Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урам варринче килти ӑпӑр-тапӑрсем тиенӗ тулли лавсем тӑраҫҫӗ.Посреди улицы стояли колхозные подводы, груженные домашним скарбом.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Фашистсен самолёчӗсем унта боеприпас тиенӗ эшелонсене ним юлмичченех аркатса тӑкнӑ.Фашистские самолеты разбомбили здесь эшелоны с боеприпасами.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Униче хыҫӗнче апат-ҫимӗҫсене пурне те машина ҫине тиенӗ пушӑ лавсем каллех каялла таврӑннӑ, ҫӑнӑх, тырӑ, сахӑр миххисем, кӗрпе ещӗкӗсем, ҫӳ тата тӑварланӑ аш-какай пичкисем хунӑ грузовик Тулитово патӗнчи Хура вӑрман еннелле тухса вӗҫтернӗ.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Колхоз кӗлечӗсенчи тырра тиенӗ пекех, кунта та ҫынсем, пӗр-пӗринпе питӗ шӑппӑн калаҫса, лавсем ҫине михӗсемпе ещӗксем тата пичкесем тиенӗ, вӗсене те униче хыҫне, ҫул айккинче ҫутӑсӑр тӑракан машина патне турттарса кайнӑ.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Йывӑр тиенӗ лавсене колхоз лашисем шывӑн тепӗр енчи хӑйӑрлӑ ҫул тӑрӑх тӑвалла йывӑррӑн туртса хӑпарнине курсан, урапасем ҫине хунӑ япаласем ҫӑмӑл марри каламасӑрах паллӑ.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Урапасемпе машинӑсем тиенӗ паром ҫыран хӗрринчен тин ҫеҫ хӑпса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мӗн пуррине пӗтӗмпех урапа ҫине тиенӗ те шӑвӑннӑ — те Хмелевӑна, те каялла, Старая Руссӑна.Погрузили все на телегу и поехали — не то в Хмелево, не то назад, в Старую Руссу.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Йывӑр груз тиенӗ пулин те пирӗн кимӗ халӗ самаях хӑвӑрт пырать тата шыва та нимӗн чухлӗ ӑсса илмест.Несмотря на тяжелый груз, ялик наш двигался теперь довольно быстро и почти не черпал воду.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кайран, ҫӳп-ҫап тиенӗ юлашки грузовик хапхаран тухса кайнӑ чух, унӑн кустӑрмисем айӗнчен тенӗ пекех Марик сиксе тухрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Снаряд тиенӗ лавсем икҫӗр аллӑ тытса илтӗмӗр, сакӑр пулемет, виҫӗ тупӑ, тата пине яхӑн винтовка пӑрахса хӑварчӗҫ.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Фронталла салтаксем тиенӗ эшелонсем йышлӑн иртме пуҫланӑ.На фронт потянулись нескончаемыми потоками солдатские эшелоны.
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫавӑн пек тавар тиенӗ пӑрахут пынӑ.
Пӑрахут путни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Вилӗмрен хӑтӑлас тесе вӑл, ылтӑн та кӗмӗл тиенӗ лавӗсемпе шанчӑклӑ тарҫисене пӑрахса, сӗм вӑрмана тарать.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Шоссе тӑрӑх уялла тислӗк тиенӗ лавсем тӑсӑлаҫҫӗ, сӑрт енчен ялалла вут-шанкӑ тиенӗ урапасем килеҫҫӗ.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗрин ҫинче пилӗк ҫулхи ачипе арӑмӗ ларнӑ, теприн ҫине хӑйӗн мӗнпур пуянлӑхне тиенӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Акӑ ӗнтӗ Фома, хыҫалалла туртса ҫыхнӑ алӑллӑскер, вараланчӑк савӑт-сапасемпе, ӗҫкӗ-ҫикӗ юлашкийӗсемпе тиенӗ сӗтел хушшинче пӗчченех ларса юлнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑнтӑрларан пуҫласа мӗн каҫченех шоссе тӑрӑх япаласем тиенӗ ҫунасем шурӗҫ.И с обеда до самого вечера по шоссе тянулись сани, наполненные конфискованным добром.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир вара акасса та хӑшӗ-хӑшӗ лӑппи-лаппи кӑна акатпӑр-ха, хамӑра малашлӑх тиенӗ калама ҫук йывӑр ҫӗклемӗн вышкайсӑр пысӑк пӗлтерӗшне чӑн-чӑннипе чӗре ҫывӑхне илейместпӗр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӗ, ак, йывӑр тиенӗ лав тӑвайккине хӑпарса ҫитсе лачӑрах лашлатса аннӑн, ӗнтӗ ку асаплӑ лава хӑй текех нимӗнле те пулӑшма пултарайманнӑн, хӗв шухӑшне пӑшӑрхантарса тӑчӗ-тӑчӗ те пусӑрӑнчӑк Дина тӑвӑнчӑк вилтӑпри кутӗнче, ир ҫӗре кӗрсе выртнӑ амӑшӗпе те, хӑйӗнчен яланлӑхах писнӗ-ютшӑннӑ темӗнпе те сывпуллашса, вӑйран пуҫӗпех шӗлтӗркесе, масар лаптӑкӗнчен ыттисем паҫӑрах такӑрлатнӑ йӗрпе ун тулашне тухрӗ те укӑлча халхи еннелле авкаланакан сукмак ҫинелле шанчӑклӑн пӑрӑнчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тырӑ тиенӗ ҫӗртен апрель уйӑхӗнче ишсе тухса, майӑн пӗрремӗш кунӗсенче пӑрахут ҫитес ҫӗре ҫитнӗ, вара парӑшсене ҫыран хӗррине якӑрсемпе ҫирӗплетсе лартса, хӑй те вӗсем ҫумне пырса тӑнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.