Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне пулӑшакансем сунчӑк йӗпписене кантрапа тӑрӑшсах ҫыхнӑ чухне Валерий аялалла пӑхса тӑнӑ.Пока помощники старательно подвязывали веревками спицы, Валерий смотрел вниз.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Бик! — тӑрӑшсах калаҫҫӗ ун хыҫҫӑн папуассем.
Бик! Бик! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ульсон мӑкӑртатнине Маклай чӑтӑмлӑн итлерӗ, пулас коллекцийӗсемпе кӗнекесем валли тӑрӑшсах ҫӳлӗксем майлаштарчӗ.
Юпасем ҫинчи пӗчӗк пӳрт // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ременюк ҫулла та, хӗлле те улӑштармасӑр тӑхӑнакан капюшонлӑ брезент пальтопа, ним пулман пекех сӗтел хушшинче ларать, вӑл комбедри ялхуҫалӑх ӗҫ хатӗрӗсене чухӑнсем валли уйӑрса парасси ҫинчен шӗвӗ чернилпа тӑрӑшсах ведомость тӑвать.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ӗлӗк вышкӑсем ҫинче, шахтӑсенче, цехсенче, хирсенче, лабораторисенче, шкулсенче, пархатарлӑ ӗҫӗн пӗчӗк е пысӑк участоксенче ӗҫленӗ ҫынсем халӗ хӑйсем тӑрӑшсах ҫывхартнӑ вӑхӑта кӗтсе илнине аван пӗлет вӑл.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тепӗр тесен тата ун пек чухне те каҫпа ҫил вӗрме пуҫлать — малтан, темрен именнӗ пек, хуллен кӑна, тепрер сехетрен вара акӑш-макӑш айканма пуҫлать те, ҫав летчиках, каялла вӗҫсе килнӗ чух, ҫӳлерех хӑпарма тӑрӑшса, самолечӗн управлени ручкине тӑрӑшсах хӑй енне туртать…
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл аллине кӑранташ тытнӑ та тӑрӑшсах чертеж ҫинелле пӑхать, тен, ҫавӑнпа вӑл ҫамрӑк конструктор ҫинчен пачах манса кайрӗ пулӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Гасанов тӑрӑшсах чертежне пӑхать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Эпӗ тӑрӑшсах ҫӗрӗк тункатасемпе мӑн туратсенчен пӑрӑнтӑм.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӑрӑшсах тем вуларӗ.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Малтанах Гарик ӗненмесӗртерех кулкаласа ларчӗ, кайран Чакак калавӗ ӑна та ҫавӑрса илчӗ, вара тӑрӑшсах итлерӗ.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑл Чакака тӑрӑшсах тем ҫинчен калать, анчах лешӗ ӑна илтмест те пулас.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Атте юлашкинчен чертёжне туса пӗтерчӗ-пӗтерчех, сӗтел ҫине хутсемпе кӗнекесем сарса хурса, тӑрӑшсах тем шутлама пуҫларӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кузьма Кузьмичӑн ӗмӗрлӗхе канма выртнӑ вырӑнне такам тӑрӑшсах тирпейленӗ.Кто-то заботливо ухаживал за последним прибежищем Кузьмы Кузьмича.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Серегин насуссене пухса йӗркене кӳрес ӗҫре тӑрӑшсах ӗҫленине, урӑххипе нимӗнпе те интересленменнине Кондрин унчченех курса ӗненме пултарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Якова хайӗн ашшӗ Никитӑпа ку тӗлӗшрен тӑрӑшсах пулӑшнӑ пек туйӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак пуп пилсӗр пулманшӑн, вӑл пуринпе те йӑваш калаҫнӑшӑн, чиркӳре лайӑх кӗлтунӑшӑн, пуринчен ытла вилнӗ ҫынсем пирки тӑрӑшсах кӗлтунӑшӑн хулари чухӑн ҫынсем ӑна ҫав тери ырӑ ҫын вырӑнне хунине Петр пӗлнӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл васкамасӑр, тӑрӑшсах ӑнланмалла сӑмахсем тупса калаҫрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах вӑл сӑмахсем никама та кирлӗ маррине пит те лайӑх ӑнланчӗ, вара часах ҫав ахаль сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илеймесӗр, ассӑн сывласа илчӗ те: — Кил ман пата, — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— «Камо гряду от лица твоего и от гнева твоего камо бегу?» — ҫак хурлӑхлӑ та хӑрушӑ сӑмахсене Никита тӑрӑшсах юрларӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй ваттисем каланӑ хурлӑхлӑ сӑмаха: «Юратмасӑр пурӑнни — хурлӑх, юратсан — икӗ хут хурлӑхлӑрах», тенине аса илчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тепӗр тесен, ҫынна ҫав тери хисеплесе, тӑрӑшсах пӳлӗм тирпейлесе парне кӳрекенсем Залкиндпа Женя, пуринчен ытла Женя пулнине вӑл кунта кӗрсенех ӑнланса илчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.