Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта, стерьлядьсем тытма чарнӑ хатӗрсене майласа, хӑйӗн киммин хӳри ҫине утланса ларса, кукӑр та тӗксӗм урисене хура шыв ӑшнелле усса, вӑл ҫурма-сасӑпа калаҫатчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Мунча тӑррин хысакӗ ҫине кӑвак сӑнлӑ мужик утланса ларать, вӑл пӗр аллине пуртӑ тытнӑ, теприне ҫамки ҫумне илсе пырса аялалла, Атӑл ҫинелле пӑхать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пирӗн ҫулҫӳревҫӗсем, тӗвесем ҫине утланса, пушхирсем урлӑ каҫнӑ.Плавно покачиваясь на верблюдах, пересекали путешественники пустыню.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Утланса ларатпӑр та — яра паратпӑр!
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫапах вӑл ӑна лӑплантарать те, такине алӑра тытса, лаши ҫине утланса ларать.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ун чухне вӗсем ҫара пуҫӑн, кивӗ вӑрӑм кӗрӗксем тӑхӑнса, чи вирлӗ чупакан лашасем ҫине утланса, хаваслӑн кӑшкӑрашса, ҫухрашса, ури-аллисене сулласа, кула-кула сиккипе чуптараҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑ йытӑ пӑхакансем картишне пухӑнса мӑйракасемпе шӑхӑртатчӗҫ; вара унӑн сиятельстви тухатчӗ, унӑн сиятельстви патне йӗнерленӗ ут илсе пырса тӑрататчӗҫ, унӑн сиятельстви утланса ларатчӗ, аслӑ сунарҫӑ унӑн урине йӗнер пускӑчне тӑхӑнтаратчӗ те, хӑйӗн пуҫӗнчи ҫӗлӗке хывса, ӑна чӗлпӗре паратчӗ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Шыв урлӑ пур ҫӗрте те салтаксем каҫаҫҫӗ, хӑшӗсем сулӑсем ҫипе хӑпарса тӑнӑ, хӑшӗсем тата пӗренесем ҫине утланса ларнӑ, теприсем тата ахалех, хӑйсем тӗллӗнех, шампӑртатса ишеҫҫӗ.Повсюду через реку на бревнах и плотах или просто вплавь переправлялись солдаты.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ытти чухне пулсан, ачасем, ҫав пӗренесене утланса, вӗсенчен шыв ҫийӗн ҫӳремелли лашасем тӑвӗччӗҫ, пӗр-пӗрне шывпа сирпӗтсе, вӗҫкӗнленсе ҫӳренӗ пулӗччӗҫ.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем вӑйсӑр тӑшмана ҫаратса пуясси ҫинчен шутламаҫҫӗ, хӑйсене ваттисен умӗнче кӑтартса парассишӗн ҫеҫ, чаплӑ лаша ҫине утланса епанча ҫаннисене ҫилпе вӗҫтерсе пыракан чӑрсӑр та вӗҫкӗн ляхпа пӗчченех ҫапӑҫӑва кӗрессишӗн ҫеҫ ҫунаҫҫӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Правительство кая юлса янӑ пысӑк мар полксем вӗсене шыраса тупаймаҫҫӗ, е козаксемпе пӗрремӗш хут тӗл пулсанах хӑранипе маттур лашисем ҫине утланса каялла вӗҫтереҫҫӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн ҫамрӑк ывӑлӗсем те темӗнле шиклӗхпе тата ҫав вӑхӑтрах савӑнса хӑйсене ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен тӗрӗслерӗҫ, вара пурте каллех лашисем ҫине утланса Ceчӑран ҫур ҫухрӑмра ларакан пӗр хутора пырса кӗчӗҫ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ывӑлӗсем те лашисем ҫине утланса ларнине курсан, амӑшӗ кӗҫӗнни патне, сӑн-питрен ачашраххӑн туйӑнакан ывӑлӗ патне чупса пычӗ, вӑл ун йӗнер пускӑчӗнчен ярса илчӗ, ун йӗнӗре патне лапчӑнчӗ, ун ҫине аптӑраса ӳкнӗ пит-куҫпа пӑхса ӑна чылайччен вӗҫертмесӗр тӑчӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хуларан тухсан, князь ывӑлне лаша ҫинчен антарать те вӗрентекен хӑй утланса ларать.Как только черта города осталась у них позади, учитель ссадил княжича С коня, а сам сел верхом.
Князь ачипе вӗрентекенӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тепӗр кунне вара, сарӑ хӗвел ҫӗр ҫине хӑйӗн ҫутӑ ҫивиттине сарса хурсан, е тепӗр майлӑ, тул ҫутӑлсан, тӑватӑ тус пурте — патша ывӑлӗ, визирь ывӑлӗ, котвал ывӑлӗ тата купца ывӑлӗ — хӑйсен араб лашисем ҫине утланса ларнӑ та Исфагань еннелле ҫул тытнӑ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Капитан лаша ҫине утланса доктор Ливси патне чуптарма хушнӑ приказа пурнӑҫлама пултараймарӑм: аннене сӗм пӗччен, нимӗнле хӳтӗлӗхсӗр хӑварма юрамасть.
IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Чапай хаклӑ йӗнер ҫине утланса ларса чӗлпӗрӗсене ярса тытать ҫеҫ — урхамахӗ, ҫиҫӗм пек, вӑрман хӗррипе вӗҫтерет, ҫӗр ҫинче пӗлӗт пек тусан ҫеҫ ҫӗкленсе юлать.
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Тӑватӑ ҫулти арҫын ачи йӑвантарса янӑ пукан ҫине утланса ларнӑ та ӑна пиҫиххипе ҫаптарать.Четырёхлетний мальчик сидел верхом на опрокинутой табуретке и хлестал её поясом.
Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Шыв урлӑ пуринчен малтан ишсе каҫма та, лаша утланса пуринчен хытӑ вӗҫтерсе ҫӳреме те, хӑйӗнчен вӑйлӑрах ачасем юлташне тапӑнсан унӑн хутне кӗме те хӑраман вӑл.
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ял патне ҫитеспе вӗсене хирӗҫ хӑла лаша ҫине утланса ларнӑ Чжан Цзин-жуй ыткӑнса тухрӗ.Едва они подошли к деревне, навстречу им верхом на рыжем коне вылетел Чжан Цзин-жуй.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.