Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл амӑшӗ ҫине темскер ыйтасшӑн пек тинкерсе пӑхрӗ те, Ильинична айӑпа кӗнӗ майлӑ мӗскӗннӗн кулса илчӗ:Дуняшка вопросительно взглянула на мать, и та, как-то виновато и жалко улыбаясь, сказала:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем тӑватӑ чакак ӳкерсе хунӑ, чакакӗсем тӑваттӑшӗ те ҫӑварӗсене карнӑ, парта хыҫӗнче лараҫҫӗ, ҫав ӳкерчӗкпе юнашарах доска умӗнче хӳри вӗҫҫӗн тӑракан пулӑсене туса хунӑ, пуллисем пуҫӗсене мӗскӗннӗн сӗнксе тӑраҫҫӗ.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Аллине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, кил хуҫисене ҫак сӑмахсене каланӑ чух Григорий сасси пачах та халичченхи пек мар, темле ӳкӗтлесе-тархасласа йӑлӑннӑ чухнехи евӗр мӗскӗннӗн тухрӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья кулам пекки турӗ, анчах кулӑ вырӑнне пичӗ мӗскӗннӗн туртӑнса илемсӗрленчӗ.Наталья попробовала улыбнуться, но вместо улыбки жалкая гримаса исказила ее лицо.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Натальйӑн ҫилпе кушӑхнӑ тути мӗскӗннӗн чӗтреме пуҫларӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн кивӗ кофти ҫумне те медаль тирсе янӑ хыҫҫӑн вӑл сасартӑк ытла та мӗскӗннӗн те хӗрарӑмла хурлӑхлӑн ӳлесе макӑрма пуҫларӗ те, офицерсен пит-куҫӗсенчи хаваслӑхӑн тӗсӗ те юлмарӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Картишӗнчи хуралтӑсем кивелсе кайнӑ, халь вӗсем темиҫе ҫул хӑйсене тӗплӗ-типтерлӗ алӑ пырса тӗкӗнмен пек мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Иннокентий ҫакӑн пек хӗрсе-пӑлханса кайнине, ҫав вӑхӑтрах мӗскӗннӗн курӑннине нихҫан та курманччӗ-ха, ун пит-куҫне юн тулса килчӗ, куҫӗсем Ксени ҫине ачашшӑн тархасласа пӑхрӗҫ, Ксени, хӑйне мар, кама та пулин урӑххине чуп тунӑ пек, вӑл айккинчен ҫеҫ «пурпӗрех» тесе пӑхса тӑнӑ пек, Иннокентин васкакан тутисен ӑшшине туйса, нимӗн чухлӗ те хумханмарӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Саввушкӑ патнех пырса тӑчӗ, ун питне янахран тытса ҫӗклерӗ те каялла чакрӗ: мӗскӗннӗн, хӑраса ӳкнӗ пек пӑхас вырӑнне конюх куҫӗсем пытарса тӑма ҫук курайманлӑхпа ялкӑшаҫҫӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрарӑмсем шӑпланни ырра маррине сиссе пулас, райком секретарӗ, сасартӑк чарса лартнӑ репродуктор пекех, ҫӑварне хупнӑ, Пробатов ҫине мӗскӗннӗн пӑхса, аллисене сарса янӑ: хӑвӑрах шутлӑр ӗнтӗ, мӗне те пулин ӗнентерме пулать-и вӗсене!
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Суранлӑ вӗт вӑл, мӗншӗн эсӗ ӑна? — тархасланӑ евӗр мӗскӗннӗн кулса, чӗтрекен сасӑпа кӑшкӑрчӗ те пӗр еланецӗ, ушкӑн варринчен тухса, Иван Алексеевича ҫурӑмӗпе картларӗ, хӑйӗн, платникӗн, ҫӳллӗ кӑкӑрне конвой начальникӗ умне каҫӑртса тӑчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗлӗкрех вӑл пурнӑҫа, лайӑх ҫӳреме вӗрентсе ҫитернӗ лашана чӑрманчӑклӑ ӑмӑртура тытса пынӑ пек, кӑрӑн-карӑн тытса пынӑ пулсан, ӑна хӑйне халь пурнӑҫ чӑм кӑпӑка ӳксе ӗрӗхекен урхамах пек сӗтӗрет; вӑл ӑна тытса пымасть ӗнтӗ, унӑн силленсе-сулкаланса пыракан ҫурӑмӗ ҫинче хевтесӗррӗн ҫапкаланать кӑна, ӳксе юлас мар тесе, мӗскӗннӗн тӗрмекленет.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫӗсем казаксен пичӗсем тӑрӑх мӗскӗннӗн шӑвӑнса чупаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишка тӗттӗмре мӗскӗннӗн кулкаларӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах халӗ вӑл Петро мӗскӗннӗн кулкаланине курчӗ, хӑйне ачаран юлнӑ ятпа «Гришатка» тесе чӗннине илтрӗ те, ҫак туйӑм сиссе юлмалла мар хӑвӑрт сӗвӗрӗлсе сирӗлчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ялавӗсене, обозӗсене тата пӗтӗм артиллерине пӑрахса, французсен ҫарӗ мӗскӗннӗн тарнӑ.Бросив знамена, обозы и всю артиллерию, французская армия позорно бежала.
«Эп хам пуҫа хамах илсе пырӑп» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ҫаплах, сӑмах хушмасӑрах ҫывӑрса кайрӗ вӑл: тӗлӗкре уҫӑмсӑррӑн та мӗскӗннӗн темскер мӑкӑртатрӗ, тӑрса ларма пикенчӗ.Так и уснул, не сказав ни слова, а во сне что-то невнятно и жалобно бормотал, силился вскочить.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑшт вӑхӑт иртерехпе ҫилленсе шӑмарӑлнӑ, ҫавна май пушшех мӗскӗннӗн туйӑнакан Бунчук хӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, тилмерсе тархасларӗ:
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тин ҫеҫ Вӑхӑтлӑх правительствӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ ҫынсем, хӑйсем ҫав правительствӑна чӗререн парӑнни ҫинчен шантарса, Керенский умӗнче мӗскӗннӗн йӑпӑлтатса авкаланма пуҫлаҫҫӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мохов питне-куҫне мӗскӗннӗн пӗркелентерсе хурлӑхлӑн алӑ сулчӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.