Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗсене (тĕпĕ: килӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн виҫӗ тусӗ килӗсене саланчӗҫ, патша ывӑлӗ Гуландаза хӑйӗн дворецне илсе кӗчӗ, вара вӗсем лӑпкӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнчӗҫ.

Трое его друзей разошлись по домам, а царевич привел царевну Гуландаз к себе во дворец, и зажили они в мире и радости.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ученӑйпа сухаҫӑн, строительпе юрӑҫӑн, ытти ӗҫченсен килӗсене чӑваш эрешӗ нумай-нумай ҫул хушши илем кӳрсе тӑрӗ-ха.

Старинные узоры еще долго-долго будут украшать жилье ученого и землепашца, строителя и певца…

Автортан // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Палламан ҫынсем вӗсене контрабандистсем пек туйӑннӑ, вӗсем вара, хӑйсен кил-ҫурчӗсен алӑкӗсене ҫирӗпрех питӗрес тесе, килӗсене васканӑ.

Незнакомцы показались им контрабандистами, и они поспешили домой, чтобы покрепче закрыть свои двери.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Шурӑ гвардеецсен тыткӑнӗнчен хӑтӑлнӑ хресченсем хӗрлӗармеецсене килӗсене чӗне-чӗне кӗреҫҫӗ, подноссем ҫине ҫӑкӑр, арбузсем, дыньӑсем хурса илсе тухаҫҫӗ.

Освобождённые от белогвардейской неволи крестьяне радушно зазывали в избу красноармейцев, выносили на подносах хлебы, арбузы, дыни.

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫамрӑксем кулма, шавлама пикенчӗҫ, ваттисем мӗнле кӑна хистемерӗҫ пулин те, вӗсем килӗсене каймарӗҫ.

Мальчишки подняли хохот и, как ни уговаривали их старики, не уходили.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем тав турӗҫ те килӗсене саланчӗҫ.

Они поблагодарили и ушли.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем канашлусенче те ҫывӑрса ларма пуҫларӗҫ, калаҫса пӗтереймесӗрех килӗсене туха-туха кайма тытӑнчӗҫ.

И на совещаниях часто засыпали, а еще чаще уходили домой, не дожидаясь конца.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Активистсем час-часах килӗсене ҫутӑласпа тин саланчӗҫ.

Активисты нередко расходились по домам на рассвете.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: японецсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн яла гоминдан банди килнӗ ҫул Ду ывӑлӗпе Хань Лао-люн аслӑ ачи килӗсене килнеччӗ.

— Я вам так скажу: в том самом году, когда выгнали японцев и гоминдановская банда пришла сюда, сын Ду и старший сын Хань Лао-лю приезжали домой.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Курма пынӑ ҫынсем килӗсене саланаҫҫӗ.

И любители семейных скандалов нехотя расходились по домам.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Килӗсене кайччӑр та хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлаччӑр.

Пусть идут домой и подумают о своих делах.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫынсем хуллен-хуллен килӗсене саланма пуҫларӗҫ.

Люди стали постепенно успокаиваться и расходиться по домам.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хресченсене килӗсене саланма хушрӗ.

И распустил всех по домам.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫакӑнпа калаҫу вӗҫленчӗ, пурте килӗсене саланчӗҫ.

На этом разговор закончился, и все разошлись.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак вӑхӑтпа усӑ курса, килӗсене кайма васкакансем хапхаран тухса шурӗҫ.

Те, кому очень не терпелось уйти, сочли момент вполне подходящим и выскользнули за ворота.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-лю патне килнисем пуҫӗсене тая-тая килӗсене саланчӗҫ.

Члены семьи и поручители разошлись с поклонами и приседаниями.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫанталӑк сулхӑнланчӗ, анчах пӗри те килӗсене каясшӑн мар.

Становится свежо, но расходиться по домам не хочется.

7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каникул вӑхӑтӗнче студентсем килӗсене саланчӗҫ.

На каникулы студенты разъехались по домам.

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ачасем мӗнле килнӗ ҫапла тӗркӗшме пуҫлаҫҫӗ: вӗсен кӑлай та ҫапса ямалла, хӑйсен «килӗсене» те сыхламалла.

Начиналась суматоха: и шар надо отбить и «ярочку» уберечь.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗррехинче, ҫавнашкал шавлӑ та хаваслӑ ёлкӑсенчен пӗринче, ывӑлӑн юлташӗсем килӗсене кайсан, эпӗ диван ҫине канма лартӑм.

Как-то раз на одной из таких шумных ёлок, когда товарищи сына ушли, я присела на диван отдохнуть.

Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней