Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнса (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи тӗлӗнмелли хыпар уншӑн кунта Хусан ҫарӗсем темиҫе кун ҫапӑҫса та Чулхула кремльне илейменни мар, урӑххи пулчӗ — Тукайӑн ҫапӑҫура Урак ывӑлне Нияза пулӑшмалла иккен, тӗрӗссипе каласан, вӑл мӗн хушнине итлесе, ӑна пӑхӑнса тӑмалла.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах та мана пӑхӑнса тӑракан ҫар ҫыннисене эпӗ Вӑрӑм Ура ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑччӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем пӗр патшана та пӑхӑнса тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнпа кашни ҫӗре пире пӑхӑнса тӑракан халӑхран пуянлӑх пуҫтарма баскак лартас.

Помоги переводом

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Улттӑмӗш ункӑ: ҫӑлтӑр (ытти ункӑри пӗтӗм чӗрчун ӑна пӑхӑнса тӑрать) — «ылтӑн вӑчӑран» тӗп унки, ушкӑнӗн вӑй-халне хӑй ункинче тытса тӑрать.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пиллӗкмӗш ункӑ: тимӗр (пӑхӑнса тӑракан чӗрчун: тискер ула кушак) — уткалать хӑвӑрт, сисмелле мар.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӑваттӑмӗш ункӑ: шыв (ҫӗлен пӑхӑнса тӑрать) — этемӗн ӳт-пӗвне ҫемҫе пулма вӗрентет.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашни ункӑна пӗрер чӗрчун е кайӑк пӑхӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеевӑн та Петровах пӑхӑнса ӗҫлеме тивет.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Физика законне пӑхӑнса, пуҫхӗрлӗ ҫӗкленӗ хӗрарӑмӑн хӗрлӗ юн пӗрчисем ал-урисенчен куҫса пуҫри пушаннӑ юн тымарӗсене тӑвӑнасси тӗрӗсех, — тесе шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйне ҫеҫ пӑхӑнса тӑракан, ӑна ҫеҫ ясак тӳлекен темиҫе ял туянӗ-ха тата мӑрса Чалӑм ҫывӑхӗнче, тем пысӑкӑш вӑрман касса илӗ, улӑх-ҫаран, акмалли ҫӗр…

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла ҫав, вӑтӑр пӗр ҫул пӑхӑнса тӑрать Хусан вырӑссене.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек иккӗленсе тӑчӗ, ҫапах та йӑлана пӑхӑнса пушша хӑй аллине илчӗ, ӑна Эрнепи хушпӑвӗ тӗлне ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗмӗрхи йӑлана пӑхӑнса ирттерес пулсан тем тесен те туя килте мар, тӑвансем патӗнче е ют ялта тумаллаччӗ, ҫураҫнӑ хӗре йышӑнма картишӗнче шыльӑк хатӗрлемеллеччӗ, хӗрӗн хӑйӗн хунямӑшне, пулас упӑшкине, тӑванӗсене кӗпе тӑхӑнтартмаллаччӗ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ку таврари ҫӗрме пуян ҫын кӑна мар, тата чи аслӑ тӳре шутланать; вӑл — чӑваш княҫӗ, тури чӑвашсен мӗн пур мӑрсисем ӑна пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа пӗрле мӑрса тарҫисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫынсем те куҫса килнӗ.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл присягӑна пӑхӑнса тӑрать.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ардальон Петрович, чӑнах та ӗнтӗ, мӑйӗ ҫинчи «Анна хӗрес» лайӑхрах курӑнтӑр тесе, час-часах хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе калаҫас умӗн хӗрлӗ сухалне ал лаппи хыҫӗпе лӑп виҫӗ хутчен шӑлса илме хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялан пӑхӑнса пурӑнма вӗренес ҫынран урӑх мӗнех-ха кӗтӗн, темӗнле урӑхла йӗркесем, ҫинчен вӑл итлесшӗн те мар: «Вулама-ҫырма пӗлмен халӑх ӑҫтан патшалӑх ӗҫне тума пӗлтӗр?

Помоги переводом

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ӑнсӑртлӑх логикине пӑхӑнса Стар хӗре ыталарӗ те чуп туса илчӗ, унӑн чӗтрекен аллинче Мун тата та пӗчӗкреххӗн туйӑнать…

Повинуясь логике случая, Стар обнял и поцеловал девушку, и еще меньше показалась она ему в задрожавших руках…

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней