Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине тата: эсӗ мана мӗншӗн пысӑкрах пулма ырӑ сунмарӑн тесе, каскӑн хамах вӑрҫса тӑкрӗ.И еще выругал меня вдобавок, почему, мол, я ему не пожелал вырасти побольше.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хамӑр ҫӗршыв ыйтсан, эпир татӑк ҫӑкӑршӑнах тавлашса-вӑрҫса тӑмӑпӑр, пысӑкрах инкек-синкеке тӳссе ирттерме те вӑй ҫитерӗпӗр…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӳлӗм Доруцӑпа Фретич шухӑшланинчен чылай пысӑкрах пулчӗ.Комната оказалась гораздо вместительнее, чем можно было предположить.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пысӑкрах тупӑш кирлӗ ӑна!
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйне килӗшекен ҫынсем унӑн кирлӗ пекех пулса тухаймаҫҫӗ пулсан та, пысӑкрах начальниксене е, калӑпӑр, «вӑрҫӑра вилнӗ ҫынсен ҫемйисене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен обществӑри» пӗр-пӗр дама-патронессӑна вӑл пурнӑҫра вӗсем мӗнле ҫавӑн пекех туса кӑтартать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех усӑ курман ҫӗрсене ял хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртсе пымалла, вӗсен чӑн лаптӑкӗ муниципаллӑ пӗрлӗхсем халӗ кӑтартнинчен темиҫе хут пысӑкрах.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Асӑннӑ кӑтарту 84 процентран ытларах шайпа танлашать, ҫакӑ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 25 процент чухлӗ пысӑкрах.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Мӗн чухлӗ пысӑкрах – ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах.
Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244
Сирӗн тӗллев - информаци илесси, анчах сире илемлӗ ҫын илӗртсен хутшӑну пысӑкрах шая куҫма пултарӗ.
3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Манпа пӗрле вӗреннисем, пӗрле ӗҫлеме кунта килсе кӗнисем пурте пысӑкрах вырӑнсенче каҫӑрӑлса лараҫҫӗ.
Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.
Ферма заведующийӗ пысӑкрах ҫӑтрӗ.
Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.
Пысӑкрах клубсенче вӑл чӑваш художникӗсем ӳкернӗ картинӑсен выставкине йӗркелерӗ, лекцисем вуларӗ, ҫав хушӑрах хӑйне килӗшнӗ ҫынсен портречӗсене ӳкере-ӳкере илчӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Кӑҫал эпир тата пысӑкрах обязательствӑсем йышӑнатпӑр.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ку ҫын арӑмӗ вара кирлӗ-кирлӗ мар япалана та пӗлесшӗн ҫуннӑ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗ пуҫӗнчен пысӑкрах, чӗлхи ҫӳҫӗнчен вӑрӑмрах пулнӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Анчах тата пысӑкрах телей ман…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
«Малтанлӑха 10 ҫын анчахчӗ. Кӗпе-йӗм кӑна ҫӗлетчӗҫ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн производствӑна сарсах пытӑмӑр. Ӗҫ тумтирӗ, вырӑн таврашӗ тата пысӑкрах ытти япала ҫӗлеме тытӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсен йышӗ те 54 ҫынна ҫитрӗ», — аса илет халӗ Анатолий Витальевич.
Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/
Хӑйсенчен икӗ-виҫӗ хут пысӑкрах татӑксене мӗнле тӑрмашса сӗтӗреҫҫӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Унӑн хӑвачӗ те пысӑк, хӑй те ДТ-ран пысӑкрах, чуна ӑшӑтать.
Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229
Михха урлах пысӑкрах вырӑнти тӳре-шарасемпе, тен, кӗпӗрнатӑрпа паллашма, вӗсен ӗҫӗсене, кӑмӑл-шухӑшӗсене пӗлме те май килӗ»…
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хастарлӑхӗпе хӑюлӑхӗ те вӗсен пысӑкрах.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.