупса пырать, чарӑнкаласа тӑрса шӑршлать те, нимне те пӗлмен пек тилӗ пуҫӗ евӗрлӗ пуҫне сулласа илет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сарлака чӳречесем витӗр пӳлӗме шупка уйӑх ҫути кӗрет, урай тӑрӑх чӗтренсе сарӑлать вӑл, урлӑ-пирлӗ выртакан ҫынсене ҫутатать, вӗсен пичӗсем ҫине асаплӑ та вилӗ сӑн ӳкерет.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ача хыҫҫӑн улттӑн сиксе тухрӗҫ: саппун ҫакнӑ икӗ хӗрарӑм; кӑвак бакенбардлӑ ватӑ та мӑнтӑр лакей, фрак тӑхӑннӑскер, тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ ырхан хӗр; шупка кӑвак шӑтӑкла халатлӑ, чирлӗ сӑнлӑ, анчах пит илемлӗ тепӗр хӗрарӑм; юлашкинчен — кӗрен пурҫӑн костюмлӑ, ылтӑн куҫлӑхлӑ, ҫут ҫамкаллӑ мӑнтӑр господин.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫуртсен ҫийӗпе — Тиссӑн ку енче те, леш енче те — шупка тӗтӗм тӳп-тӳрӗ хӑпарать.Над крышами домов по эту и по ту сторону Тиссы вырастали прямые светлые столбы дымов.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Улмуҫҫисем кашниех шупка кӗрен, шурӑ е хӗрлӗрех тӗслӗ чечексемпе витӗннӗ.Каждое дерево окутано розовым, белым или красноватым облачком.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чечеке ларнӑ ҫинҫешке тӑрӑллӑ тӗттӗмрех симӗс вӗлтрен ҫӳлелле кармашать; йӗплӗ, ытла та хӑмӑр кӑвак чечеклӗ туратламас куршанак хӑмла ҫырлинчен те, ҫынран та ҫӳлӗ ӳссе кайнӑ, тӗл-тӗл вӑл вӗлтренпе пӗрле ватӑ улмуҫҫисен шупка симӗс тӗслӗ лапсӑркка турачӗсене перӗнет, туратсем ҫинче вара шӑмӑ пек яп-яка та чӑмӑр панулмисем пиҫеҫҫӗ, вӗсем ҫинче сывлӑм шывӗ те типсе ҫитеймен-ха.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна сывлӑх суннӑ чухне эпӗ унӑн алли ҫинче шупка сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка шыҫӑ асӑрхатӑп, пӳлӗмӗнче вара пилӗк ҫул каялла анне пӳлӗмӗнче сисӗннӗ йывӑр шӑршӑ тӑрать.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӑвӑс ращи чӗтренсе илчӗ, — ҫулҫӑсем хӑмӑр кӑвак пӗлӗт анлӑшӗнче уйрӑмах палӑракан темле тӗксӗм шупка тӗсе йышӑнаҫҫӗ, шӑпӑл-шӑпӑл туса вӗлтӗртетеҫҫӗ; пысӑк хурӑнсен тӑррисем силленме тытӑнаҫҫӗ, ҫул урлӑ типӗ курӑк пайӑркисем вӗҫеҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Турӑ ҫыннин вӑрӑм шурӑ кӗлетки пӗр енчен уйӑхӑн шупка кӗмӗл пайӑркисемпе ҫуталать; тепӗр енчен — кантӑк рамисемпе пӗрле хура мӗлке пулса урайне, стенасем ҫине ӳкнӗ те маччана ҫитиех тӑсӑлать.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мелик, кӳреннӗскер, сасартӑк кӗпине антарчӗ, шупка пичӗ хӗрелсе кайрӗ, — ӑна ҫавӑн пек сӑн кӗрессе эпӗ шутламанччӗ те.
Вӑрлани // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Липучка чӑпар чӑх пек тумланнӑ: ҫӳҫӗсем хӗрлӗ, пичӗ-куҫӗ кӗп-кӗрен, сарафанӗ шупка, ура тунисем бронза тӗслӗ, ура лапписем вара, — юри порошок сапнӑ тейӗн, — тусан ларнипе хӑмӑр сӑнлӑ курӑнаҫҫӗ.
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ман куҫ умне шупка сӑнлӑ Мелик ятлӑ витязь сӗтпе хӑйма ӑшӗнче епле тапаҫланни, ҫуллӑ шурӑ хӑмпӑсене пакӑртаттарса кӑларни тухса тӑчӗҫ.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кӗтесре амӑшӗ пекех шупка та мӗскӗн сӑн-питлӗ, шӑрпӑк пек ырханкка ывӑл ача ларать.В уголке сидел мальчик с таким же точно бледным и жалостливым лицом, только очень худенький.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ку шӑпах чаплӑ «Кайри-Мару» шхуна, шупка сенкертерех, ҫав тери вӑйлӑскер.То была знаменитая «Кайри-Мару», голубовато-белая, очень длинная шхуна.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ӑшӑх вырӑнтан ҫӳлте, «Саго-Мару» мӑкӑрланнӑ тӗлте, шупка хӗвел курӑна пуҫларӗ.Высоко над отмелью, где дымился остов «Саго-Мару», прорезался бледный солнечный диск.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Тӗрӗс, вӑл ывӑннӑ: ҫӑварӗ карӑлса кайнӑ, шупка хӗрлӗ чӗлхи, хӑй шавлӑн сывланӑ май, пӗрмай чӗтренсе тӑрать.Да, он устал: пасть приоткрылась, розовый язык так и ходил в такт тяжелому, шумному дыханию.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.