Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑх сăмах пирĕн базăра пур.
чӑх (тĕпĕ: чӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑх сӗчӗ ҫукки кӑна вӗт.

Помоги переводом

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хушши пеккинче виҫ-тӑватӑ сурӑх та пӗр ырхан качака, ҫич-сакӑр чӑх.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку енчен, ҫулсеренех темелле, хуҫисем сисиччен вӑрттӑн пусма ларнӑ ик-виҫӗ чӑх мамӑк ҫӑмхи пек чӗпписене киле ертсе таврӑнать.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картишӗнче пӗр харӑсах темиҫе чӑх какалать, виҫ утӑмрах ҫерҫисем тӑрст та тӑрст! сиккелесе, пӗр пӗринпе ҫапӑҫса шыв ӗҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин кӑларнӑ чӑх чӗппи пек сап-сарӑ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗкҫӗ Утямӑша мӗскер ӑна, вӑл шап-шур кипкесем хушшинче ӗмкӗчне ӗмсе ҫеҫ выртать, амӑшӗ, чӗпӗ кӑларнӑ чӑх пек, ун ҫинчен куҫне илме те хӑрать.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иксӗр те чӑх чӗпписене сыхлӑр.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Коля чӑх чӗпписене сыхлама пулчӗ, эпе — хурпа кӑвакал чӗпписене.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

— Хуйхӑ, — тет, ҫӑмарти тухса ӳкес чӑх пек вырӑн тупаймасӑр хыпӑнса.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Пит шӑммисем те тулалла тухса тӑраҫҫӗ, карланкӑ мӑкӑлли те чӑх ҫӑмарти пысӑкӑшех.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Кӗтӳ хӑвалакансем сӑртра юлан утҫӑна асӑрхарӗҫ пулсан — пӗр выльӑх та калча ҫине тухмасть, пӗр чӑх та униче хапхинчен иртмест.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑрӑм курпун сӑмси тата ҫӗкленерех тӑракан хул пуҫҫийӗсем пӑвса пӑрахнӑ чӑх ҫине ҫӗнтерӳллӗн хӑпарса тӑнӑ хӑлата аса илтереҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫав районти Кӑтӑш ялӗнчи хӗрарӑм тилӗ сарайне чӑх вӑрлама кӗнине тӳрех ӑнкарнӑ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Хурчка чӑх чӗппине ярса илнӗ пек, пуп мана ӗнсерен ҫавӑрса тытрӗ, алӑк патнелле танкӑлтаттарчӗ, чиркӳрен илсе тухса, хурал пӳртне тӗртсе ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑнтӑрлахипе каҫхи апатра — пӗрер чӑх.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Атя, сана шапасемпе пӗрле хупатӑп, ҫиес килсен, чӑх пӑтратни ҫитеретӗп, — терӗ Шӗшлӗ, мана хӑрах алӑран хытӑ тытрӗ те арман патнелле талкӑштарчӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ чӑх вунӑ ҫӑмарта тӑвиччен ӗнтӗ пирӗн тӑварсӑрах пурӑнас пулать.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗмӗрне чӑх пусса курман ҫыннӑн ирӗксӗрех, хӳтӗленсе, хӑй пек этеме вӗлерме тивет.

В жизни не зарезавший даже курицы, теперь он принужден, спасая себя, убивать такого же человека.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗр, чӑх пек, сӑмса умӗнчине ҫеҫ куратпӑр…

Мы люди маленькие, что куры, видим только у себя под носом…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуркунне енне чӑх куҫпе аптраҫҫӗ.

весной страдают куриной слепотой

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней