Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сӑмах мӗн ҫинчен пынине тавҫӑрса та илеймерӗм, ответлеме те ӗлкӗреймерӗм, Марфа Петровна алӑк уҫса ячӗ те пӳрте пӗр лутрарах ватӑ карчӑка кӳртсе ячӗ, карчӑкӗ хӑйне кура мар чечеклӗ ҫутӑ сарафан тӑхӑннӑ, виҫӗ кӗтеслӗ тутри — ытарма ҫук йӑлтӑртатать, мӑйӗ ҫине кӗрен тутӑр уртса янӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫара уранскер, каҫхи кӗпе-йӗм ҫине уртса янӑ халатпа тӑрса, вӑл хӑйне хӑлхинчен турткаларӗ, палламан вырӑна лекнӗ пек унталла-кунталла пӑхрӗ, хӑй тек ухлатрӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хулпуҫҫи ҫине чӗрӗ пиртен ҫӗленӗ пальто уртса ячӗ, аллине Алексей панӑ парнене — чӑмӑр пуҫлӑ туяна (туйи вӗҫӗнче кӗмӗлтен тунӑ кайӑк лаппи малахитран тунӑ ҫаврашка тытса тӑрать) илчӗ те, хапха хыҫне тухса, ывӑҫ тупанӗ айӗн юханшыв еннелле, сӑрт ҫине пӑхрӗ, — унта, йывӑҫ айӗнче, шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Илья выртнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫураҫнӑ хӗр ҫухинчен пуҫласа арки вӗҫне ҫитиех ылтӑнланӑ тӳмесемлӗ кӗмӗл парчаран ҫӗленӗ йывӑр сарафан тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ылтӑн парчаран ҫӗленӗ шушун уртса янӑ, ҫивӗтӗнче — шурӑ та сенкер хӑюсем; вӑл малти кӗтесре пӑр пек хытса ларать, тарланӑ питне тӗрленӗ тутӑрпа шӑлкаласа, янӑравлӑн сӑвӑ калать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Батманов, тӑлӑпне Таня ҫине уртса, лайӑхрах чӗркенме хушрӗ.Батманов набросил на Таню тулуп и велел ей хорошенько закутаться.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Муся, бушлатне хулпуҫҫи ҫине уртса, шоферсем хӑварнӑ консервсемпе шоколада вӗсене пама тесе тухса чупрӗ.Муся, накинув на плечи бушлат, выбежала, чтобы отдать шоферам консервы и шоколад, оставленные ими.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Беридзе кӗрӗкне хулпуҫҫийӗ ҫине уртса вырӑнне ларчӗ те каллех хут ҫине пӗшкӗнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей фуфайка тӑхӑнчӗ, сарлака салтак пиҫиххине туртса ҫыхрӗ, хулпуҫҫи урлӑ противогаз уртса ячӗ.Алексей надел телогрейку, перетянулся широким солдатским ремнем, перекинул через плечо противогаз.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ах, ан чӑрманӑр тархасшӑн! — терӗ Володя; анчах та юнкер, ҫӳллӗ те платна, ҫамрӑк арҫын, хитре, анчах та пит айван ӑслӑ ҫынӑнни евӗр сӑн-питлӗскер, кровать ҫинчен тӑрса хӑй ҫине шинель уртса ячӗ те, лайӑххӑн вӑранма ӗлкӗреймесӗрех-и тен, пӳлӗмрен тухрӗ.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗри, чи варринче ларса пыраканни, аллине темӗнле кантрапа ҫыхнӑ, кӗпи хуп-хурах ун, хӑй ҫине вӑл шинель уртса янӑ, ырханланса шурса кайнӑ пулин те, маттуррӑн ларса пырать вӑл, офицере курсан вӑл ҫӗлӗкне илме тӑнӑччӗ, анчах кайран, хӑй аманнӑ иккенне аса илсе-и тен, пуҫне хыҫас килнӗрен ҫеҫ ҫӗлӗкне илнӗ пек турӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫивчӗскер хӑй, шупкарах хӗрлӗ кӗпепе вӑл, шинельне накидка пек уртса янӑ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Власьевна ваткӑллӑ пиншак уртса ячӗ те анаталла чупрӗ.
Хыпарҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗрелсе кайнӑ хӗрсем кӗпе вӗҫҫӗн, пуҫӗсем ҫине тутӑр ҫеҫ уртса, пӳртрен пӳрте чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Марья Дмитриевна ҫара пуҫӑн, кӗрӗкне хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ.Марья Дмитриевна была простоволосая, в накинутой на плечи шубейке.
Петр Тихонович хапха умӗнче тӑрать // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫара урисене ҫӑматӑ тӑхӑнчӗҫ, кӗрӗкӗсене уртса ячӗҫ, ешчӗке иккӗн тытса, кухня урлӑ сӗтӗрсе кайрӗҫ.
Хӑрушӑ каҫ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл ҫара уран тӑрать, пальто уртса янӑ, аллисем чӗтреҫҫӗ, анчах савӑнӑҫлӑ сасса илтнипе пит-куҫӗ ҫуталать.
Петр Тихонович килтен киле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Лена тепӗр енне ҫаврӑнса выртрӗ, тем мӑкӑртатса илчӗ те каллех ҫывӑрса кайрӗ, Чижик урисене туфли тӑхӑнчӗ те, халат уртса, кухньӑна чупса тухрӗ.
Петр Тихонович килтен киле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Крыльца ҫине килте тӗртнӗ варӑм пир кӗпе тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫине ваткӑллӑ пиншак уртса янӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм тухрӗ.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик кровать ҫинчен сиксе тӑрса, пӗчӗк халат уртса ячӗ те, Ленӑна ыталаса илсе, аппӑшне пит-куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ.Чижик быстро вскочила с кровати, накинула халатик, обняла Лену и озабоченно всмотрелась в ее лицо.
Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Горизонтра шурӑмпуҫ шурала пуҫласанах, Зеб хуллен тӑнӑ, утиялне хӑй ҫине уртса янӑ та, Каса-дель-Корво патӗнчен хуллен аякалла утнӑ.
LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.