Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тепӗрне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗрне хӑйпӑтса илсе таҫта канавалла ывӑтса ячӗ ҫеҫ — сасартӑк лаша ури тапӑртатни илтӗнсе кайрӗ.

И только второй отцепил и только бросил его куда-то к черту в канаву, слышим топот.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

— Тавай, ҫаврӑн-ха, — тет, — тепӗрне йӗркелер!

Давай, — говорит, — поворачивайся!

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Хӑраххине хыврӑм, унтан тепӗрне

Один стянул и другой…

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Пӗрне — шӑл тунинчен патӑм, тепӗрне — хӑлха чикки тыттартӑм, виҫҫӗмӗшӗ… виҫҫӗмӗшӗ хӑй мана пуҫран шаклаттарчӗ.

Один — получай в зубы, другой — в ухо, а третий… третий меня по башке стукнул.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

— Эсӗ яла кайса эрех илсе кил-ха, — тенӗ пӗри тепӗрне.

«Пойди, — сказал один брат другому, — купи сули (водки) в селе.

Виҫӗ тӑван // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 31–32 с.

Пӗр детальне тытса пӑхать Эттай, тепӗрне, мотор ӑшне пӑхас тесе, гайкисене пӑрса кӑларма хӑтланать.

Он хватался то за одну деталь, то за другую, пытался отвинтить гайки, чтобы заглянуть внутрь мотора.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Каччисем те халь, ху пӗлен, пӗрне ырласа тепӗрне хурламалли ҫук.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Командир сасартӑк хумхана пуҫларӗ, шалти кесйинчен хутсем туртса кӑларчӗ те вӗсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тимлӗн вуласа тухрӗ.

Командир вдруг заволновался, вытащил из нагрудного кармана бумаги и внимательно прочел одну из них.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тепӗрне — симӗсрех куҫӗсемпе мӗскӗннӗн пӑхакан тата хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ ҫӑварне уҫа-уҫа хупакан пуллине — Ильсеяр каялла шыва ячӗ.

А другую, которая так жалобно глядела на нее зеленоватыми глазками и разевала крохотный свой рот, Ильсеяр пустила обратно в реку.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хӗрача, чармакланӑ пӳрнисене перин хыҫҫӑн тепӗрне хуҫлатса, шутлама тытӑнчӗ.

Девочка начала считать, загибая по очереди растопыренные пальцы.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Эс вӗсене пӗр ӗҫ тума хушатӑп, вӗсем пур, шуйттансем, тепӗрне, хӑйсем пак тӑваҫҫӗ…

— Ты им приказываешь одно, а они, черти, делают по-своему.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Пӗрне шыва путарнӑ, тепӗрне хӗнесе пӗтернӗ!

Одного потопили, другого избили!

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Павлуха Стрельцов авӑ — савӑнса ӳкнӗ, — тӗрлӗрен паспортсем тупса тултаратӑп та ун чухне, тет вӑл, пӗр уйӑхне вара дворянсен паспорчӗпе, тепӗрне купцасен паспорчӗпе пурӑнма тытӑнатӑп, тет.

Павлуха Стрельцов — он рад, — заведу, говорит, себе разные пачпорта и буду один месяц по дворянскому пачпорту жить, другой по купеческому.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тиунов, туйине суллакаласа, урамсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, хӑйӗн тӗттӗм куҫӗпе е пӗрне, е тепӗрне шӑтарасла сӑнтан тӗллесе пӑхать те, лаша ярмаркинче чикан урхамахсене суйласа тухнӑ евӗр, пурне те тимлӗн сӑнать, кам мӗн каланине мӗнпурне тимлесе итлет.

Ходил по улицам Тиунов и, помахивая палочкой, ко всему прислушивался, нацеливаясь тёмным оком то в одно, то в другое лицо, рассматривая всех, точно цыган лошадей на конной ярмарке.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӗсем пурпӗрех каяҫҫӗ — ку яла мар тӑк, тепӗрне.

Они обязательно пойдут — не в ту, так в другую.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ильсеяр чулӑн пӗр аяккинче, ҫӗр ҫумӗнчех, чула тарӑн касса ҫырнӑ пысӑк саспаллисем курчӗ те вӗсене аран пӗрин ҫумне тепӗрне хушса, вуласа тухрӗ:

Сбоку камня, почти у самой земли, Ильсеяр видела вырубленные на нем крупные буквы и, с трудом складывая их, прочла:

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑл, ҫӑварне пӗҫерте-пӗҫӗрте, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне темиҫе чашӑк чей ӗҫрӗ те, сиксе тӑрса, хӑйӗн пӑтана ҫакса янӑ кутамккине илчӗ.

Он выпил, обжигаясь, еще одну чашку и, вскочив, снял с гвоздя свою котомку.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тахӑшӗ такампа тутлӑн чуптуса сышпуллашать, пӗри тепӗрне ыталать, пӑрахут ҫине кӗрсе ӗлкӗрнисем вара, борт хӗрринчен уртӑнса, дебаркадер ҫине тӑрса юлнисене алӑ тӑса-тӑса параҫҫӗ.

Кто-то с кем-то смачно целовался на прощанье, кто-то кого-то крепко обнимал, а те, кто уже успел взойти на пароходик, выстроившись по борту, тянули теперь руки к оставшимся на дебаркадере.

Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.

Музее е выставкӑна кайсан — картин умӗнче пӗр-пӗрне куҫран пӑхса илетпӗр те — ҫитнӗ, ӑнланнӑ пӗри тепӗрне.

В музей какой пойдем или на художественную выставку — переглянемся перед картиной — и уже поняли друг друга.

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Анчах йывӑр самант килсе тухать те, пӑхӑсӑн, — пӗр ҫын тепӗрне пурнӑҫран ытла юратать пулин те, хӑйӗнчен ытлах юратмасть иккен, хӑйне вӑл ытларах юратать, пуринчен хытӑрах…

Но наступает критическая минута, и оказывается, что человек хоть и любит другого больше жизни, но не больше себя, себя-то любит еще больше…

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней