Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — Турӑ, шанчӑклӑ Турӑ, Вӑл [Хӑйӗн] халалне упрать, Хӑйне юратакансене, Хӑйӗн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнакансене пин сыпӑка ҫитиччен ырӑ тӑвать, 10. Хӑйне курайманнисене хӑйсене пӗтерсе тавӑрать; Вӑл вӑраха ямасть, Хӑйне курайман ҫынна шӑп хӑйнех айӑплать.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр; 13. ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр, 14. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр; 15. ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Манӑн шӑматӑмсене уяса тӑрӑр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма хисеплӗр.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кашнийӗ хӑйӗн амӑшӗнчен, хӑйӗн ашшӗнчен хӑратӑр, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑтӑр.3. Бойтесь каждый матери своей и отца своего и субботы Мои храните.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уяса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, авив уйӑхӗн палӑртнӑ вӑхӑтӗнче ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Египетран авив уйӑхӗнче тухрӑн.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: 13. Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли; 14. шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр; 15. ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр; 16. Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр; 17. ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Турӑ Хӑй каланӑ пек, эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа парас ҫӗре кӗрсессӗн, ҫакӑ йӗркене тытса, уяса тӑрӑр.25. Когда войдете в землю, которую Господь даст вам, как Он говорил, соблюдайте сие служение.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн шӑп ҫакӑ кун Эпӗ сирӗн халӑхӑра Египет ҫӗрӗнчен кӑлартӑм, ҫакӑ куна ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке тӑрӑх сыпӑкран сыпӑка уяса тӑрӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр; 11. ӳтӗр хӗррине касӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ Авраама тата каланӑ: эсӗ вара Эпӗ хывнӑ халала уяса тӑр, эсӗ хӑв та уяса тӑр, сан хыҫҫӑн килес ӑрусем те сыпӑкран сыпӑка уяса тӑччӑр.9. И сказал Бог Аврааму: ты же соблюди завет Мой, ты и потомки твои после тебя в роды их.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.